Комментировать

6 Апр, 2017

Парламент Чăваш Ен Пуçлăхĕн отчетне итлерĕ

Паян Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн черетлĕ çиччĕмĕш сессийĕ иртет. Унта пăхса тухма палăртнă ыйтусем яланхиллех йышлă. Çавсен хушшинче республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕле тишкерекен отчечĕ тивĕçлĕ вырăн йышăнчĕ. Михаил Васильевич экономикăн тĕрлĕ отрасльне тишкернĕ май ĕçе лайăхлатмалли çук маррине палăртрĕ. Республика ертÿçи асăнса хăварнă тĕп шухăш - республикăна малашне те халăх интересне шута илсе аталантармалла.

Ыйтусем те йышлă пулчĕç. Депутатсем яллă вырăнсене аталантарассипе, ачаллă çемьесене пулăшассипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç. Ишĕлекен тата кивĕ çуртра пурăнакансене хăтлă хваттере куçарасси пирки те сăмах пулчĕ. Малашне ку программăна федераци шайĕнче улшăну кĕртесшĕн. Ун чухне çемьесен финанс лару-тăрăвне те шута илĕç. Хула çумĕнчи маршрутпа саккунлă мар турттаракансем пирки те кăсăкланакан тупăнчĕ. Михаил Игнатьев пур ыйтăва та туллин хуравларĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: