ТĔЛĔКРЕ КАЛАÇСАН
Тĕлĕкре ачасем пурте кала-çаççĕ. Асăннă пулăмăн сăлтавĕ чылай. Çавăнпа тухтăр патне кайиччен ача мĕншĕн канăçсăр çывăрнине палăртсан аван пулмалла.
Çак тĕслĕхсенче пăлханма сăлтав çук:
- ача тĕрлĕ пулăмпа, вăйлă туйăмсемпе пуян кун хыççăн тĕлĕкре калаçать. Ачан нерв тытăмĕ çитĕннĕ çыннăн нерв тытăмĕнчен сисĕмлĕрех, пулăмсене "тÿссе ирттерме" ăна хушма вăхăт ытларах кирлĕ.
- Ача темиçе предложени калать те каллех çывăрса каять. Ку ыйхă темиçе фазăран — тарăн тата тарăн мар ыйхăран — тăнипе çыхăннă. Çак тĕслĕхре ача тарăн ыйха путиччен хăйне хăй лăплантарнă пек пулса тухать;
- Нумай пулмасть пуплеме пуçланă ача та тĕлĕкре калаçать. Тимлĕ ашшĕ-амăшĕ ача сăмахсене малтан — тĕлĕкре, кайран çавсенех çывăрман чухне те каланине асăрхать паллах. Çĕрлехи çак калаçусем — кăнтăрлахи пулас калаçусен çăлкуçĕсем.
Анчах çывăрнă чухне калаçни ачан ыйхине татать, вăл тĕлĕкре кăшкăрать, шăлне шатăрттарать, вăраннă хыççăн чылайччен тăна кĕрсе çитеймест пулсан — лару-тăру çăмăлах мар. Ку нерв тытăмĕ сывă маррине палăртма пултарать. Уйрăмах — ача пăлханчăк, чĕмсĕр, час-часах йĕрет пулсан. Кун пек чухне ăна невролог патне илсе каймалла.
Çĕрлехи калаçусенчен хăтăлма тухтăрсем асăрхаттарнине шута илмелле: каçхине ачасене телевизор пăхтармалла мар, хăрушă юмахсем вуласа памалла мар. Вĕсем çывăракан пÿлĕмре шăрăх ан пултăр — температура 26 градусран ăшăрах пулсан ыйхă та канăçсăрланать.
Ачана 33-35 градус ăшă шывра чăпăл тумалла. Сивĕреххи тонуса çĕклет, ытла ăшши чĕре таппине хăвăртлатать, çавна май ыйхă пăсăлать. Канлĕ ыйхă никĕсĕ — çемьери лару-тăру лăпкă, пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнусем ырă пулни.