Комментировать

1 Апр, 2017

«Вĕренмелле тата вĕрентмелле»

Шупашкарти Воробьев композиторсен урамĕ — илемлĕ вырăнсенчен пĕри. Хула варринче — истори никĕсĕнче — вырнаçнă вăл. Икĕ кĕпер хушшинчи урама чăваш музыкин историйĕнче тарăн йĕр хăварнă ашшĕпе ывăлне халалланă.

«Çиме çăкăр та çукчĕ»

Василий Воробьев ячĕ республикăпа унăн тулашĕнче композитор, хор дирижерĕ, педагог, фольклорист пек паллă. Василий Петрович 1887 çулхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче /кăçал вăл çуралнăранпа 130 çул çитнĕ/ Тăвай районĕнчи Элпуç ялĕнче çуралнă /ун чухне ку тăрăх Хусан кĕпĕрнин Çĕрпÿ уесне кĕнĕ/.

«Эпĕ чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Аттен мана вĕрентме мар, кил-йыша тăрантарма та укçа çитмен. Эпир час-часах çăкăрсăр лараттăмăр. Ачалăхри хăш-пĕр самант асăмра ĕмĕрлĕх çырăнса юлнă: атте пуянсем патне кивçенле çăкăр ыйтма каятчĕ те — лешсем килĕшместчĕç. Çĕр тÿпин пайне сĕнсен çеç çăкăр паратчĕç вĕсем. Чухăнлăхах аттене вĕлерчĕ те», — аса илнĕ вăл.

Ачаранах юрланă Василий. Чăваш юррисем уншăн чун уççи пулса тăнă. Нумай çултан автобиографийĕнче кун пирки çапла çырать: «Илтес ăсталăхпа сассăм пуртанах тăван ял юррисене шăрантарма кăмăллаттăм. Манăн ачапча ăнлавĕнче те мĕн тери тарăн шухăшлавлă йĕр хăварнă вĕсем. Юрăсене çĕнĕлле илемлĕ кĕвĕпе шăрантарасси кулленхи савăнăçăм пулса тăчĕ. Çакă мана хавхалантаратчĕ те».

Ялти шкултан вĕренсе тухсан Воробьев Шăхасанти учительсен шкулĕнче ăс пухнă. 15 çулта Шĕнерти чиркÿ шкулĕнче вĕрентекен ĕçне кÿлĕннĕ. Çак тапхăртанах вăл халăх юррисене çырса илме пуçлать. Композитор ĕçĕпе те аппаланкалать. Шкулта вĕренекенсенчен хор йĕркелет. Кĕçех хор уесра чи лайăххи пулса тăрать. Унпа ĕçленĕ май Василий Петрович хăйĕн çак енĕпе ĕçлес ăсталăхĕ пуррине ăнланать. Çавăнпах пурнăçне музыкăна халаллать.

1909-1912 çулсенче Воробьев Шупашкар уесĕнчи Шемшерте чиркÿ хорĕн ĕçне йĕркелесе пырать. 1912 çулта Шупашкара куçсан та вăл ку тивĕçне малалла тăсать. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче юрлама вĕрентекен преподаватель, хăйсем тĕллĕн йĕркеленнĕ хорсен дирижерĕ пек палăрать. Ăсталăхне туптамаллине те манмасть. Нотăсемпе журналсем нумай шĕкĕлчет. Шупашкарта, Петербургра ятарлă курссенче вĕренет. «Манăн девиз — вĕренмелле тата вĕрентмелле», — тенĕ вăл.

 

Патшалăх хорĕ

1917 çулхи февраль революцийĕ хыççăн Шупашкарти рабочисемпе салтаксен Канашĕн депутачĕсем Василий Петровича май уявĕсене ирттерме хула хорне йĕркелеме ыйтнă. Воробьев савăнсах килĕшнĕ. Кĕске хушăрах вăл 150 рабочирен, салтаксенчен хор йĕркеленĕ. Хула çыннисем, паллах, ăна курса тĕлĕннĕ.

Вĕрентекен пĕр иккĕленмесĕрех рабочисен енне тăнă. Пултарулăха професси шайĕнче аталантарма майсем уçакан совет влаçне шаннă вăл. Çавăнпах халăха музыка пĕлĕвĕ парас ĕçе чунран парăннă.

