Уйăпсем сахалланман
Çынсем таврана сăнама пăрахнă çеç
Çуркуннен иккĕмĕш уйăхĕн пуçламăшĕнче кулăш кунне çеç мар, Пĕтĕм тĕнчери кайăксен кунне те паллă тăваççĕ. Шупашкар районĕнчи Çĕньялта пурăнакан Александр Яковлев орнитологăн пурнăçĕнче вĕçенкайăксем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Вăл вĕсен 450 ытла тĕсне хăйĕн куçĕпе курнă, 250-шне Чăваш Енре асăрханă. Халĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче аслă методистра тăрăшаканскер хăй вăхăтĕнче «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче те, «Сăрçи» патшалăх заповедникĕнче те ĕçленĕ. Кайăк-кĕшĕке сасăранах уйăракан Александрпа уяв умĕн тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.
Ача чухнехи ĕмĕт. Вăл шкулта вĕреннĕ чухнех çут çанталăка юратнă. Тÿпере вĕçекен кайăксемпе, çĕр çинче чупакан-шăвакан хурт-кăпшанкăпа кăсăкланнă. Алла аттестат илсен Александр ăçта каясси пирки пĕрре те иккĕленмен: И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн биологипе хими факультетне вĕренме кĕнĕ. Унта ăс пухнă чухне çырнă тĕпчев ĕçĕсене вăл кайăксене халалланă. Александр аслă пĕлÿ илсен тăван тăрăхĕнчи шкула ĕçлеме таврăннă. 2002 çулччен вăл унта ачасене биологи предметне вĕрентнĕ. Александр Шупашкар районĕнче «Asio» экологи клубне йĕркеленĕ. Çут çанталăка юратакан шăпăрлансене тĕпчев ĕçне явăçтарас тĕллевпе нумай тăрăшнă вăл. Ачасемпе тăтăшах экскурсие, çулçÿреве тухнă. Кайран Александр ăслăлăх ĕçне кÿлĕннĕ, тĕрлĕ тĕпчев тунă. Халĕ вăл методистра тăрăшнăран педагогсене вĕрентет, экологи темипе çыхăннă конкурссем ирттерет. Кăçал Шупашкарти шкулсенче ăс пухакан ачасен хушшинче «Çут çанталăк патне — çичĕ утăм» конкурс иртет. Вăл çичĕ тапхăртан тăрать. Унта сăнÿкерчĕксен, видеороликсен тата ытти конкурс кĕрет. Александр каласа кăтартнă тăрăх, ачасем хаваспах хутшăнаççĕ. Вĕсен кăсăкланăвĕнче çут çанталăка юратни сисĕнет.
Ирĕклĕ биолог. 2011 çулта Александр Интернетра «Чăваш Ен кайăкĕсем» сăнÿкерчĕксен галерейине уçнă. Сайтра пĕтĕмпе 5 пин ытла сăнÿкерчĕк вырнаçтарнă. Унта Чăваш Енре тĕл пулакан кайăксен 240 тĕсне курма май пулнă. Александр пĕлтернĕ тăрăх, унсăр пуçне ку ĕçе тепĕр 20 çын хастар хутшăннă. Фотосунарçăсен тăрăшăвне пула республикăра хальччен тĕл пулман кайăксене шута илме май килнĕ. Вĕсен йышĕнче Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнисем те пур. Шел те, сайт паянхи кун ĕçлемест. Укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусем сиксе тухнăран ăна пĕлтĕр хупма тивнĕ. Халĕ Александр Интернетра ирĕклĕ блог ертсе пырать. Ăна вăл «Ирĕклĕ биолог. Камерăпа тата блокнотпа: çут çанталăк пирки çырнисем» тесе ят панă. Кăçал Раççейре Экологи çулталăкĕ пынă тата çĕршыври заповедниксен тытăмĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнĕ май вăл хăйĕн страницинче «365 заповедник кайăкĕ» çулталăк марафонне пуçарнă. Унпа килĕшÿллĕн Александр хăй фотоаппаратпа ÿкернĕ вĕçенкайăксен сăнÿкерчĕкĕсене кашни кун блога вырнаçтарать. Автан çулталăкĕ пулнă май пĕрремĕшне вăл дикуша кайăка лартнă. Орнитолог йĕркеленĕ марафон малалла тăсăлать. Ăна çулталăк вĕçĕчченех пурнăçлас тесен унăн çулçÿреве тухса çĕнĕ кайăксене ÿкерме тивĕ. Александр алă усмасть, пуçланă ĕçе вĕçлеме тĕллев лартнă вăл.
Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче. Çут çанталăка, кайăк-кĕшĕке юратни Александра Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне илсе çитернĕ. Вăл Курил заповедникĕнче, Ямал çурмаутрав çинче, Сахалин, Амур тăрăхĕсенче пулнă. Орнитологăн шухăшĕпе, пирĕн çĕршывра та никам тĕпчемен вырăн пайтах. Акă, тĕслĕхрен, Зейăри çут çанталăк патшалăх заповедникĕнче вăл виçĕ çул ĕçленĕ. Александра унта вĕçенкайăксен тĕсĕсене тĕпчеме хушнă. Орнитолог мĕн палăртнине пурнăçланă. Вăл чĕпĕ кăларакан вĕçенкайăксен 110 тĕсне шута илнĕ. Унсăр пуçне çуркунне-кĕркунне облаç урлă /заповедник Амур облаçĕнче вырнаçнă/ кайăксен 140-170 тĕсĕ вĕçнине палăртнă. Заповедникра вăхăтлăх пурăнаканнисене те сăнанă, унти кайăксене тĕпĕ-йĕрĕпе тĕпченĕ. Курил заповедникĕнче Александр 100-е яхăн тĕрлĕ вĕçенкайăка тĕл пулнă. Вĕсенчен 70-ĕшне фотоаппаратпа ÿкерсе илнĕ. Инçетри заповедниксен ĕçĕ-хĕлĕпе, опычĕпе паллашни биолога çĕнĕ тĕпчевсем тума хистенĕ, тавракурăмне аталантарнă.
Илеме асăрхамастпăр. Чăваш Енре тăманан 12 тĕсĕ пурăнать. Вĕсенчен пĕрне /бородатая неясыть/, Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕскере, Александр 2015 çулхи пушăн 8-мĕшĕнче Атăл леш енче асăрханă. Ăна пирĕн тăрăхра хальччен 5 е 6 хут çеç курнă. Орнитолог ăна уйăрса илме çеç мар, фотоаппаратпа ÿкерме те пултарнă. Александр вĕçенкайăксемпе кăсăкланнине чылайăшĕ пĕлет, çавăнпа ăна тĕрлĕ ыйтупа чăрмантаракан сахал мар. Пĕрисем уйăпсем сахалланнăшăн куляннине пĕлтернĕ. Вĕсене çынсем сайра-хутра курма тытăннă-мĕн. Анчах кайăксен чи çывăх тусĕ пурне те лăплантарнă: пирĕн тăрăхра уйăпсем нимĕн чухлĕ те сахалланман. Вĕсене сахал курнин сăлтавĕ — çынсем таврана тимлĕ сăнама пăрахни. Чылайăшĕ ĕçе е ытти вырăна çăмăл машинăпа çÿрет, çавăнпа çут çанталăкра мĕн пулса иртнине асăрхамаççĕ те. Килтен — ĕçе, ĕçрен киле васканă май тавралăх илемĕпе киленме манатпăр çав.
