Комментировать

31 Мар, 2017

"Юлташа" пухăннă депутатпа çамрăк арçын юлташ пулман

Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Шлепнев тĕлĕшпе пуçарнă уголовнăй ĕçе мировой суда ярса панă. Кун пирки паян республика прокуратури хыпарлать.

Парламента суйланнă халăх тарçи малтан либерал-демократсен йышĕнче пулнă, халĕ вăл коммунистсен ретне тăнă. Пăтăрмахлă истори вара парти ĕç-хĕлĕпе пачах та çыхăнман.

"Халăх тарçи" иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти "Товарищ" кафере хăналаннă. Çав вăхăтра 32 çулти арçынпа иккĕшĕн хушшинче пăтăрмах сиксе тухнă. Урса кайнă депутат çамрăккине хырăмĕнчен чикнĕ. Хытах аманман пулин те арçыннăн тухтăрсенчен пулăшу ыйтма тивнĕ. Тĕпчевçĕсем сурана сывлăха çăмăл сиен кÿни тесе пĕтĕмлетнĕ.

Пăтăрмахлă истори Шупашкарăн Мускав районĕнчи 4-мĕш мировой суд участокĕнче вĕçленĕ.

www.hypar.ru.

Рубрика: