«Çут çанталăк - вăй, вăрман сиплĕхне пачĕ пуль»
Нарăс сиввинче çут тĕнчене килнĕ Анюк аппа. Урамра вăйлă çил-тăман тустарнине пăхмасăрах ашшĕпе асламăшĕ пепкене тăлăппа чĕркенĕ те лаша кÿлсе пиллĕкмĕш кунхинех Турхан чиркĕвне вĕçтернĕ. Мĕн чухлĕ маларах тĕне кĕртетĕн, çавăн чухлĕ лайăхрах пулĕ, ачана чир-чĕр, тĕрлĕ амак çакланмĕ тенĕ. Çурални çинчен калакан хут та панă чиркÿре, "1927 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕ" тесе палăртнă унта. Тĕрĕссипе, çак уйăхрах, анчах та 15-мĕшĕнче кун çути курнă-мĕн вăл. Ашшĕ-амăшĕ пепки валли хальхи пек ят суйламан ун чухне, пачăшкă чиркÿре хăех палăртнă. Чăн та, юмахри пек çирĕп ÿснĕ Анюк, сăпкара лăпкă çывăрнă, çывăх çыннисене каçсерен йĕрмĕшсе тарăхтарман. Хăйĕнпе пĕр вăхăтра çуралнисенчен утма та, калаçма та маларах вĕреннĕ.
«Шкула автобус турттарман çав»
90 çулти Анна Степанова Патăрьел районĕнчи Упамсара пурăнать. Ăна Мускавран килнĕ хĕрĕ Нина пăхать халь. Ăшă кăмăллă Анюк аппа киле хăна килнине ĕлĕкхи пекех çав тери тарават. Пире те йăл кулăпа кĕтсе илчĕ, хăйне хирĕç вырнаçса ларнă хыççăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен майĕпен калаçу пуçарчĕ вăл. "Эх, мĕн кăна курмарăм-ши хам ĕмĕрте, хĕрĕм! Пурнăçĕ те лайăхланчĕ, шел, эпир ватăлса ĕлкĕртĕмĕр. Колхоз тунă çулсенчи тата 1942 çулхи выçлăх вăхăчĕсене те, вăрçине те чăтса ирттертĕмĕр, çавах халĕ те çĕр çинче утса çÿретпĕр-ха. Ĕçре телей тупнă эпир! Йывăр, çапах та хитре пулнă пирĕн çамрăклăх. Вăййа тухнă, уявра Упамса ялĕ кĕрлесе тăнă. Вăрçă вăхăтĕнче ялта пĕр лаша юлмасан та аптраса ÿкмен, Çăварнире вăкăрсем кÿлсе катаччи чупаттăмăр. Мĕнпур тăван пĕрле савăннă ун чухне, халь апла мар, кашни çемье уйрăммăн хăналанать, çав ырă йăла таçта кайса çухалчĕ. Питĕ вĕренес килетчĕ манăн. Упамсари 4 класс вĕренмелли шкула Хисеп хучĕпе вĕçлерĕм. Хутла пĕлмен анне каçхи шкула çÿретчĕ те, эпĕ те пĕчĕклех унпа çавăтăнса утнă май пăртак тĕшмĕртме тытăннă. Çывăх çыннăм хăй ятне-хушаматне хăвăртах çырма вĕренчĕ. Наталия Егоровна учитель ăшă та ырă кăмăллă çынччĕ. 60-тан каçнăскер пире тумра калама вĕрентетчĕ. Тăваттăмĕш класс хыççăн кÿршĕ ялти Турхан шкулне кайма çăпата çĕтĕкчĕ манăн. Çулĕ те çывăхах мар та, йĕпе-сапара, çил-тăманра сакăр çухрăм утасси, вăрман урлă каçасси шиклентернĕ пуль. Шкула автобус хальхи пек турттарман çав ун чухне. Килтен выçă кайса выçах таврăнмаллаччĕ. Вăл çеç те мар, килте ĕç нумай пулнă: ачаранах утă çулнă, тырă вырнă, кĕнчеле арланă…" — çапла аса илет ачалăхне Анна Михайловна.
