Комментировать

29 Мар, 2017

Каяш ыйтăвĕ çаплах татăлмасть

Куншăн яваплă организацисем хăçан пĕр чĕлхе тупĕç-ши?

Влаç органĕсем йăлари хытă каяша пуçтарас ĕç мĕнле пынине юлашки вăхăтра куçран вĕçертмеççĕ. Управляющи компанисем ĕçе ячĕшĕн кăна тунăран Канаш пек пысăк хула та пĕр хушă çÿп-çап айне пулнăччĕ. Халăх «чан çапнине» республика ертÿлĕхĕ илтсен тин вырăнти влаç хускалчĕ, йĕрке турĕ.

Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнче çĕнĕ полигон уçнăранпа йăлари хытă каяша унта турттаракансем хака 2,5 хут ÿстернĕ текен сас-хура нумайăшне кăмăлсăрлантарать. Çакăн пирки «Хыпар» çырнăччĕ те ĕнтĕ.

ЧР Конкуренци политикин тата тарифсен патшалăх служби пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче журналистсемпе брифинг ирттерчĕ. Унта пысăк пуçлăхсем хутшăнни каяш ыйтăвĕ паянхи кун питĕ çивĕч тăнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Журналистсемпе пĕр сĕтел хушшине ЧР экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Александр Коршунов, строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Максим Иванов, Конкуренци политикин тата тарифсен патшалăх службин ертÿçи Марина Кадилова, Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Виктор Кочетков, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен администрацийĕсен специалисчĕсем, каяш турттаракан организаци ертÿçисем пулчĕç.

Йăлари хытă каяша пуçтарнăшăн, тиесе кайнăшăн, утилизациленĕшĕн /полигонра пытарнăшăн/ тÿлемелли виçене нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем управляющи компани, ТСЖ, ЖСК сĕнекен тарифсене шута илсе хăйсен пухăвĕнче çирĕплетеççĕ. Вăл икĕ пайран тăрать: пĕрремĕшĕ — каяша пуçтарнăшăн, илсе кайнăшăн /ăна темшĕн турттаракан организаци никамран ыйтмасăр хăй палăртать/, иккĕмĕшĕ — ăпăр-тапăра утилизациленĕшĕн /ун виçине патшалăх служби çирĕплетет/ тÿлени. 2016 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчен каяша çĕнĕ йĕркепе, централизациленĕ майпа, пуçтарма пуçланă. Ĕç пахалăхĕшĕн регионти оператор яваплă. Хальлĕхе ăна палăртман. 2018 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен тупса унпа килĕшÿ тумалла. Унччен управляющи компанипе каяш турттаракан организаци тунă килĕшÿре палăртнă чухлĕ тÿлемелле. Вĕсем хаксене мĕне пăхса хăпартаççĕ?

Çавна пĕлес шутпа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче «çавра сĕтел» йĕркеленĕ. Каяш турттаракансем унта хăйсен тăкакĕсене тĕрĕс кăтартнине пĕлтернĕ, анчах сăмахпа кăна. Вĕсене çавна ĕнентерекен документсене Патшалăх службине тăратма хушнă. Икĕ организаци — "Спецавтохуçалăх" АО тата "Спецавтохуçалăх" ООО /малалла — "САХ"/ расчетсем туса панă. Каллех — çирĕплетекен документсемсĕр. «Таса хула» ОООпа «Экоцентр» тата И.В.Филиппов уйрăм предприниматель те расчетсем илсе килнĕ. Вĕсем уçăмсăр пулнипе ыйтăва татса пама май килмен.

Патшалăх служби САХсене тĕрĕсленĕ чухне йĕркене пăснă сахал мар тĕслĕх тупса палăртнă. Калăпăр, вĕсем ăпăр-тапăр пуçтарнăшăн, турттарнăшăн илекен укçа шутне кассăн банк урлă кăларакан мĕнпур тăкакне, тĕллевлĕ кредит тÿлевĕсене йăлтах кĕртнĕ. Ку вара — бухгалтери сферинчи саккунсене пăсни. Каяш турттарас ĕçри тÿлевсене тĕрĕслесе тăрассишĕн Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Республикинчи управленийĕ яваплине шута илсе патшалăх служби çитменлĕхсем пирки унта пĕлтернĕ. Анчах лешсем ăптăр-каптăр турттаракансем хаксене сăлтавсăр /тен, пĕр-пĕринпе калаçса татăлса/ ÿстернине чарса лартас тесе нимĕн те туман. Унтан та ытларах — патшалăх служби управляющи компанисене хаксене сăлтавсăр хăпартатăр тесе янă çырусене каялла ыйтса илмелле тесе асăрхаттарнă тата çав информацие хăйĕн сайтĕнчен кăларса пăрахма сĕннĕ. Шел те, канашлăва ФАС управленийĕн ĕçченĕсем хутшăнмарĕç.

«Пĕр кубла метр каяша пуçтарнăшăн, турттарса кайнăшăн 700-1000 тенкĕ илме хатĕр организацисем те пур. Эпир мĕнпур тăкака шутласа çак хисеп 500 тенкĕ мар, 340 тенкĕрен ытла пулмалла маррине палăртатпăр», — терĕ Марина Кадилова.

Каяш турттарнăшăн 340 тенкĕ кăна тÿлемелле тусан темиçе уйăхран управляющи компанисенчен ытларахăшĕ, вăл шутра САХсем те, панкрута тухĕç текенсем пулчĕç. Мĕншĕн тесен пурин те тăкаксем тĕрлĕрен теме пăхрĕç. Вĕсене мĕнле пĕчĕклетесси пирки сăмах хускатакан кăна тупăнмарĕ.

Экологи министрĕ каяш турттарассишĕн яваплă организацисен канашласа пĕр чĕлхе тупмаллине, квитанцире уншăн тÿлемеллине уйрăм йĕркен çырмаллине палăртрĕ. Хуласенче ку ыйтупа пĕр шухăшлăх çук пулсан та ĕç майĕпен малаллах шăвать. Ял тăрăхĕнче вара ирĕк памасăрах тăкса тултарнă ăптăр-каптăр куписем çумăр хыççăн шăтса тухнă кăмпасем пекех йышланса пыраççĕ. Мĕн тумалла? Саккунпа килĕшÿллĕн айăплисене явап тыттармалла, çынсемпе ăнлантару ĕçне вăйлатмалла.

Регионти оператора палăртсан, каяш пухса тирпейлессишĕн пĕтĕмпех вăл яваплă пулсан, тен, йĕрке пулĕ?

Василий СОРОКИН

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.