Алăка уçса халь-халь кĕрессĕн туйăнать
Вăрçă пуçланнă кун Галина Сергеева 14-ри хĕрача пулнă. 7-мĕш класс пĕтернĕскер малалла вĕренме ĕмĕтленнĕ. Тăван ялта вăтам шкул пулманран е район центрне Вăрмара, е Кавал ялне каймалла пулнă. Анчах çутă ĕмĕтне вăрçă татнă. Эпĕ Галина Александровнăран хăрушă çав хыпара вăл епле пĕлни пирки ыйтрăм.
Салтак мăшăрĕ Галина Николаева.
|
Паттăр салтак Алексей Николаев.
|
Юратнă вĕрентекенĕ вăрçăра вилнĕ
— Эсĕ, ачам, çапла хисеплесе вăрăммăн ан чĕн-ха, Галя аппа тесе кала, капла мана ăшăрах, чуна та çывăхрах, — терĕ те сăмахне малалла тăсрĕ. — Вырсарникунччĕ. Ял халăхĕ вăрман тăрăхĕнчи улăх-çаранта утă çулатчĕ. Выльăх-чĕрлĕх валли сахал мар апат кирлĕ вĕт. Колхозăн ĕни-пăрăвне витесем пулманран ял çыннисене валеçсе панăччĕ. Çавăнпа ĕнтĕ килти валли те, колхоз ĕни-вăкăрĕ валли те чылаях утă хатĕрлеме тиветчĕ. Кăнтăрла тĕлнелле Патти ялĕн чиркĕвĕн чанĕ чанкăлтатма тытăнчĕ. Эппин, тем пулнă. Пушар-ши? Çук иккен. Вăрçă тухнă. Усал хыпара лаша утланнă бригадир илсе çитерчĕ. Пурне те яла пухăнма хушнă. Пуçа чиксе, куççуль кăларса тапрантăмăр. Кашни килтех салтак çулне çитнисем е малтанах хĕсметре тăнисем пур вĕт. Вĕсен вăрçа тухса каймалла пулĕ. Пирĕн ÿсĕмрисен малалла вĕренесси пĕтрĕ. Мана чăваш чĕлхипе литературин учителĕ Нина Капитонова питĕ вĕрентесшĕнччĕ. Унăн сăнарĕ халĕ те куç умĕнчех. Акă эпир 1940 çулта çиччĕмĕш класра вĕренме пуçларăмăр. Пирĕн класри арçын ачасем /вĕсен хушшинче пулас упăшка Алексей Николаев та пулнă/ питĕ чарусăрччĕ. Хăйсем каччă картне ларсах та çитейменччĕ-ха, ачалăхран та уйрăлайманччĕ. Пирĕн çума çулăхма хăтланатчĕç. Парăнмастăмăр вĕт çавсене, хăйсене хупăрласа илеттĕмĕр. Авăнăн 1-мĕшĕнче пирĕн «каччăсем» питĕ улшăннине, ÿснине асăрхарăмăр. «Çĕнĕ учительница килнĕ!» — теççĕ вĕсем. Хĕр ачасем те çĕнĕ çынна хăвăртрах курасчĕ тесе ăшталанаççĕ. Шăнкăрав янăрарĕ те хайхискер класа кĕрсе тăчĕ: «Эпĕ Нина Семеновна Капитонова пулатăп». Çĕнĕ вĕрентекенĕн кашни сăмахне çăвар карсах итлерĕмĕр, кашни утти-хусканăвне сăнарăмăр. Пирĕн вăхăтра ачасем те, вĕрентекенсем те чаплах тăхăнса çÿреймен. Нина Семеновна çÿçеллĕ шурă тутăрпа çÿретчĕ, тепĕр чухне берет, килте çыхнă шурă кофта тăхăнатчĕ. Пире те тирпейлĕ пулма, килĕшÿллĕ тăхăнма хăнăхтаратчĕ. Ун çине пăхса: «Ах! Хамăрăн та çапла пуласчĕ», — тесе хавхаланаттăмăр.
Нина Семеновна пире сăпайлă, ăшă кăмăллă пулма вĕрентетчĕ, çын тăвасчĕ тесе тăрăшатчĕ, ачасенчен çирĕп ыйтатчĕ. Вĕренекенсене юрататчĕ. Вăл вуланине итлесе тăранмалла марччĕ, кашни сăмаха чунран-чĕререн калатчĕ. Уççăн, çирĕппĕн, çепĕççĕн. Юратнă вĕрентекенĕмĕр вăрçăра вилнишĕн питĕ кулянтăмăр. /Н.Капитонова 1942 çулта фронта хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. Санитарка пулса Сталинград хулине хÿтĕленĕ. 1943 çулхи нарăсра йывăр аманса пурнăçран уйрăлнă. Çапăçусенчен аманнă 160 салтака хĕç-пăшалĕпех илсе тухма пултарнăшăн ăна Ленин орденĕпе наградăланă. — В.Ц./
17-рех — колхоз бухгалтерĕ
Вăрçă пуçланни ачалăх вĕçленнине пĕлтернĕ. Çамрăксем çуркуннепе çулла çитĕннисемпе танах уй-хирте тăрăшнă, хĕлле выльăх-чĕрлĕх пăхнă, авăн çапнă. «Йăлтах фронт валли!» чĕнÿпе пурăнаканскерсем каçхине алă ĕçĕпе аппаланнă: чăлха-алсиш çыхнă, махорка вĕтетнĕ, Тăван çĕршыва хÿтĕлекен салтаксем валли парнесем хатĕрленĕ.
Чупай ялĕнчи «Дружба» колхозăн уй-хирĕ пулăхлах пулман. Тухăçа ÿстермешкĕн удобрени нумай хатĕрлеме тивнĕ. Çавăнпа килсерен кĕл, чăх-чĕп каяшĕ пухнă. Çак ĕç те вăрçă вăхăтĕнче ачасем çине тиеннĕ. Çуркунне им-çама анасем çине сапса çÿренĕ.
— Фронт саккасĕпе хуçалăх кок-сагыз /унăн тымарĕнчен каучук тунă/ акатчĕ. Ăна çумлама, пуçтарса кĕртме кашни çемьенех лаптăксем уйăрса паратчĕç. Аслисемпе пĕрлех эпир те анасем çинче тăрмашаттăмăр. Юрать, çум курăкне киле йăтма чармастчĕç, вăл килти выльăха тăрантарма чухахчĕ, — ассăн сывласа калаçрĕ Галя аппа. — 1944 çул пуçламăшĕнче мана колхоз правленине чĕнчĕç. Ленинград облаçĕнчен эвакуаци йĕркипе килнĕ хĕрарăм килне каять иккен. Ун вырăнне шут ĕçне лайăх пĕлекен çын кирлĕ. Учительсенчен ыйтнă та — вĕсем мана сĕннĕ. Çапла эпĕ 17-ре колхоз бухгалтерĕ пулса тăтăм. Пĕлĕве Тĕрлемесри шкулта ÿстернĕ хыççăн çак ĕçе лайăхах ăнкарса çитрĕм. Ялти çамрăксемпе ĕçлессине те ман çинех тиерĕç. Çак тиев вăрçă хыççăн та чылай çула тăсăлчĕ.
Галина Александровна хут тĕркемĕсем туртса кăларчĕ. «Эпĕ те çамрăк чухне хаçата çыркалаттăм. Пĕр кĕнекере тухнă япалам та пур», — терĕ йăл кулса. Акă 1950 çулта пичетленĕ «Чупай ял клубĕ çумĕнчи лекторсен группин ĕçĕсем» брошюрăри «Комсомолецсемпе çамрăксен хастарлăхĕ» ятлă тĕрленчĕк.
Хулăн тетрадьри аса илÿ
— 1943 çул пуçламăшĕнче пирĕн класри яшсене те çара илме пуçларĕç. Манран икĕ çул аслăрах Алексей Николаевăн та ячĕ тухрĕ. Вăл вун саккăр та тултарайманччĕ-ха. Каçхи вăйăсенче манпа юнашар пулма тăрăшатчĕ. Хам та ăна айккинелле тĕртмен. Çамрăк пулман-им?! Хăй питĕ ĕçчен ачаччĕ. 13-рех колхозра ĕçлеме тытăннă. Салтак юрри юрласа çÿренĕ чухне вăл питĕ хурлăхлăччĕ. Амăшĕшĕн куляннă иккен, — сăмахла-сăмахла Галина Александровна пĕчĕк арчинчен орденсемпе медальсем, çырусем, сăран хуплашкаллă тетрадь кăларчĕ. – Ак кунта вăл пĕтĕмпех çырса пынă.
Йĕрлĕ-йĕрлĕ хутсем. Самай хулăн тетрадь. Хуплашкине симĕс сăранпа витнĕ. Кун пек тетраде иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче юрă сăмахĕсене çыратчĕç. Алексей Николаев унта аса илĕвĕсене, шухăшĕсене çырнă.
«…Эпĕ 5-ре чухне атте Çĕпĕре тухса кайнă. Колхоза кĕменрен ăна кулак шутне кĕртнĕ. Кил-çуртне туртса ан илччĕр тесе пĕчченех кайнă вăл аякри çĕре. Ку та пулăшман. Çĕн йĕрке активисчĕсем унăн мăшăрĕпе виçĕ ачине пачах хĕрхенмен — кил-çурта, хуралтăсене туртса илнĕ те колхоз валли лаша вити тунă. Çапла манăн анне те Çĕпĕре тапраннă. Манăн ачалăх унтах иртрĕ. Шкула çÿрерĕм. 1937 çулта 4 класс пĕтерсе пуçламăш пĕлÿ илтĕм. 1938 çулта атте шурлăха путнă лашасене хăтарас тесе кĕрешнĕ хыççăн хĕне кайнă, йывăр чирлесе ÿкнĕ. Пурнăçран уйрăличчен вăл аннене çуралнă кĕтесе таврăнма пехиллесе хăварчĕ. Çапла эпир Чупая сакăр çултан çаврăнса çитрĕмĕр. Анчах мĕнле пурăнмалла? Кил-çурт çук. Колхоз туртса илнине тавăрса парасшăн мар. Асанне пире, пĕчĕкскерсене, çавăтса прокурор патне çÿрени те пулăшмарĕ. Юрать, ырă çынсем хваттере ячĕç. Çапла икĕ çул тертлентĕмĕр. Эпĕ 13 çулта чухнех колхозра ĕçлеме тытăнтăм. Суха та тунă, лавпа та çÿренĕ. Уроксем хыççăн тÿрех колхоз ĕçне утаттăм. Çапла майпа хамăр валли мунча пек çурт лартрăмăр.
1943 çул пуçламăшĕнче мана салтака кайма повестка пачĕç. Хам вун саккăр та тултарайманччĕ. Анне татăлса йĕрет: «Аçусăр ÿстертĕм, халь сансăр тăрса юлăп». Аннене: «Ан йĕр-ха»,— терĕм те сарая тухса куççуль тăкрăм.
Салтак тумĕ тăхăнсан эпир Рузаевка, Пенза, Энгельс, Маркс хулисенче тăтăмăр. Машинăпа та, пуйăспа та çÿрерĕмĕр. Маркс хулине çитме 60 çухрăм утмалла пулчĕ. Çак марша чăтăмлăн тÿссе ирттернĕ 48 çынна суйласа илсе Мускав облаçĕнчи Ногинска çитерчĕç. 6-мĕш сывлăш çар десант бригадин 7-мĕш полкĕн автоматчикĕ пулса тăтăм».
Пĕр хушамата та арпаштарман
Алексей Николаевăн бригади Ставка резервĕ шутланнă. Эппин, десантниксен чи кирлĕ, чи çивĕч вăхăтра хĕрÿ çапăçăва кĕме тивĕ. Çавăнпа вĕсене питĕ тĕплĕ, ятарлă программăпа хатĕрленĕ. Çур çул самолетран парашютпа сиктернĕ, тĕрлĕ хĕç-пăшалтан пеме вĕрентнĕ. Салтак-десантникăн темиçе ĕçе хăнăхмалла. Алексей Николаев — автоматчик та, пулеметчик та, санинструктор та. Тапăнура, контратакăра унăн ытти юлташĕпе пĕрлех пулмалла, çав вăхăтрах аманнисене çапăçу хирĕнчен хĕç-пăшалĕпех илсе тухмалла, суранĕсене çыхмалла та медсестрасен е тухтăрсен аллине памалла. Тăшман асар-писер персе тăнă вăхăтра суранланнă юман пек кĕреш салтака йăтса е сĕтĕрсе тухма кам пултарайтăр-ха? Алексей Николаевича ас тăвакансем çирĕплетĕç: аслă çулсенче те маттур яш пекчĕ, тĕреклĕ кĕлеткине тÿп-тÿрĕ тытса утатчĕ вăл.
