Комментировать

11 Апр, 2017

Чăваш сцени çинче... Япони балерини

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче çак вырсарникун Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕн гала-концерчĕ иртрĕ. Пысăк искусствăна юратакансем тĕнче классикин ĕçĕсемпе пилĕк каç киленчĕç.

Гала-концерта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа пырса курчĕ. Театрта çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, Министрсен Кабинечĕн членĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем пулчĕç.

Республика ертÿçи Балет фестивалĕ халăх килĕштерекен, кăмăлласа çÿрекен, çÿлленех чăтăмсăррăн кĕтекен мероприяти, вăл Чăваш Ен культура пурнăçĕн çутă саманчĕсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Фестиваль йĕркелÿçисене тата унта хутшăнакансене ăшшăн тав турĕ. Михаил Игнатьев балет ĕçĕнчи чи-чи маттуррисемпе пултаруллисене Тав хучĕпе тата алла çыхмалли сехетпе наградăларĕ. Çак чыса театрăн балет енĕпе ĕçлекен репетиторĕсем — Чăваш халăх артистки Галина Васильева, Раççей тава тивĕçлĕ артистки Ольга Серегина, Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Никифорова балетмейстер, балет артисчĕ — Чăваш халăх артисчĕ Юрий Свинцов тата балетмейстер ассистенчĕ Михаил Яковлев тивĕçрĕç.

Михаил Игнатьев çавăн пекех театр директорне Вячеслав Фошина сертификат пачĕ. Çав укçа — 13 миллион та 27 пин тенкĕ — театр таврашне тирпей-илем кÿме кайĕ.

Театра унăн йĕркелÿçин Борис Марковăн портретне /авторĕ Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ Николай Карачарсков/ портретне те парнелерĕç.

Гала-концертра сцена çине хамăрăн ташă ăстисемпе пĕрле хăнасем те тухрĕç. Вĕсем — Диана Косырева, Дарья Хохлова, Артемий Беляков, Андрей Меркурьев /Пысăк театр, Мускав/, Коике Саори /Япони/, Олеся Гапиенко, Андрей Сорокин /Питĕр/, ыттисем. Кĕтнĕ вăхăт часах килмест, анчах кĕтсе илсен питĕ хăвăрт иртсе каять. Акă çирĕм пĕрремĕш фестиваль те хыçа юлма ĕлкĕрчĕ.

Эппин, çĕннине кĕтме пуçларăмăр.

Надежда СМИРНОВА

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.