Комментировать

29 Мар, 2017

Мĕншĕн тăтăш ывăнатпăр?

Кофĕсĕр ниепле те. Ирсерен пĕр чашăк кофе ĕçни япăх теместпĕр-ха. Анчах кофеин чăн-чăн энергипе тивĕçтерейменнине шута илмелле. Ăна ĕçнĕ хыççăнах вăй кĕнине, кăмăл лайăхланнине туятăр пулсан кăштах вăхăт иртсен çак хавхалану хăвăрт чакма пуçлать. Кофĕсĕр пурăнаймастăр пулсан ирхине ăна пĕр сăтăрккăпа пĕр чашăкран ытла мар тата сĕт хушса ĕçсен лайăхрах.

Организма тимĕр çитмест. Çак элемент çителĕксĕр пулсан вăрах ывăнчăклăх аталанма пултарать. Тимĕр çитмесен организм клеткисем кислород çителĕклĕ илеймеççĕ. Тимĕр çусăр ĕне какайĕнче, пÿрере, ешĕлре, çăмартара, мăйăрта нумай. Организм çак элемента С витаминпа пĕрле лайăхрах йышăнать. Çавăнпа тимĕрпе пуян çимĕçсемпе апатланнă чухне апельсин сĕткенĕ ĕçмелле. Кофе вара, пачах урăхла, тимĕре йышăнма чăрмантарать.

Канмалли кун час тăмастăр. Шăматкун тепĕр кун ĕçе каймалла марррипе усă курса çĕрлечченех çывăрмастăр, тепĕр кунне кăнтăрлачченех тăмастăр. Апла тăк вырсарникун каç часах çывăрса каяйманнипе тунтикуна çывăрса тăранаймастăр. Çавăнпа вырсарникун та яланхи пекех ир тăрсан лайăх. Уçăлса çÿренĕ, кăнтăрлахи апат çинĕ хыççăн, кăмăл пулсан, выртса канма та юрать. Ку вăй-хал чакасран, ывăнасран, ыйхă графикĕ пăсăласран хÿтĕлет.

Вак-тĕвекшĕнех пăлханни витĕм кÿрет. Пуласлăх ытла та тĕксĕм курăнать-и? Тем те пĕр шухăшласа кăларма пăрахăр. Пăлханулăх вăй-хала чакарать. Япăххи çинчен шухăшлама пуçласанах васкамасăр тарăннăн сывламалла. Телевизорпа çĕнĕ хыпарсем пăхмалла мар — халĕ лайăххи çинчен сахал калаççĕ тата çыраççĕ.

Çывăрас умĕн пĕр бокал хĕрлĕ эрех ĕçетĕр-и? Ку лăпланма пулăшнă пек туйăнать. Алкоголь малтанлăха чăн та лăплантарать. Анчах кăшт вăхăтранах стресс гормонне адреналина туса кăларма витĕм кÿрет. Çавăнпа эрех ĕçсен çĕрле вăранма е ирхине çывăрса тăранмасăрах тăма пулать. Енчен те ĕçмелли сăлтав тупăнсан çывăрма выртиччен 3-4 сехет маларах ĕçмелле. Анчах ку йăлана кĕресрен асăрханмалла.

Шыв сахал ĕçнине пула та. Организма шĕвек çитмесен юн çăралма пуçлать. Чĕрене ăна уçлама йывăрланать. Органсене тутлăхлă япаласемпе тата кислородпа тивĕçтерес хăвăртлăх чакать. Хăвăра лайăхрах туйма кунсерен кĕлетке виçин кашни килограмĕ пуçне 30-шар миллилитртан кая мар шыв ĕçмелле.

“Çук” тесе калама хăнăхман. Ачалăхра сире ыттисене пулăшма вĕрентнĕ. Анчах çынсен кăмăлĕсене тивĕçтерес тесе ялан тăрăшни ывăнтарсах, пусăрăнтарсах çитерет. Хăвăр валли вăй-хал та юлмасть. Çавăнпа “çук” тесе хуравлама вĕренмелле.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.