Комментировать

4 Апр, 2017

Киремет йывăççисем

Кашни ялăн — хăйĕн историйĕ, йăли-йĕрки… Йăх-несĕлĕмĕрсен тĕнче курăмĕ, шухăш-кăмăлĕ паянхи кунччен сыхланса юлнă чăваш сăмахлăхĕнче аван курăнать. Вĕсене тишкернĕ май пирĕншĕн çĕнни те, тĕлĕнмелли те пайтах. Чăваш çынни авалтанах çут çанталăкпа тачă çыхăнура пурăннă.

Чылай чăваш ялĕнче Киремет йывăççисемпе сăваплă вырăнсем ку таранччен упранса юлнă. Тĕслĕхрен, манăн тăван тăрăхра — Пушкăртстанра, Авăркас районĕнчи Треппел ялĕнче — Йĕрĕх хурăнĕн тĕлне паянхи кун ватти-вĕтти таранах пĕлет. Çĕр çул каяллахи ватă йывăç çырма хĕрринче ыттисенчен уйрăммăн ларать. Йĕрĕх тенĕрен-ши, ваттисем каласа панисене хăлхана чикнĕрен-ши — ача чухне ку вырăн пире, вĕт-шакăра, питĕ шиклентеретчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне кашни çуркунне хурăн кăчки пуçтарттарни асрах-ха, хăранипе çак йывăç айккипе пăрăнса иртекенччĕ. Ватă хурăнăн тураттисем пĕр-пĕринпе çыхланса ларнă, хăш-пĕр тĕлте такам ятарласа çивĕт явнă тейĕн. Халăх тĕнне ĕненекенсем ĕлĕк кунта кĕлĕ ирттернĕ, пир-авăр тăрăхĕ, апат-çимĕç хурса хăварнă. Çак вырăнтах сурăх пусса ваттисене асăннă, тирне хурăн çине çакнă. Киремет йывăççи патĕнчен киле апат илсе таврăнма юраман-мĕн.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.