Комментировать

12 Апр, 2017

Митинга тухса ята кĕрес мар тесен мĕн тумаллине сÿтсе явнă

Ĕнер Чăваш Енĕн Общество палатинче митингсемпе халăх йышлă пуçтарăнакан ытти акцие ирттерсе ята кĕрес мар тесен мĕн тумаллине сÿтсе явнă. Унта халăх институчĕн тĕрлĕ представителĕ, йĕрке хуралçисем, ĕç тăвакан тата саккун кăларакан органсенче ĕçлекенсем, прокуратура çыннисем пуçтарăннă.

Митингсемпе акцисем суйлав кампанийĕсем çывхарнă май уйрăмах çивĕчленнине тавçăрма йывăр мар. Кашнин хăйĕн интересĕ. Çамрăксем те ирĕклĕх енне туртăннине ăнланма пулать. Анчах пĕрисен правине хÿтĕлес тени теприсен правине хĕсĕрлемĕ-ши? Çак тата ытти нумай саманта сÿтсе явакансем гайд-парксем (ку вăл 100 çынран сахалтарах йышпа пуçтарăнма юракан вырăн тенине пĕлтерет) сахалли пирки те чарăнса тăнă. Ял тăрăхĕсенчи 10-15 çухрăма пĕрлештерекен территорире те ун пекки пĕрре çеç иккен. Республикăра митингсем валли ятарласа уйăрнă вырăнсем - 395. Акцисене, демонстрацисене ирттерме ыйтса çырнă заявкăсене регистрацилессине онлайн мелпе йĕркелеме сĕнекенсем те тупăннă.

Çавра сĕтел вăхăтĕнче каланă сĕнÿсене шута илсе Чăваш Енĕн Общество палати ятарлă резолюци хатĕрлесе яваплă инстанцисене ярса пама шантарнă.

www.hypar.ru

Рубрика: