Комментировать

15 Апр, 2014

8 çуллăха хупнă

Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче Шупашкар варринче вырнаçнă ювелир лавккинче пулнă çак преступлени тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕччĕ. Кăнтăр кунĕнче, ытла та сĕмсĕр... Халь приговор та паллă.

Лавккана вĕсем иккĕн кĕнĕ. Хăйсемпе пĕрле илсе килнĕ мăлатукпа витрина кантăкне çапса ватнă та сутуçăсен умĕнчех ювелир изделийĕсене сумкăна тултарнă - пĕтĕмпе 10 млн ытла тенкĕлĕх. Самантрах тухса тарнă.

Полици вĕсене часах тупнă - лавккаран инçех те мар вырнаçнă çуртри пĕр хваттере тара илнĕскерсем унта пытаннă иккен. Пакунлисем хваттере кĕнĕ чухне хурахсенчен пĕри пытаннă - диван ешчĕкне кĕрсе выртнă. Ульяновск облаçĕн 44 çулти арçынни Михаил Королько тата 43-ри Андрей Воронцов /вăл Челябинск облаçĕнчен/, маларах та судпа айăпланнăскерсем, тĕлĕшпе Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ приговор палăртнă - иккĕшне те 8 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă. Хурахсем çак вердиктпа килĕшмесĕр аппеляци çырнă, анчах ЧР Аслă сучĕ приговора çаплипех хăварнă.

 

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.