Комментировать

12 Апр, 2017

Коррупци: тымарĕ тарăн, вулли çирĕп...

«Раççей субъекчĕсен пуçлăхĕсене пĕрин хыççăн теприне арестлеççĕ. Федераци министрне... Хăрушă!» — влаçри çынсем саккуна пăхăнса ĕçлес тĕлĕшпе ĕç-пуç çивĕччине палăртса пуçарчĕ «çавра сĕтел» хушшинчи калаçăва Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ Валерий Андреев профессор. Коррупципе кĕрешессин çивĕч ыйтăвĕсене халалланă калаçу тĕплĕ те анлă пулчĕ. Трибуна умне тухнисен сăмахĕ пирĕн вулакансемшĕн те интереслĕ пулассăн туйăнать.

«Тĕкĕнме юраманни» яваплăхран хăтармасть

Наталья ТИМОФЕЕВА, ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ:

— Коррупци сĕмĕ пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен сферинче пушшех час-часах палăрать. Çĕрпе çыхăннă тавлашуллă самантсем яланах пулнă, пулĕç те. Республикăра ку енĕпе мĕн тунă-ха? 2011 çултах Чăваш Ен Пуçлăхĕ çĕр хутшăнăвĕсене уççăн йĕркелессине çирĕплетнĕ. Паян патшалăх тата муниципалитетсен çĕрне аукционсенче кăна сутатпăр, уйрăм тĕслĕхсенче çеç çак йĕркерен пăрăнма юрать.

Чăваш Ен — аграрлă республика. Çавна май ял хуçалăх çĕрĕсем тĕлĕшпе пысăк тимлĕх кирлĕ. Унччен ял хуçалăх çĕрĕсене çăмăллăнах ытти категорие куçарнă, паян федерацин 101-мĕш саккунне çирĕп пăхăнмалла. Уйрăм çынсен çĕрĕ тĕлĕшпе ăна республикăн туянмалли прави маларах тăрать. Çапах хăшĕсем саккунран пăрăнса иртмелли майсене шыраççĕ. Çав шутра — çĕре парнелесе, арендăна парса унăн тĕсне улăштарма хăтланаççĕ.

Çавăнпах 2010 çултан тытăнса çĕре харпăрлăха илес ыйтусене республика шайĕнче татса параççĕ. Калăпăр, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ку коррупци тĕслĕхĕсенчен сыхланма май парать. Çак тĕллевпе лаптăксене Шупашкар хулине, Çĕнĕ Шупашкара панă, çемьесен прависене тивĕçтернĕ.

Республикăра усă курман пай çĕрĕсене регистрацилес ĕç пырать. Иртнĕ ĕмĕрĕн ансат мар 90-мĕш çулĕсен витĕмĕ халĕ те палăрать-ха. Ун чухне колхозсемпе совхозсем пулнă, хайхи çĕрсем пĕрлехи харпăрлăхра шутланнă — çынсем вĕсене уйрăммăн регистрацилемен. Йĕрке тăвас тĕллевпе «хуçасăр» çав лаптăксене муниципалитетсен харпăрлăхне регистрацилеме ирĕк панă. Вĕсене сутма, арендăна пама пулать — çĕр ахаль ан вырттăр. Çине тăрса ĕçленине кура паян республика Атăлçи округĕнче çавнашкал çĕрсене регистрацилес енĕпе лидера тухнă — лаптăксен 86-87% муниципалитетсен харпăрлăхне панă.

Çĕр пушă выртмалла мар. Çултан çул хыт хура кăна ашкăракан лаптăксене туртса илмелли ирĕк пур — Чăваш Ен çакăнпа усă курать. Çавнашкал тĕслĕхсен шутĕнче — 1092 гектара уйрăм çын харпăрлăхĕнчен туртса илни. Тĕрĕссипе, ку лаптăксем хут çинче кăна çав çын харпăрлăхĕнче пулнă — вĕсемпе усă курман. Уйрăм çын харпăрлăхне тĕкĕнме юраманнин нормисем пур пулин те яваплăх механизмĕсемпе те усă курмаллах — çĕрсене сутмашкăн туртса илме палăртатпăр. Коррупцирен сыхланас тĕллевпе пурлăха электрон аукционĕсенче кăна сутăпăр.

