Комментировать

29 Мар, 2017

Ăшăтакан маçпа сăтăрса

Ӳслĕк, бронхит чухне кăкăр кăшкарне маçсемпе сăтăрни чи сиенсĕр меслет шутланать. Вăл çитĕннисене кăна мар, ачасене те юрать.

1. Кирек мĕнле тип çăва тата пыл карасне 1-ер апат кашăкĕ илсе хутăштармалла. Вĕтетнĕ типĕ 4-шар апат кашăкĕ эвкалипт çулçи, хыр е чăрăш лăсси, 2 апат кашăкĕ лаванда чечекĕ, 1 апат кашăкĕ эмел шур курăкĕ /шалфей/, 0,5 патак корица хушмалла. Хутăша шыв мунчинче çур сехет пиçĕхтермелле. Сăрăхтармалла. Ăшă маçа çĕрлене хирĕç кăкăр кăшкарне тата сăмса çунаттисене сĕрмелле.

2. Тип çупа пыл карасне 1-ер апат кашăкĕ илсе вĕтетнĕ чĕрĕкшер стакан пĕтнĕкпе /мята/ тата эвкалипт çулçипе хутăштармалла. Хупăлчапа витсе шыв мунчине лартмалла, çур сехет пиçĕхтермелле. Çулăм çинчен илсен сăрăхтармалла, кăштах сивĕнсен ăшăтнă скипидар çур стакан хушса хăвăрт пăтратмалла, упрамалли савăта ярса çăтă хупмалла. Маçпа кăкăр тĕлне, ура лапписене сăтăрмалла. Унтан ăшă утиялпа витĕнсе çур сехет выртмалла.

3. Тип çăва, пыл карасне, хыр папкине 1-ер апат кашăкĕ илсе хутăштармалла. Шыв мунчине лартса 40 минут пиçĕхтермелле. Çулăм çинчен илсен сăрăхтармалла, 7-10-шар тумлам кедр, эвкалипт, эмел шур курăкĕн, пĕтнĕк, чапăр эфир çăвĕсем /вĕсене аллерги çук пулсан/ хушмалла. Маçпа кăкăра, мăя, сăмса çунаттисене сăтăрмалла.

4. Шыв мунчинче 1 апат кашăкĕ хыр сăмали янă 1 стакан тип çăва пиçĕхтермелле. Хутăш шĕвелсен илмелле. Сăрăхтармалла. 1 апат кашăкĕ пыл карасĕ, 0,5 апат кашăкĕ теркăланă прополис хушмалла, каллех шыв мунчине лартмалла. Вĕсем ирĕлсен çулăм çинчен илмелле, сивĕтмелле. Кăкăра, мăя, сăмса çунаттисене сĕрмелле.

Шута илме! Маçсемпе пуринпе те сывлăх лайăхланиччен сипленмелле. Юрамасть: организм йышăнманни, ӳт чирĕсем. Маç куçа лекесрен асăрханмалла!

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.