Çакна валли наци кадрĕсем кирлĕ пулнă. 1920 çулта тĕп хулара музыка шкулĕ уçăлать. Ăста педагог Воробьев унта Павловпа тата Ивановпа пĕрле тăрăшать. Каярах педагогика техникумĕнче те, музыкăпа театр техникумĕнче те музыка грамотине вĕрентет. Хăй тĕллĕн йĕркеленнĕ хорсемпе нумай ĕçлет.

Чăваш Енре шăпах хор пултарулăхне аталантарас тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттерет. Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленсен рабочисемпе салтаксен хорне вĕренÿ учрежденийĕсенчи çамрăксем, уйрăм юрăçсем хутшăнаççĕ. Репертуар чăвашсен пĕрремĕш композиторĕсен — Воробьевăн, Павловăн, Максимовăн, Дисковăн — хайлавĕсемпе пуянланнă.

1924 çулта асăннă коллективпа Федор Павлов йĕркеленĕ ушкăнран Чăваш патшалăх хорĕ — халĕ вăл юрăпа ташă ансамблĕ — йĕркеленнĕ. Василий Петровичăн малашнехи пултарулăх пурнăçĕ ытларах çак коллективра иртнĕ те. 1929 çулта Воробьевпа Павлов ертсе пыракан хор пĕрремĕш хутчен Мускава çитнĕ. 1936 çулта çĕршыв шайĕнчи радиофестивале хутшăннă. Ку вăхăта 180 ытла чăваш юрри пухăннă. Репертуара вырăс тата чикĕ леш енчи классиксен — Мусоргский, Римский-Корсаков, Чайковский, Даргомыжский, Бетховен, Григ, Шуберт, Шуман тата ыттисен те — произведенийĕсемпе пуянлатнă.

 

Утмăла çывхарсан та...

Хор дирижерĕнче Василий Павлович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланичченех тăрăшнă. Вăрçă вăхăтĕнче те Воробьев патриотла нумай юрă хайланă — «Шурă кăвакарчăн», «Колхоз хĕрĕсен юрри», «Шап-шурă хурăн умĕнче», «Совет Çарĕ — пирĕн вăй»...

Йывăр чире пăхмасăр вăрçă хыççăнхи çулсенче те нумай ĕçленĕ вăл. Шупашкарти музыка училищине те ертсе пырать. Хăйĕн пултарулăхне аталантармаллине те манмасть. Улттăмĕш теçетке çулта пынă чухне те Ленинградри музыкăпа педагогика институтĕнче вĕренет, СССР композиторсен союзĕ çумĕнчи композиторсен квалификацине ÿстермелли курсĕсене çÿрет.

Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале, Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хутне тивĕçнĕскер «Чăваш АССРĕн искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ» хисеплĕ ята та пĕрремĕшсенчен пĕри тивĕçнĕ.

Композиторăн анлă сарăлнă юррисен хушшинче «Килмен те курман Шупашкарне», «Кай, кай Ивана», «Хресчен юрри», «Хĕрлĕ Çара каякансен юрри», «Октябрь çулĕ», «Туçа хĕрĕсем», «Колхоз ачисем», «Кĕтÿçĕ, «Мичуринецсем» тата ытти юрри халăхра анлă сарăлнă. Композитор 800 ытла халăх юррине çырса илнĕ.

Василий Петрович 1954 çулхи раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Богдан Хмельницкий урамĕнчи кивĕ масарта пытарнă.

 

Çĕнĕ жанрсен «пуçаруçи»

Ывăлĕ Геннадий çут тĕнчене 1918 çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче килнĕ. Вăл та ашшĕ пекех композитор, пианист. Ачаранах музыка пĕлĕвĕ илнĕ. Шупашкарти музыка шкулĕнче /1924-30 çç./ фортепиано калама вĕреннĕ. Çавăн чухнех Геннадий Васильевич пĕрремĕш ĕçне — фортепиано валли «Чăваш кĕвви» — хайланă. Музыкăпа театр техникумĕнче вĕреннĕ /1930-35 çç./ тапхăрта вăл професси тĕлĕшĕнчен пиçсе çитме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Композиторсен класĕнче вăл Владимир Кривоносовпа, фортепиано специальноçĕпе вара Иосиф Люблинпа ĕçленĕ.