«Янаварпа уйрăлсан татăлсах йĕтĕм»
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнине лайăх астăвать Анюк аппа. Ун чухне вăл вунтăватă çулта çеç пулнă. "Эпĕ ялти ытти хĕр упраçпа танлаштарсан хăвăрт çитĕнтĕм. Çулĕ нумаях та марччĕ, кĕлетки вара пысăкчĕ. Çавна май вăрçă пуçланнă çулах аттепе пĕрле Улатăр тăрăхĕнчи Сăр хĕррине блиндажсемпе çĕр пÿртсем чавма тухса кайрăм. Мĕн тăвăн, тăшман пирĕн паталла та çитме пултарать тесех тăратчĕç те, окопсем те хатĕрлесе хумалла пулнă çав. Хÿтĕлевсем валли усă курнă пĕренесен тăршшĕпе сарлакăшне паянхи кун та пĕлсе тăратăп. 1941 çулхи раштав уйăхĕнче пирĕн лашана вăрçа илсе кайрĕç. Мĕн пĕчĕкрен хăнăхнăран-ши, янаварпа уйрăлма сĕре йывăр пулчĕ. Текех кураймастăп тесе çилçуната ачашла-ачашла татăлсах йĕтĕм", — иртнине куçĕ умне кăларать Анюк аппа.
Пĕр кун та ахаль ларман вăл. Вăрçă кĕрленĕ вăхăтра вăрман хуçалăхĕнче тăрăшнă. 16 çулти хĕр тикĕт, йывăç кăмрăкĕ хатĕрленĕ, мунчала çыхнă. 1945 çулхи раштав уйăхĕнче йывăç ÿкнипе урине хуçать. Юр пилĕк таранах пулнăран айккинелле сиксе ĕлкĕреймен хĕрача. Гипс пулман ун чухне, çавăнпа та сусăрланнă урине çăка хуппипе чĕркесех сыпăнтарнă. Амансан та ахаль ларман ĕçченскер, хĕр тупри хатĕрленĕ ĕçчен Анюк. Хăй валли кăна мар, качча каякан ялти чылай хĕр валли хăйă çутипе тĕрĕ тĕрленĕ. Халь те арча туллиех унăн эрешлĕ чÿрече каррисемпе алшăллисем!
Лайăх çемьере çитĕннĕ Анюк. Ашшĕне, Михаил Данилович Муллина, патша çарĕнче вăрах вăхăт кавалерист пулнăскере ял-йыш сума сунă. 1914 çулта Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă Михаил Муллина хĕрессемпе наградăланă. Хутла пĕлекенскер вырăсла яка та таса калаçнă. 60 çулти арçын Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те ахаль ларман. Сăр хĕрринче окопсем чавнă хыççăн ăна тÿрех Брянск тăрăхне ĕç фронтне ăсатнă. Асăннă хулари вăрман хуçалăх институчĕ валли вутă хатĕрленĕ вăл.
Кĕпелĕх пусмашăн та хĕпĕртенĕ
— Аннене ялти ятлă çын куç хывнă. Ун чухне качча кайман хĕрсем туллиех пулнă Упамсара. Анчах та никама та мар, пирĕн аннене суйласа илнĕ-çке атте. Вăл пирĕнтен тăватă кил урлă çеç пурăннă. Хĕр шырама аякка каяс темен, кÿршĕпе çемье çавăрма тĕв тунă. Çÿллĕскер, хитрескер, тинĕс çар тумĕллĕ яш кама илĕртмĕ? Аслă старшина званипе таврăннă каччă çинчен куç илеймен Упамса пикисем. Берлинах çитнĕ вăл. Минăсенчен Балти тинĕсне тасатнă атте. Кайран Мускава метро çĕклеме тухса кайнă. Шел, ĕмĕрĕ вăрăм пулаймарĕ, эпĕ сакăр çулта чухнех уйрăлса кайрĕ. Аннепе 18 çул çеç пурăнайнă, 45 çултах çĕре кĕнĕ мăнтарăн, — калаçăва хутшăнать хĕрĕ Нина Аврамовна.
Виçĕ ача çуратнă Анна Михайловна. Чи асли — Федор. Агронома вĕренсе тухнă хыççăн Турханта ĕçлесе пурăннă вăл. Мăшăрĕпе Зинаида Андреевнăпа виçĕ ачине те тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе аслă пĕлÿ панă. Шел, инсульта пула Федор Аврамович вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Вăталăххин Лидăн ĕмĕрĕ ытла та хăвăрт татăлнă, чире пула çулталăк çурăрах çĕре кĕнĕ. Виççĕмĕшĕ — Нина. Çĕрпÿри çут ĕç училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн çемйипе пĕрле Мускав тăрăхĕнче пурăннă вăл. Амăшне тата хунямăшне чунтан хисеплесе хĕрĕсене те вĕсен ятнех хунă: асли — Ольга, кĕçĕнни — Анна.