Çакă муниципалитетсене те пырса тивет, 2018 çултан тытăнса вĕсен те электрон мелĕпе кăна усă курмалла. Хальлĕхе вара уголовлă ĕç те чылай, çĕрпе çыхăннă йĕркесĕрлĕх тĕслĕхĕсемпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем тĕлĕшпе палăртнă приговорсем те пур.

Тăванĕ хамăн та...

Кирилл Милюхин, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Патшалăх граждан службин уп­равленийĕн коррупципе кĕрешмелли политикăна пурнăçлакан пайĕн пуçлăхĕ:

— Патшалăх службинчи интерессен хирĕç ­тă­рă­вĕнчен сыхланасси — коррупцирен сыхланмалли ĕçĕн пĕр пайĕ. Сăмах должноçри çынсем вăл е ку ыйтăва татса панă чух хăйсен интересĕсене мала хуни пирки — çакă çывăх çыннисем, пĕлĕшĕсем майлă йышăнусем тума хистесси те часах.

Республикăра ку енĕпе норма докуменчĕсен тулли пуххине йышăннă. Министрсен Кабинечĕн членĕн должноçран кайсан та икĕ çул хушшинче хăй ăçта ĕçе вырнаçни пирки евитлемелле. Енчен те предприяти вăл должноçра ĕçленĕ чухне ăна пăхăннă пулсан — унта ĕçлеме юрамасть. Ятарлă комисси кăна çав ĕçе вырнаçмашкăн ирĕк пама пултарать.

Шел те, йĕркене пăснă тĕслĕхсем час-часах пулаççĕ. Патшалăх службинчи пуçлăх тăванне хăйĕн пăхăнăвне ĕçе йышăнать е ăна преми парса хавхалантарать. Район е хула администрацийĕн пай пуçлăхĕ хăйĕн пăхăнăвĕнчи организацие те ертсе пынă тĕслĕхсене тупса палăртрăмăр. Ку культура пайĕсен пуçлăхĕсем тĕлĕшпе уйрăмах час-часах тĕл пулать. Сăмахран, çын администрацин культура пайне ертсе пырать, çав вăхăтрах — культура çурчĕн директорĕ те. Тепĕр тĕслĕхре уйрăм предпринимателе муниципалитет службине йышăнни палăрчĕ. Муниципалитет службинче ĕçе пуçăниччен вăл предприниматель свидетельствине тавăрса паман. Интерессен хирĕç тăрăвĕ коррупцие никĕслесси те часах — çавăнпа ку енĕпе сыхă пулмалла.

Çĕнĕ кодекс кирлĕ!

Александр КУЗНЕЦОВ, Шупашкарти коопераци институчĕн уголовлă право кафедрин профессорĕ, юридици наукисен докторĕ, профессор:

— Коррупципе кĕрешес ĕç анлă та кăткăс. Ахаль кăна бухгалтер ĕçне те 3 пин ытла документ йĕркелет. Çавна май правăна тÿрре кăларакансен — ШĔМ, прокуратура, суд шайĕнче — професси шайĕ пĕчĕккине те куратăп. Ку сферăри пĕчĕк кăна йăнăша кайран полицейскин нимĕнле паттăрлăхĕ те тÿрре кăлараймĕ.

Мĕнпур ыйтăва уголовлă право пулăшнипе татса пама тăрăшни вырăнсăр. Саккун кăларакан пĕтĕмпех криминализацилеме ăнтăлать — ун чухне граждансем пурте саккуна пăхăнасса шанать. Апла пулмасть! Уголовлă кодексра афинажшăн яваплăх палăртнă. Унта çакнашкал сăмах мĕн тума кирлĕ? Çак сăмаха металлурги словарĕнче кăна тупайрăм. Эмисси, çавнашкал ытти сăмах — мĕн тума?

