Комментировать

8 Апр, 2017

«Мерчен» управçи

Чăваш наци библиотекинче час-часах тĕрлĕ мероприяти иртет. Вĕсене кĕнеке е хаçат-журнал вулаканĕсем кăна мар, ĕçпе вăрçă сумлă ветеранĕсем, ăсчахсемпе педагогсем, çыравçăсем, артистсемпе ÿнерçĕсем, тĕрлĕ шайри депутатсем, министерствăсемпе ведомствăсен ĕçченĕсем хаваспах çÿреççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа эпĕ те Ленин проспектĕнче вырнаçнă вулавăшра кашни эрнере тенĕ пекех пулма тăрăшатăп. Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн председателĕ Вера Архипова ертсе пыракан «Мерчен» музыка тĕпелĕнче иртекен тематика каçĕсем, тĕрлĕ кĕнеке тата ытти хайлавсен презентацийĕсемпе куравсем, республикăри паллă çынсемпе ирттернĕ тĕлпулусем, чуна тыткăнлакан концертсемпе уяв каçĕсем пушшех килĕшеççĕ.

Ку тĕпел пилĕк çул каялла ĕçлеме пуçланă, «Вулавăша кĕвĕ çитрĕ» девизпа хатĕрленĕ презентацире паллаштарнă унпа. Ăна йĕркелеме Вера Севастьяновнăна Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, ЧР Композиторсен союзĕн председателĕн заместителĕ, музыковед тата критик Светлана Макарова пулăшнă. Светлана Ильинична вулавăшри музыка тĕпелĕ республикăн культурăпа искусство пурнăçĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнасса шаннине палăртнă ун чухне. Кунта йĕркеленĕ пĕрремĕш тĕлпулурах хаваслă çуркуннене халалланă романссем янăранă. Вĕсене халăх юратакан артистсем Татьяна Сергеева, Надежда Данилова, Вячеслав Вахтеркин, Константин Москалев шăрантарнă.

Темиçе çул каяллах Шупашкарта наци кĕнекисен «Кĕнеке урлă — халăхсен килĕшĕвĕ патне» регионсен хушшинчи фестиваль иртрĕ. Çавăн чухне те «Мерчен» музыка залĕнче Василий Воробьевăн «Чăваш халăх юррисем» тата Евгений Михайловăн «Старые Чебоксары: история, археология, топономика» кĕнекисен презентацине йĕркеленĕччĕ, «Музыка мĕн çинчен пĕлтерет?» калаçупа концерт каçне çĕр-çĕр çын пырса курнăччĕ. «Мерчен» музыка тĕпелĕн çулталăкри планĕнче — вăтăра яхăн тĕрлĕ мероприяти.

— Мĕн чухлĕ вăй-хăватпа пуçарулăх унра! Палăртса хунă ĕçĕ мĕн чухлĕ тата! Вера Севастьяновна Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн ертÿçи пулнă май çулленех чăвашсем йышлă пурăнакан регионсене тухса çÿрет, культурăпа наци автономийĕсен тата ентешлĕхсен хастарĕсене тĕрлĕ мероприяти ирттерме пулăшать. Хаçат-журналпа, массăллă информаци ытти хатĕрĕпе тачă çыхăнса ĕçлет ывăнма пĕлмен культура ĕçченĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна пĕлтĕр Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзне йышăнчĕç, çавăн пекех вăл Нестер Янкас поэт ячĕллĕ преми лауреачĕ. Иккĕленместĕп: Вера Севастьяновна чăваш тĕнчин чапĕшĕн, культурăпа искусствăна малалла аталантарассишĕн малашне тата пысăкрах ĕçсем туса ирттерĕ, — терĕ Чăваш наци конгресĕн пресс-службин ертÿçи, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зоя Яковлева.

Петр СИДОРОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.