Комментировать

30 Мар, 2017

Çичĕ уйăхра утма, тăхăр уйăхра калаçма вĕреннĕ

Ахаль чухне кăна мар, ĕне сунă самантра та такмак калама пултарать Коля. Çапла, çапла, кун пек кĕвве юратнă выльăхĕ те килĕштерет. Витрене ăшă сĕт сирпĕннĕ май вăл хуçине çулласа илет.

— Эс пирĕн маттурскер, çемьене тăрантараканĕ, — ачашлать ăна йĕкĕт хавхаланса.

Кайран ун тавралла ĕç пĕтессе кĕтсе ларакан вунă кушакне сĕтпе хăналать. «Шел, Хурамкка çухалчĕ. Ăслăскерччĕ. Кĕнеке страницисене уçма, тяпписемпе ручка тытма та хăнăхнăччĕ те çав», — тесе тулли савăта йăтса сĕт пуçтаракан вырăналла утать.

— Ах, ытла маттур-çке, ирех тăратăн, выльăх пăхатăн та шкулалла васкатăн. Кама хывнă эсĕ, ĕçченскер? — çапла ыйтакан валли ак çакнашкал хурав тупрĕ вăл паян.

— Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пĕрремĕш Липовкăри кукаçипе кукамине пăхнă эпĕ! Вĕсен ырă кăмăллăхĕнчен пĕтĕм ял тĕлĕнетчĕ. Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупаканскерсем чуста хурса кукăль пĕçеретчĕç те урамри çынсене тутлă кучченеçпе сăйлатчĕç. Шел, кукаçи, Николай Яковлевич Вастеров, ир çĕре кĕчĕ. Комбайнер пулнă вăл, юрра-ташша питĕ ăстаччĕ вара! Мана унăн ятне панă. Вăл çĕре кĕрсен, кукамай ман çине пăхса: «Ах, сăнупа кăна мар, тыткаларăшупа та кукаçуна хывнă-çке эсĕ-ĕ-ĕ! Сăвă-юрăра та маттур!» — тесе чуна ыраттармалла хÿхлетчĕ. Кукамая, Ольга Ильиничнăна мĕн тери хĕрхенеттĕм-çке çавăн чухне. Хамăн та куççуль капланатчĕ, анчах ăна пĕтĕм вăя пухса çăтаттăм, çăтаттăм... Эх, тăварлăскере çăтма хăтланни кăлăхахчĕ, пăрăнса айккинелле утаттăм, — терĕ шухăша путса.

Çапла, Канаш районĕнчи Вăтакас Татмăш шкулĕн вуннăмĕш класĕнче вĕренекен Николай Григорьевăн пултарулăхĕ вышкайсăр. Шкулта лайăх вĕреннисĕр пуçне спортра хастар. Пĕр метр та сакăр вун виçĕ сантиметр çÿллĕш йĕкĕтпе тус-юлташĕ волейболпа тахçанах «чирленĕ». Ахальтен мар Вăтакас Татмăш шкулĕн волейбол ушкăнĕ кашни çул республикăран çĕнтерÿпе таврăнать. Кăçал те нарăс уйăхĕнче В.И. Ильин вице-адмирал парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ турнирта иккĕмĕш вырăна тухрĕç.

Пысăк ĕмĕтсемпе пурăнакан яш амăшĕ пекех сăвă-калав çырма юратать.

— Килте пĕччен чухне шăранаççĕ çавнашкал йĕркесем. Пурнăç пирки шутлатăн та хăйсемех, шыв юххи пек тухаççĕ вĕсем. Чи пĕрремĕш сăвва вăрçăран аманса таврăннă хамăр ял çыннине Вăрăм Мĕтрие халалларăм. Вăл юлташĕсемпе Сталин ывăлне çăлма кайсассăн кăкăр çумĕнчи кĕмĕл сехетне пула çăлăнса юлнă. Анчах юлташĕсем хĕрÿ çапăçура чăваш каччине вилнĕ тесе шухăшланă, çавăнпа тăванĕсем патне усал хыпар янă. Чунтан куляннă ашшĕ-амăшĕ ывăлĕн хĕрĕх кунне асăнма ял халăхне пуçтарнă. Вĕсем вăрçа ылханса ырă кăмăллă Мĕтрие аса илсе хÿхленĕ. Шăп çав вăхăтра алăк уçăлса кайнă та пÿрте йывăр аманнă, костылĕпе аран уткаласа Мĕтри кĕрсе тăнă. Пурте ун еннелле ыткăннă, ăна ыталаса макăрнă... Çапла Мĕтри пичче пирки сăвă çырăнчĕ, — тет Коля.

Çичĕ уйăхра калаçма вĕреннĕ, тăхăр уйăхра утса кайнă Кольăна яланах пысăк çăпалапа апат антарса памалла пулнă. Сĕтел çинчи пĕчĕк касăк çăкăрпа нихăçан та çырлахман, хăйĕн умне пысăк чĕлĕ касса хума ыйтнă вăл. Ун чухне ахальтен çавăн пек пулман-тăр çав. Паян вăл повар пулас ĕмĕтпе çунатланса пурăнать. Апат юратса янтăлать. Уйрăмах борщ пĕçерме кăмăллать. Тăхăр класс хыççăнах пĕлĕвне ÿстерме ялтан тухса каясшăн пулнă-ха. Анчах ашшĕпе амăшне унсăрăн йывăр килĕ-çке, çакна туйса илнĕ хыççăн шухăшне улăштарнă. Ара, икĕ çул хушшинче мĕн чухлĕ пулăшу кÿме пулать-çке!

Шкулти кашни ăмăртăва хутшăнакан, конкурс-олимпиадăра малти вырăнсене йышăнакан каччă камран тĕслĕх илет-ха?

— Кукаçин пиччĕшĕн хунямăшĕ, Егения Анисимовна Тунейкина, тĕлĕнмелле хĕрарăмччĕ. Вăл Шулю ялĕнче çуралнăскер 102 çул та 2 эрне те 2 кун пурăннă. «Вăрçа тухса кайнă мăшăрăма, çук, кĕтсе илеймерĕм. Инçе çула пуçтарăннă чухне: «Эпир çĕнтерсен, мана хирĕç икĕ ачапа укăлча умне тух. Таврăнатăпах!» — тесе хăварчĕ. Вăрçă чарăнчĕ, яла салтаксем килме тытăнчĕç. Эпĕ вара ачасемпе укăлча умне кашни кун пĕрре çеç мар, темиçе те тухрăм... Çулсем сисĕнмесĕр иртрĕç. Тĕпренчĕкĕмсем те çунат айĕнчен вĕçсе тухса кайрĕç авă. Ĕнтĕ мăшăрăмпа çÿлти патшалăхра тĕл пулăпăр», — тенĕ куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупиччен. Çăмăл пулман ăна пурнăçĕнче. Анчах пуçне усман вăл, шав малалла талпăннă. Ачисемшĕн тăрăшнă. Тăхăрвун сакăр çулччен икĕ витрепе шыв йăтатчĕ. Эпир хăнана пынă çĕре яланах тутлă кулачă пĕçеретчĕ. «Пурнăç йÿççине чылай куртăм, çавăнпа паян хура çăкăр мар, шуррине çеç çиес килет», — тетчĕ. Юратнă çыннăмăрăн ăслă сăмахĕсене пула ун патĕнчен хавхаланса тухаттăмăр. Паянхи кун та йывăрлăх ума тухсан, Евгени аппа пулăшать пире. Çакна эпĕ чунпа туйса, сиссе тăратăп. Вĕренÿре те хавхалантарать вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ эпĕ ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçрĕм, — çирĕплетрĕ Коля.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Канаш районĕ, Вăтакас Татмăш.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.