"Пулăшăр, тархасшăн..."
Кунта тĕрлĕ шайри тÿре-шара пÿлĕмĕсем тăрăх çÿресе хăйсен ыйтăвне тивĕçтермелли хурав тупайманнисен чĕринче шанăç, ĕненÿ çуратаççĕ. Çак сăмахсене ĕнер "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн ертÿçин Д.А.Медведевăн Чăваш Республикинчи общество йышăнăвĕн пÿлĕмĕнче пулнă Лариса Порфирьева каларĕ. Лариса Николаевна тĕп хулари 46-мĕш вăтам шкулта вĕрентет, мăшăрĕпе 10 ача ÿстереççĕ. Хăйсен çуртĕнче пурăнаççĕ. Йышлă çемьене, паллах, хĕсĕк. Çурчĕ те çĕнех мар. Хĕлле - сивĕ. Ачисем кăçал та тăтăш чирленĕ. Юлашкинчен, çынсене республика Пуçлăхĕ хăй йышăннине пĕлнĕ хыççăн, кунта килнĕ. "Пулăшăр, тархасшăн..." ыйтупа. Тĕрĕсрех - нумай ачаллă çемье пысăкрах пÿлĕмсемлĕ, хăтлă хваттере куçасшăн. Л.Порфирьева çемйи Шупашкар хула администрацийĕнчи "Нумай ачаллă çемье" списокра черетре тăрать. Ачисене ĕçпе воспитани парса ÿстерекен Порфирьевсем асăннă программăпа килĕшÿллĕн кĕçех çĕнĕ хваттер илессине пĕлсен вĕрентекен, нумай ачаллă амăшĕ йышăну пÿлĕмĕнчен савăнăçлă пит-куçпа тухнине курасчĕ сирĕн!
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Лариса Николаевна чĕринче кăна мар, Шупашкарти медицина колледжĕн пĕрремĕш курсĕнче вĕренекен, пĕчĕк ачаллă Анна Константинован /сăмах май, студентка - хăр тăлăх/, тĕп хулари "Диалог" кафере вăй хуракан Рушания Югинан, халĕччен çемйипе Крымра пурăннă Сергей Воронинăн /амăшĕпе ытти тăванĕ Украинăра юлнă/ чун хавалне çĕклерĕ. Ара, пурăнмалли кĕтес тупма çак тапхăрта никама та çăмăл мар. Уйрăмах - хăтлă хваттер. Малашне вăл Анна Асколоновнăн та, Рушания Набиуйловнан та, Сергей Викторовичăн та пулĕ. Паллах, паян-ыран мар. Мĕншĕн тесен виççĕшĕ те - çакна черетсĕр илме тивĕçлĕ категорири çынсем. Пĕрремĕшĕ хăй те тăлăх, пĕчĕк ача ÿстерет, иккĕмĕшĕ - авариллĕ йывăç çуртра йышлă çемйипе пурăнать, виççĕмĕшĕ - Афганистан вăрçин ветеранĕ.
Игорь Овчинников - Етĕрне районĕнчи Тептĕ ялĕнчен. Общество хастарĕ, ял старости. Çак ялти ачасем кÿршĕри Вăтам Ирçери ача садне çÿреççĕ. Ăна СанПиН нормисене тивĕçтермест тесе кĕçех хупаççĕ иккен. Ял шăпишĕн тата ачасен малашлăхĕшĕн пăшăрханакан Игорь Карпович республика ертÿçипе тĕл пулма тĕп хулана ятарласа çитнĕ. Тимлĕ итлерĕ ăна Михаил Васильевич, хăйне пăхăнакан ведомство ертÿçисемпе çыхăнчĕ. Хурав И.Овчинникова кăна мар, асăннă ялсенчи çынсене те савăнтарĕ: "Вăрман юмахĕ" шкулчченхи учреждение пачах мар, тĕпрен юсама кăна хупаççĕ иккен. Игорь Карпович Чăваш Республикин Пуçлăхне ырă хыпаршăн ял çыннисен ячĕпе чĕререн тав турĕ.