Комментировать

30 Мар, 2017

Купaста хaçан акмалла?

Купăста — пирĕн тăрăхра лайăх çитĕнекен пахчаçимĕç. Ăна пăхасси чăрмавлă мар, купăстари витамин-минерал хĕл каçичченех лайăх упранать. Пахчаçăсем халĕ пуçлă купăста çеç мар, брокколи, чечеклĕ, кĕрен пуçлă купăстана акса калча çитĕнтереççĕ. Çак ĕç пĕр пекех.

Купăста ирхи, вăтам вăхăтри, кĕрхи пулнине кура вĕсене хăçан акассине палăртмалла. Çулла, июльте, пулакан купăстана акмалли вăхăт шăпах халĕ. Вăрлăха шăтса тухма 5 куна яхăн кирлĕ, калчана пĕр уйăхран тăпрана куçарса лартмалла. Ирхи купăстана май уявĕсем вăхăтĕнчех ирĕке лартма юрать. Паллах лартас вăхăта çанталăк йĕркелет.

Брокколи, чечеклĕ купăстасене те халех акса хăвармалла. Вĕсен вăрлăхне туяннă чухне хăвăрт пулса çитекеннисене суйламалла.

Вăтам вăхăтра пулса çитекен купăстана икĕ эрне каярах акмалла. Кĕркунне пулса çитекеннине ятарласа калчалантармасăрах, тÿрех путăксене çу уйăхĕнче акма юрать. Пĕр путăка 3 вăрăран кая мар пăрахмалла. Йăлтах шăтса тухсан каярахпа çĕнĕ вырăна куçарса лартма пулать.

Вăрра 0,5-0,8 см тарăнăшне, кăпăшка тăпрана акмалла. Купăста — сивве тÿсĕмлĕ ÿсен-тăран. Ирĕкре +5...+7 градус ăшă пулсан та шăтса тухать. Çанталăк уйрăмах сивĕтсе ярсассăн /çĕмĕрт сиввинче/ каçхине тăм ÿкессе пĕлтерсессĕн куçарса лартнă купăстана витсе хÿтĕлемелле. Халĕ витмелли ятарлă матералсем сутлăхра тĕрлĕрен пур.

Пластик савăтсене касса çĕркаçа хупласассăн ирхине ăшăтсан вĕсене уçмалла. Унсăрăн калча пăчăхса пĕтме пултарать.

Купăста вăрлăхне акиччен 15-20 минут 1% марганцовка шĕвекĕнче тытмалла. Шупка кĕрен шывра дезинфекциленĕ хыççăн вăрлăха таса шывпа чÿхемелле те типшĕнтермелле, акмалла.

Акнă савăта пленкăпа хупласа 18-22 градус ăшша лартмалла, калча шăтма пуçласассăн пĕр эрнене сивĕрех çĕре /+8...+10/ лартмалла. Унтан калчана 14-18 градус ăшша лартса çитĕнтермелле. Калча çăра пулсан сайратса уйрăм савăтсене куçармалла. Йăрана куçарса лартиччен ещĕксене кун ăшшинче ирĕке кăларса лартса пиçĕхтермелле.

Галина ЯКОВЛЕВА,

агроном.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.