Е тата — уйрăм çын деклараци парассинчен пăрăнса налуксем тÿлеменшĕн явап тыттармалли статья. Темиçе налука мар, пĕр налука кăна тÿлемен тĕк — преступлени мар-и? Деклараци панă, анчах налук тÿлемен — айăп çук-и? 1922 çулта кăларнă Уголовлă кодекса алла илсе пăхăр — ăна патша вăхăтĕнчи юридици шкулĕнче пĕлÿ илнĕ юристсем хатĕрленĕ. Унта уçăмлă палăртнă: налук тÿлеменни — пĕтĕмпех уçăмлă.

Коррупци пирки паян пурте калаçаççĕ, МИХсем калаçма хистеççĕ. Кĕпĕрнаттăра арестленĕ! Коми администрацине! Сочири Олимп об±екчĕсене тунă чух нумай укçа вăрланă, космодром укçи çухалнă. Президент пĕччен пĕтĕмпех пăхса çитереймĕ. Инçет Хĕвел тухăçĕнчи пĕр утрав çинчи ĕç-пуç пирки ШĔМ, ФХС Путин йĕркеленĕ теледебатсенчен пĕлни — тĕлĕнтермĕш! Хорошавин вырăнне кĕпĕрнаттăр тивĕçĕсене пурнăçлама юлнă çын çав утрав Раççейĕн пулнине те пĕлмен иккен, вăл Японин тесе шухăшланă!

Коррупципе кĕрешетпĕр пек, анчах унăн пĕлтерĕшне уçăмлатман. Уголовлă кодексăн 201, 204, 285, 290-291 статйисем /должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курни, взятка илни тата ыт. те/ коррупци шутне кĕреççĕ, анчах ытти статья та пур-çке — 169, 170 статьясем, вĕсемпе вара усă курмаççĕ. Пурлăха конфискацилесси пирки тĕрлĕрен калаççĕ. Ман шутпа — тĕрĕс мар яваплăх. Пĕр преступленишĕн пĕр яваплăх пулмалла. Конфискаци историйĕ — вăтам ĕмĕрсенчен килекенскер. Англире пĕтĕмпех королева валли конфискациленĕ... Çĕнĕ Уголовлă кодекс хатĕрлемелле.

Персе вĕлерни те чараймасть

Сергей ПАВЛОВ, ЧР прокуратурин коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пăхăннине сăнаса тăракан пайĕн пуçлăхĕ:

— Раççей шайĕнче кăна мар, Чăваш Енре те пысăк должноçсенчи çынсене коррупцишĕн айăпланă тĕслĕхсем пур. Шел те, коррупци пирĕн патра кăна мар, нумай çĕршывра тымар янă. Китайра Олимпиада хыççăн взяткăшăн Пекин мэрне айăпласа персе вĕлерме йышăннă. Анчах çакнашкал мерăсем те нумайăшĕшĕн чару мар.

Коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккуна 2008 çулта йышăннă. Анчах киревсĕр çак пулăмпа кĕрешес тĕллевсене унччен те лартнă. Халь коррупципе кĕрешмелли наци стратегийĕ те, тивĕçлĕ план та пур — çак ĕç система шайĕнче. Çапах саккунсене пурнăçлас тĕлĕшпе ыйтусем пур.

Сиене шыраса илесси ытла та пĕчĕк шайра — 30% яхăн кăна. Коррупци преступленийĕсемшĕн айăплисем хăйсен ирĕкĕпе саплаштарнă сиен виçи пушшех пĕчĕк — 6,9%. Коррупципе çыхăннă тĕслĕхсем — вăрттăн преступленисем. Тĕпрен илсен унашкаллисене оперативлă шырав мероприятийĕсем йĕркелесе кăна тăрă шыв çине кăлараççĕ. Ĕçе вăйлатас тĕллевпе прокуратурăна хăш-пĕр тĕслĕхсенче уголовлă ĕç пуçармалли полномочие тавăрса памалли пирки калаçаççĕ. Сăмахран, пысăк должноçсенчи çынсем, депутатсем тĕлĕшпе. Ман шутпа, çапла туни тĕрĕс пулмалла. Прокуратура халĕ те айккинче тăмасть: айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетет, ĕçе туллинрех тĕпчемешкĕн тавăрса пама пултарать.

Коррупци тĕлĕшпе айăпланакансене тÿрре кăларнă тĕслĕхсем пурри тĕрĕслĕхе тĕпе хунине кăтартать. Унччен телефон прави пирки калаçатчĕç — паян унашкаллине курмастăп. Судьясен никама пăхăнманлăхĕ çирĕпленни куçкĕрет. Кама та пулин шăнкăравлама Турă ан хуштăр — хаяр санкцисем пулĕç, ĕçрен хăтарĕç. Прокуратура чиновниксем тивĕçлĕ чарусене пăхăннине çирĕп сăнаса тăрать. Шанăçа çухатнине кура должноçран хăтарнă тĕслĕхсем Раççейре чи çÿллĕ шайра пулчĕç. Кунашкал мерăпа Чăваш Енре те усă курнă — 2016 çулта тăватă чиновнике ĕçрен хăтарнă.

Кунта право хуралĕн органĕсем УК 169, 170 статйисемпе усă курманшăн ÿпкев пулчĕ. Усă кураççĕ. Предпринимательлĕхе чăрмантарнăшăн 6 уголовлă ĕç пуçарнă. Бизнеса хĕсĕрлеме юрамасть. Паян предприятисене, предпринимательсене прокуратура санкци парсан кăна тĕрĕслеме ирĕк пур. Прокуратура тĕрлĕ ведомство тĕрĕслеме ыйтса çырнисен çуррине алă пусмасть.

Штраф — 60 миллион тенкĕ!

Александр БОТИН, ЧР ШĔМĕн экономикăри преступленисемпе тата коррупципе кĕрешекен управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ:

— Юлашки икĕ çулта республикăра экономикăри тата коррупци сĕмĕллĕ 1,4 пин ытла преступление тупса палăртнă, 500 ытла çынна уголовлă майпа явап тыттарнă. Çав шутра — пысăк должноçсенчи 50 ытла çын. 2,5 миллиард тенкĕлĕх сиене саплаштарассине тивĕçтернĕ. Взятка илнипе çыхăннă 50 ытла преступление тăрă шыв çине кăларнă.

«Шавлă» тĕслĕхсенчен пĕри — юлашки çулсенчи чи пысăк взяткăпа çыхăннă тĕслĕх. Сĕнтĕрвăрри райадминистрацийĕн пуçлăхĕ 2 миллион тенкĕ взятка илнĕ, тата 2 миллион илме тăнă. Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ ăна 9 çул çурăлăха ирĕклĕхсĕр хăварнă, 60 миллион тенкĕлĕх штрафланă. /Сăмах май, взятка илнĕшĕн чи çирĕп яваплăх — 15 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварни тата взяткăн 70 виçипе танлашакан штраф. — Н.К./. Кăçалхи пуш уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкар хула администрацийĕн транспорт пайĕн пуçлăхне предпринимательтен взятка илнĕшĕн тытса чарнă.

Коррупципе çыхăннă ĕçсен хăйне евĕрлĕхне те палăртам. Эпир интересленекен çынсем чылай чухне пирĕн управлени вĕсем пирки материалсем пухнине пĕлмест. Патшалăх саккасĕсемпе çыхăннă процедурăсем пĕтĕмпех уçăмли пирки каларĕç. Яланах апла мар çав. Чиновниксем тепĕр чух аукциона хутшăнакан уйрăм предприяти е предприниматель валли ятарласа документсем хатĕрлеççĕ — шăпах вăл çĕнтертĕр теççĕ. Эпĕ çак енĕпе 15 çул ĕçлетĕп — ман алă витĕр пин-пин заявлени иртнĕ. Калама пултаратăп: нумай чухне пирĕн предпринимательсем ирĕклĕ ишев валли хатĕр мар. Нумайăшĕ тÿрĕ кăмăлпа ĕçлес тĕллев тытмасть. Паллах, тÿрĕ кăмăллисем те пур, анчах вĕсен çулĕ çинче ултавçăсем те тĕл пулаççĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.