Комментировать

11 Апр, 2017

Çур акине, призыва йĕркеллĕ ирттересчĕ

Ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура чылай ыйтăва пăхса тухрĕç: республикăри ял хуçалăх предприятийĕсем çур акине епле хатĕрленни, çуркуннехи призыв тата тавар хакĕсем. Калаçу вĕсен тавра ытларах пычĕ.

Аш-какай йÿнелнĕ, кишĕр хакланнă

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин кăрлач-пуш уйăхĕсенче тавар хакĕсем епле улшăнни, конкуренцие аталантарас тĕллевпе ирттерекен мероприятисем пирки каласа кăтартрĕ. Чăваш Енре кашни эрнерех потребитель хакĕсен мониторингне йĕркелеççĕ, хуласенче канмалли кун тата уяв /Раштаври, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнчи, Çăварнири тата ытти те/ ярмăрккисем ирттереççĕ, суту-илÿ сечĕсен ертÿçисене хак политики пирки тăтăшах аса илтереççĕ, вĕсене вырăнта туса илнĕ продукцие ытларах сутма сĕнеççĕ.

Пуш уйăхĕнче, сăмахран, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштар­сан сысна, чăх ашĕ, шăнтнă пулă, услам çу, тип çу, хăйма, чăх çăмарти, сахăр песукĕ, хура чей, шурă çăнăх, рис, вир кĕрписем йÿнелнĕ. Çав вăхăтрах хутаçри сĕт, çăкăр тата шурă çăнăхран пĕçернĕ кукăль-булка кăштах /1 процентран ытла мар/ хакланнă. Кăçал çуркунне сухан /23 процент е 4 тенкĕ те 60 пус/, кишĕр /17 процент е 3 тенкĕ те 60 пус/, çĕр улми /16 процент е 2 тенкĕ те 70 пус/, помидор, пан улми, купăста хакĕсем ÿснĕ. Çавăн пекех туянакансен лапша-макароншăн та, кăлпассишĕн те, тăпăрчăшăн та, ыраш çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăршăн та ытларах тăкакланма тивет. Владимир Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх, вырăнта тавар туса илекенсем хăйсен продукцине суту-илÿ сечĕсенче сутни конкуренцие аталантарма пулăшать. Пысăк лавккасенче паян хамăрăн аш-какая, кăлпассие, сĕт юр-варне, чăх çăмартине туянма пулать. Чăваш Енре туса илекен пахча çимĕçе хĕл каçарас тĕллевпе 8,8 пин тонна пахча çимĕç упрамалли хранилищĕсене çĕнетме палăртнă. «Хаксене тĕрĕслесех тăрасчĕ, вĕсене сăлтавсăр ÿсме парас марччĕ. Республикăн тĕп хулинче куçса çÿрекен лавккасем тумалла. Конкуренци пулсан туянакан чи лайăх, чи пахалăхлă тавара суйласа илме пултарĕ. Çамрăк ăру пахалăхлă апат çисе ÿстĕр, пирĕн ачасен сывлăхĕ çирĕп пултăр», — терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Мăнкун хыççăн — уй-хирте ĕç шавĕ

Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе хресченшĕн хальхи вăхăтри тĕп ыйту — çур акине тĕплĕн хатĕрленсе ирттересси. «Çур акипе Мăнкун пĕр вăхăтра килеççĕ», — теççĕ халăхра. Мăнкун хыççăн уй-хирте ĕç шавĕ тăрассине Михаил Игнатьев та палăртрĕ. Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çурхи ĕçсене мĕнле хатĕрленни, техника юсавлăхне тĕрĕслени пирки каласа кăтартрĕ. Сергей Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх, кăçал чылай хуçалăхра çĕр улмине нумайрах лартасшăн. Республикăри вăрлăхăн 89 процентне йĕркене кĕртсе çитернĕ. 9 пин тонна тĕрлĕ им-çам тиесе килнĕ. Çак кăтарту, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 2-3 процент пысăкрах. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене те çителĕклех хатĕрленĕ. Чăваш Республикинчи техникăна тĕрĕслесе тăракан инспекци пуçлăхĕ — Чăваш Енри тĕп инженер-инспектор Сергей Вязовский пĕлтернĕ тăрăх, республикăра çулсеренех «Юрашан» /Снегоход/, «Частник», «Трактор» акцисем йĕркелеççĕ. Техникăна йĕркесĕр тытакансене штраф тÿлеттереççĕ. Чăваш хутлăхĕнче комбайнсен шучĕ 2 процент чакнă. Кивелнисене шутран кăларнипе çыхăннă ку. Ака уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне тракторсен 87 проценчĕ акана тухма хатĕр пулнă. Хуçалăхсенче çак ĕç малалла пырать. Механизаторсем хурçă утсене хире тухиччен юсаса пĕтереççех. Михаил Игнатьев яваплă органсене халăха хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмаллине, мотоблоксемпе асăрхануллăрах ĕçлемеллине аса илтерме сĕнчĕ.

Салтака каяççĕ чăваш каччисем

ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева çуркуннехи призыва хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ. Наталья Юрьевна пĕлтернĕ тăрăх, ку çуркунне Чăваш Енри 1334 каччăн çар ретне тăмалла. «2012-2016 çулсенчи призывсене танлаштарсан, йĕкĕтсен сывлăхĕ лайăхланса пыни куç кĕрет. Юлашки çулсенче хĕсмете каяс текенсен йышĕ ÿссе, çар тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнакансен хисепĕ чакса пырать. Тĕслĕхрен, 2016 çулта салтака каяссинчен 19 каччă пăрăннă тăк, 2015 çулта 28 çамрăк тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. 2009 çулта çул çитнĕ çамрăксен 51 проценчĕ салтака кайма юрăхлă пулнă, 2016 çулта вара вĕсен хисепĕ 71 процентпа танлашнă. Çак кăтартăва эпир 79 процента çити ÿстересшĕн», — палăртрĕ Наталья Юрьевна. Ку çеç-и? Республикăра çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парас, спорта явăçтарас, çар ретне тăма хатĕрлес ĕç анлă сарăлнă. Çак енĕпе «ЮНИТЭКС» çарпа патриотизм воспитанийĕн центрĕ палăрнă та ĕнтĕ. Кадет юхăмĕ вăйлă аталанать. Чăваш Енре 4 кадет шкулĕ, 47 пĕлÿ çуртĕнче 104 кадет класĕ уçнă. Паянхи кун 3805 çамрăк кадет пĕлĕвне илет. Çулсеренех республикăра çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парассипе çыхăннă 500 яхăн мероприяти ирттереççĕ. Сăмах май, çитес вăхăтра Шупашкарта хупă кадет корпусĕ хута кайĕ. Унпа юнашар 250 вырăнлă общежити те пулĕ. 2018 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăл пулас офицерсем валли хăйĕн алăкĕсене уçĕ.

Роза ВЛАСОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.