Комментировать

1 Апр, 2017

Çăкăр перекетлеççĕ... кайăксем

«Курак килет — юр каять» тенĕ ваттисем. Орнитологсем сăнанă тăрăх, кураксем республикăна уйăх каяллах вĕçсе килнĕ. Юрĕ, чăн та, тахçанах ирĕлме пуçларĕ-ха. Çанталăк та ăшă кунсемпе савăнтарма ĕлкĕрчĕ. Юлашки кунсенче çеç тем аташать. Тавралăха çутатса хĕвел йăл кулать кăна — унччен те пулмасть, кăвак пĕлĕт хупласа килет те кутсăр-пуçсăр çил тăман вĕçтерет. «Курак тăманĕ» тетчĕ вĕсене кукамай. Çавсем алхасаççĕ пулинех...

Паян — Пĕтĕм тĕнчери кайăксен кунĕ. Çапла, çунатлă тусăмăрсен — уяв. Кулăш кунĕ çеç мар паян. Çак икĕ уяв пĕрле килнине шкул саккинченех ăша хывнă. Шăпах çунатлă кÿршĕсене халалласа шкулта тĕрлĕ мероприяти йĕркелетчĕç. Ырă çак йăла паян та аван упранать.

Чăваш Енре 275 тĕслĕ кайăк-кĕшĕк пурăнать, вĕсенчен 74-шне Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Кĕнекине кĕртнĕ. Çухалаканнисен йышĕнче сăрă чарлан, хурчка, уйăп, тăри, ăсан, пăчăр, карăк та пилеш кайăкĕ çеç мар — чĕкеçпе çерçи те, куккукпа кăйкăр та.

Историе илсен, асăннă уява пĕрремĕш хут АПШра 1894 çулта паллă тунă. Кун пирки хыпар часах ытти вырăна та вĕçсе çитнĕ. Европа та пуçарăва хапăлласа йышăннă. Кайăксене хÿтĕлемелли çинчен пĕрремĕш нимĕç баронĕ фон Берлепш çырнă. Çунатлă тусăмăрсене тимлĕх уйăрмаллине аса илтерекен куна паллă тăвасси Раççее те çитнĕ. Кунта вăл тулăх çĕр çинех лекнĕ тейĕн — ÿссе аталаннă. 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче пирĕн çĕршывра кайăксене хÿтĕлекен организаци йĕркеленме те ĕлкĕрнĕ. 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче кунашкал пĕрлешÿсен йышĕ теçеткерен те иртнĕ. Раççей георгафи обществи çумĕнчи комиссисем пушшех те лайăх ĕçленĕ.

Часах хуласенче ачасем валли кайăксен пурнăçне тĕпчемелли ятарлă пĕрлешÿсем уçăлма тытăннă. Унта 9-11 çулти ывăл-хĕр çÿренĕ. Çутçанталăк тусĕсен хăйсен паллă та пулнă — пуç хатĕрĕсем çинче вĕçекен чĕкеçе вырнаçтарнă. Петр Бузук вĕрентекен 1920 çулта Çутçанталăка сыхлакансен пĕрремĕш обществине туса хунă. Вĕсен эмблеми кайăк йăви пулса тăнă. Общество кайăк-кĕшĕке хÿтĕлеме тăрăшнă, çунатлăскерсене апатлантарма майсем шыранă, йăвасем çакнă. «Кайăк йăвине аркатакан тÿпене пушатать», — тенĕ Бузук.

Революци общество ĕçне чарса латнă. Анчах çамрăк юнатсем 1924 çулта ку пуçарăва чĕртсе тăратнă. Вĕсем çине тăнипех икĕ çултан уява официаллă майпа йĕркеленĕ. Тата икĕ çултан Кайăксен кунне çĕршыври 65 пин ача хутшăннă, вĕсем 15182 шăнкăрч йăви çакнă. Уявăн малашнехи шăпине вăрçă та витĕм кÿнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсем тĕлне Кайăксен кунĕ пирки никам та ас туман.

Анчах уяв Феникс кайăк пек çĕнĕрен чĕрĕлнĕ. Раççейри Кайăксене сыхлакан союз тепĕр хутчен пуçарнă ăна. 1993 çулта йĕркеленнĕ организаци 1999 çулта Кайăксен кунне ирттернĕ. Çулран çул вăл анлăлансах пырать.

Кайăксен кунĕ — çунатлă тусăмăрсем кăнтăртан пысăк ушкăнсемпе вĕçсе килме пуçланă тапхăрпа пĕр килет. Тĕрĕссипе, вĕсен уявĕ çулталăк тăршшĕпе пĕрре кăна мар-ха. Акан 1-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери кайăксен кунĕ, çу уйăхĕн 4-мĕшĕ — Кайăксен кунĕ, çу уйăхĕн иккĕмĕш вырсарникунĕ — Вĕçсе каякан кайăксен пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Унсăр пуçне тĕрлĕ çĕршывра вĕсемпе çыхăннă наци уявĕсем пур тата. Ахаль мар. Кайăксем пурнăçра пысăк вырăн йышăнаççĕ вĕт.

Паллах, шăнкăрчпа шăпчăк илемлĕ юррипе кăмăла уçаççĕ. Вăрмана кĕрсен е юханшыв хĕррине ансан та тавралăхăн илемлĕ кĕввипе киленетпĕр-çке. Вĕсем юрлама та, шăхăрма та, кăшкăрма та... пĕлеççĕ. Вăрманта, улăхра, пушхирте, тусем хушшинче, шурлăхра, çеçенхирте... — йĕри-тавра вĕсем. Пурĕ 9 пин ытла тĕсе шута илнĕ. Паллах, илемлĕ юрришĕн çеç килмен вĕсем çĕр çине. Çапла, хурт-кăпшанка çиме, тепĕр çĕрте — усал ÿсен-тăрана пĕтерме. Вăл кăна-и? Чирлĕ шăши-пăсара таврашне тĕп тăваканĕсем те — вĕсемех. Тĕрлĕ çырла çинĕрен вăрлăх акмаççĕ-и-ха тата? Çапла. Темĕн чухлĕ паха ене аса илме пулать. Килти чăх-чĕп те кайăк-çке. Унăн каяшĕ питех те паха им-çам шутланать.

Паллах, кайăк-кĕшĕк витĕмне ăнланатпăр. Ахальтен мар юнашар пурăнатпăр. Çав вăхăтрах çунатлă тусăмăрсем мĕн тери усă кÿнине чухласах та çитерейместпĕр-тĕр. Путене хурчкин çемйи, сăмахран, уйăхра 180 тыркаспа 90 ытти шăши таврашне пĕтерет. Енчен те тыркас çулталăкне — 1 пăт, уй шăшийĕ 1 килограмм тырă çинине шута илсен, путене хурчкине пула уйăхра 3 тонна тырă перекетленет. Тăмана та çу каçа 1 пин шăши таврашне тытать, çавна май 1 тонна тырра перекетлет. Йыш çине хутласан тата... Мĕн чухлĕ çăкăр перекетлеççĕ кайăксем.

Çакна шута илсе тата тавралăх чĕрĕлнишĕн савăнса шăнкăрч шăпах сирĕн тĕлте хаваслă юррине тăстăр тесе йăва çакма манман-и-ха эсир?

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.