Çав çулсенчех Геннадий Воробьев ăнăçлă вĕреннипе пĕрлех Чăваш патшалăх хорĕн аккомпаниаторĕ те пулнă. Техникумран вĕренсе тухнă тĕле вăл фортепиано валли темиçе пьеса хайлама ĕлкĕрнĕ. Вĕсен йышĕнче — «Ача-пăча сюити» те. Чăваш халăх юррисене — «Тин-тин шăнкăрав», «Кĕтÿçĕ» тата ыт. те — фортепианопа юрлама йĕркеленĕ.

Мускав консерваторийĕнче композитора вĕреннĕ тапхăрта /1935-39 çç./ Воробьев пултарулăхĕ самай анлăланнă. Малтанхиллех вокала пысăк тимлĕх уйăрнă вăл. Çак вăхăтрах Мускавра авторăн «Чăваш халăхĕн пилĕк юрри» /1939 ç./ пĕрремĕш кĕнеки пичетленнĕ. Çакă та пултарулăхне анлăлатассине пысăк витĕм кÿнĕ.

Халăх пурнăçĕ пирки те сахал мар шухăшланă вăл. «Хурама та пĕкĕ», «Лăпăс-лăпăс», «Ăмăрткайăк вĕçет» хăна юррисене, «Туй юррине», «Ниме юррине», «Вăйă юррине» илемлетнĕ.

Александр Пушкин вилнĕренпе 100 çул çитнĕ май ирттернĕ Мускав консерваторийĕн конкурсне вăл икĕ романс çырса хутшăннă. Çавна май чăваш музыкинче çак жанра уçакан пулса тăнă. «Кто, волны, вас оставил» романс 2-мĕш премие тивĕçнĕ. Кунпа пĕрлех камерлă-инструменталлă тата симфони жанрĕсене те аталантарнă Геннадий Воробьев. 1936 çулта вăл 4 пайлă «Акатуй» сонатинипе сюитине вĕçленĕ. Иккĕмĕшĕ çав тери анлă сарăлать. Ăна консерваторин композиторсемпе дирижерсен факультечĕн фортепиано кафедрин репертуарне кĕртеççĕ.

Вокалпа инструменталлă пьесăсемсĕр пуçне вăл сĕрме купăспа фортепиано валли сонатăсем, симфони оркестрĕ валли прелюдисем, вĕрсе каламалли оркестр валли увертюрăсем, халăх инструменчĕсен оркестрĕ валли пьесăсем хайлать. Çав самантрах Воробьевăн Петр Осиповăн «Айтар» пьеси тăрăх опера çырас шухăшĕ амаланать. Чăваш патшалăх хорĕнче ĕçлесси те манăçа тухмасть. Чăваш патшалăх филармонийĕнчи концертсенче вăл хăйĕн произведенийĕсемпе паллашатрать. 1938 çулта Мускав консерваторийĕнче Геннадий Воробьевăн пултарулăх каçĕ иртет.

Палăртнисене пурнăçа кĕртме, пуçланă ĕçĕсене вĕçлеме йывăр чирпе ăнсăртран килнĕ вилĕм /1939 çулхи çурла уйăхĕн 28-мĕшĕ/ чăрмантарать. Анчах пултарулăх çулĕ питех те кĕске пулин те Геннадий Васильевич ячĕ чăваш халăх историйĕнче пысăк саспаллисемпе çырăнса юлнă. Вăл тĕрлĕ жанрпа 70 ытла произведени хайласа хăварнă. Унăн пултарулăхĕ чăваш музыкин малашлăхне пысăк та ырă витĕм кÿнĕ.

Татьяна НАУМОВА хатĕрленĕ.

Редакцирен: хаçатăн иртнĕ номерĕсенче Василий Чапаевпа паллаштаракан материала вулакансем тĕплĕ тишкерни сисĕнчĕ. Патăрьелсем пристане «Чапаев» теплоход чарăннине те, тĕп хулара «Чапаевец» управляющи компани пуррине те аса илнĕ. Тĕрĕс хурава вара Муркаш районĕнчи вулакан Валерий Федоров тавçăрнă: Шупашкарти Текстильщиксен урамĕнчи скверта Чапаев палăкĕ пур.

Викторина паянхи ыйтăвĕ:

Воробьев композиторсемпе çыхăннă хăш вырăна асăнмарăмăр?

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.