Вĕсем те туй тăваççĕ. Çуркунне çитсен çут çанталăк чĕрĕлет, вĕçенкайăксем хăйсем валли мăшăр шырама пуçлаççĕ. Пĕрисем — хитре юрласа, теприсем йăва çавăрса амасене юрама тăрăшаççĕ. Виççĕмĕшĕсем апат тупма пĕлнине кăтартаççĕ. Арçынсем хĕрарăмсен кăмăлне чечек çыххи парнелесе çĕклеççĕ, çăткăн кайăксем вара «мăшăрне» шăши тытса тĕлĕнтерме тăрăшаççĕ. Александр çынсемпе кайăксен хушшинче вун-вун пĕрпеклĕх тупнă. Вĕсем те юратма пĕлеççĕ. Пĕр-пĕрне тупнă кайăксем туйри пек хĕвĕшнине пĕрре мар курнă вăл. Кайăксем те мăшăрлă. Чим-ха, 43 çулти Александр çемье чăмăртаман-ха. Çут çанталăк тĕнчине парăннăскер чун варлине хальлĕхе тĕл пулайман.
Фотокапкăн. Çулçÿревре фотоаппарат çĕре ÿкерни те, об˜ектив чул çине персе анни те пулнă. Биолог тискер чĕрчунпа куçа-куçăн сахал мар курнăçнă. Орнитолог упа çывăхрине шăршăранах пĕлет. Пĕррехинче вăл Зея заповедникĕнчи кайăксене сăнанă. Унти тĕпчевçĕсем йывăç çине фотокапкăн вырнаçтарнă. Сăнÿкерчĕксене Александр та лекнĕ. Вăл тăнă вырăнтан мулкач, кăш /соболь/, пакша, темиçе упа иртсе кайнă. Ку ахаль сукмак мар, чĕрчунсен аслă çулĕ пулнă иккен. Александр вăрмантан пĕрре те хăрамасть. Унăн шухăшĕпе, хулара унтинчен темиçе хут хăрушăрах: аварие çакланма пултаратăн, палламан çын çĕçĕпе тапăнас е сумкăна йăкăртас хăрушлăх та пур. Вăрманта йĕркене пĕлсе çÿресен сана никам та тĕкĕнмест. Ачана мĕн пĕчĕкрен кашкăрпа, упапа хăратаççĕ, анчах чăн пурнăçра çак чĕрчунсем этеме нимĕнле сиен те кÿмеççĕ. Вĕсем хăйсен çулĕпе çÿреççĕ, тĕкĕнмелле мар çеç. Вăрманта тимлĕ пулмалла, орнитологăн хăлхи чанк! тăмалла. Унăн шăпчăк сассине сарă кайăкăннинчен, кăсăянне уйăпăннинчен уйăрма пĕлмелле. Вăрманта пур кайăка та курма май килмест, çавăнпа вĕсем пуррипе çуккине сасăран тавçăрмалла. Александр шăпчăк, касăя, çăхан, курак сассисене евĕрлесе кăтартрĕ. Кашни кайăкăн хăйĕн юррисĕр пуçне пăлхану е ытти сигнал сасси пур. Амипе аçин сассисем те уйрăлса тăраççĕ. Кайăксене сасăран уйăрма пĕлни орнитологăн ĕç тухăçлăхĕн 80 проценчĕпе танлашать.
Кайăксен ĕмĕрĕ вăрăм-и? Çак ыйту тахçанах канăçсăрлантарать. Ватă çынсенчен çăхан 300 çул пурăнать тенине илтме тÿр килнĕччĕ. «Курак кашни çул мăшăр улăштарать. Çăхан пĕринпе чылай çул пурăнать. Йăвине те ялан пĕр вырăнта çавăрать. Ами е аçи вилсен вĕсен вырăнĕнче тепĕр мăшăр тĕпленет. Çавăнпа çын çăхан темиçе ĕмĕр пурăнать тесе шухăшлать. Чăннипе вĕсем 100 çул та çитеймеççĕ. Тăмана 70 çул пурăнать. Çерçи, кăсăя тата ытти пĕчĕк кайăк 3-5 çултанах вилет», — манăн ыйтăва уçăмлатрĕ Александр Яковлев.
Любовь ПЕТРОВА.