"Çут çанталăк вăй, вăрман хăйĕн сиплĕхне пачĕ пуль мана. Хам ĕмĕрте миçе гектар тырă вырман-ши? Комбайн яла 1965 çулта çеç çитнĕ, унччен вара алран çава-çурла кайса та курман. Çынсемпе тан пурăнас тесе яланах икĕ ĕçре — клубра тирпейлÿçĕре тата колхозра — тăрăшрăм. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă. Ĕнене те 75 çула çитсен çеç усрама пăрахрăм. Чăваш хĕрарăмне ĕçсĕр пуçне урăх нимĕн те кирлĕ мар ăна", — ăшшăн калаçать ырă чунлă Анна Михайловна. Çамрăклăхĕ те вăрман хуçалăхĕнче иртнĕ унăн. Вăрçă хыççăн Кÿчек поселокĕнче сухăр юхтарнă çĕрте тăрăшнă вăл. Хуçалăхри ĕç укçи вăл вăхăтшăн сахалах мар туйăннă. Кĕпелĕх пусма тавраш туянсан та тем пекех хĕпĕртенĕ мăнтарăн.
Акă ăçта - чăн-чăн чăвашлăх…
Нина Савельева савнă çыннисен — амăшĕн тата хунямăшĕн — ĕмĕрĕсене вăрăмлатас, кун-çулне çăмăллатас тесе ятарласа Мускав тăрăхĕнчен килнĕ. Акă улттăмĕш çул ĕнтĕ Упамсара пурăнать вăл. Сăмах май, хунямăшĕ Ольга Тарасовна — Митта Ваçлей поэтăн тăванĕ /Ольга Савельевăн амăшĕпе Митта Ваçлейĕн амăшĕ пĕртăвансем пулнă\. 89 çулти пуян чун-чĕреллĕ хунямăшне чи çывăх çынни вырăнне хурать Нина Аврамовна. "Аннепе иккĕшĕ пĕр вăхăтра ÿснĕскерсем авалхине, ял историне аван пĕлеççĕ. Вĕсем таса-сывă чухне пирĕн çав "пуянлăха" упраса хăварма тăрăшмалла. Анне хăна юррисене тĕлĕнмелле хитре шăрантарать тата иртнине лайăх астăвать вăл. Чăн-чăн чăвашлăх акă ăçта, пирĕн килте çăлкуç пек халĕ те тапса тăрать-ха. Аваллăх пирки ним те мар пуян кĕнеке хатĕрлесе кăларма май пур. Итлетĕп те вĕсене, икĕ тăхлачă хăйсем çамрăк чухнехи, тăван ял, кунта çуралса ÿснĕ çынсем пирки шăкăл-шăкăл калаçса ларни хăлхана ачашлать. Чăн-чăн шыв юххи, пĕри калаçăвне вĕçлет те, кăшт шăпланса илнĕ хыççăн тепри малалла тăсать. Ăçтан çапла йăлт астăваççĕ-ши, мĕн кăна пĕлмеççĕ-ши вĕсем?" — амăшĕпе хунямăшĕнчен тĕлĕнме пăрахаймасть Нина аппа.
Мускавран мĕнпур ĕçне пăрахса килнĕ Нина Аврамовна ватăсем валли сĕт кирлине ăнланса качака тытать, сурăхсем усрать. Хĕл валли нÿхреп тулли темĕн тĕрлĕ кăмпа, хăяр-помидор хатĕрленĕ ÿркенменскер. Яла "кăвак çулăм" çитсен ыттисем пек кăмакине пăстарман Анна Михайловна. Унта халь хĕрĕ чуста хурса ĕлĕкхиллех кукăль-пÿремеч, çăкăр-кулач пĕçерет. Вăл янтăланă çимĕçе ăшă сĕтпе çиме кăмăллаççĕ кинемисем. Пире те тулли сĕтелпе кĕтсе илчĕ Нина аппа. Хăна килнишĕн савăнса кăмăлĕсене ирĕке янă Анна Михайловнăпа Ольга Тарасовна хаваспах пĕр çаврăм авалхи юрă та шăрантарчĕç.
Елена АТАМАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