А.Николаев хăш çарта тăнине, хăш хуласене ирĕке кăларнине, командирсен ячĕсене çырса хунисем пур. Тĕлĕнмелле астăвăм! Пĕр хушамата та, пĕр ята та арпаштарман. Вăрçăри паллă ĕçсемшĕн чăваш каччине «Паттăрлăхшăн» медальпе икĕ хутчен, Мухтав орденĕпе наградăланă.
«Австрири хаяр çапăçусем уйрăмах асра юлчĕç, — вулатпăр тетрадьри йĕркесене. — Унта сăрт-ту, шыв-шур питĕ нумайччĕ. Кашни яла, поселока, хулана тăшманран тасатмаллаччĕ. Вĕсем парăнасшăн мар, урăм-сурăм хирĕç тăраççĕ. Çапах та эпирех вăйлă пултăмăр. Çĕнтерĕве Австрире кĕтсе илтĕмĕр. Тата тăватă çул хĕсметре тăма тиврĕ, тăван тăрăха 1949 çулта çеç çитрĕм».
Салтак таврăннă
— Вăрçă пирĕн яла та питĕ пысăк инкек кăтартрĕ. Мĕн чухлĕ çамрăк вут-çулăмра пĕтрĕ, ялти чылай хĕр-упраç савнийĕсене кĕтсе илеймерĕ. 1945 çул иртсе кайрĕ. Манăн Лекçей çартан таврăнмасть те таврăнмасть. Капла ватă хĕр пулса юлатăп-иç тетĕп хама хам, — йăл кулса калаçрĕ Галина Александровна. — Çапах кĕтсе илтĕмех. Таврăнчĕ салтак. Ÿснĕ, тĕрекленнĕ. Орден-медалĕ — кăкăр тулли. Сăпайлă хăй. Ачалăхри вăтанчăклăхĕ те пĕтмен. Ара, шкулта вĕреннĕ чухнех хăйне кăшт ютшăнарах тытатчĕ вăл. Тен, Çĕпĕрте нуша курса ÿснĕрен çапла пуль? Ачалăхĕ пулман та вĕт унăн, каччă çулĕсем те вăрçă вутĕнче иртнĕ. Çапла туслăн çÿрерĕмĕр те пĕрлешрĕмĕр. Вăл ун чухне чукун çул çинче ĕçлетчĕ. Ултă ача çуратса ÿстертĕмĕр. Вĕсем пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупрĕç. Халь мăнукăмăрсем савăнтараççĕ. Шел, ман пекех вăрăм ĕмĕрлĕ пулаймарĕ Лекçейĕм, 76-ра пурнăçран уйрăлчĕ. Пурăнма та таса пурăнчĕ, вилĕмĕ те таса пулчĕ унăн. Халь-халь алăка уçса кĕрессĕн туйăнать…
Галина Александровна кушăрханă аллипе мăшăрĕн орденĕсемпе медалĕсене ачашласа илчĕ. Чупай ялĕн «Астăвăм» кĕнекинче Алексей Николаевич пирки çырнă тĕле часах шыраса тупрĕ. Унтан ытти тĕрленчĕкпе сăн ÿкерчĕке тĕсерĕ. Пурне те тенĕ пекех палларĕ. Çапла, астăвăмĕ чиперех Галя аппан, куçĕ те лайăх курать, район хаçатне, чăвашла кĕнекесене вулать, юрăсем юрлать.
— Пĕлетĕн-и? — шÿтлесе ыйтнă пек турĕ вăл. — Мана ялта Пушкин Гали теççĕ. Манăн атте — Александр Сергеевич Сергеев, Пушкин пекех кăтра çÿçлĕччĕ, сăн-пичĕпе те поэт евĕрлехчĕ. Вăл юрра питĕ ăстаччĕ. Çавăнпа ăна Пушкин тесе чĕннĕ. Ку питлесе е мăшкăлласа каланă сăмах мар, эпĕ те хама çапла чĕннĕшĕн пĕртте кÿренместĕп.
…Галина Александровнăпа сыв пуллашса çула пуçтарăнтăм. Вăл мана ырă сăмахсем каласа /чăваш поэчĕн сăвă йĕркисене кăшт улăштарса/, хĕрес хывса пиллерĕ: «Ырăпа çÿремелле пултăр». Çапла пултăрччĕ.
Василий ЦЫФАРКИН.
Николаевсен архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем