Эпир пĕр йывăçран-çке, пирĕн пĕр тымар...
Ирех килекен çуркуннерен ним усси те çук. Пачах тепĕр май, ăшă кунсемпе чуна вăратса ĕлкĕрет кăна, тахăш самантра тепре вăраннă çĕре тавралăх каллех шурă юрпа хупланать. Вăхăт çитмесĕр те пахчана ĕçлеме кăлармасть пур пĕр. Пылчăк çăрăлса тарăхтарать кăна. Анчах çанталăк пирĕнтен ыйтса тăмасть: ăшăтать те, сивĕтет те. Симĕс курăк вара ăна-кăна пăхса тăмасть, вăйĕ пухăнса çитсен асфальт шăтарать те, пур пĕр хĕвел патнех туртăнать...
Нумаях пулмасть пĕтĕм тĕрĕк тĕнчи Наврус уявне паллă турĕ. Çавна май шухăш канăç памарĕ - эпир те тĕрĕксем вĕт-ха. Пĕр тымартан тухнă халăхсем пĕр-пĕрне аванах ăнланнине унччен те илтнĕччĕ-ха, халĕ ĕнтĕ хам куçпа курса ĕнентĕм. Чăнласах, тутарла е турккăлла пĕлсен азербайджанпа та, туркменпа та, гагаузпа та çăмăллăнах хутшăнма пулать. Чăваш чĕлхи кăна çак çемьерен айккинче тăрать. /Тĕрĕксенчен хăшĕ-пĕри çак сăлтавпах, тен, эпир пĕр кăкран тухнине тĕшмĕртмест те. Тепĕр тесен, вĕсене çакăншăн айăплама кирлех-ши? Несĕлĕмĕрсен кун-çулне пачах та пĕлменнисем хамăр хушăрах чылай/. Чĕлхи юрĕччĕ, эпир, чăвашсем, мăн асатте-асанне йăли-йĕркине те упраса хăварайман-çке - çакă кăмăла хуçать... Пĕтĕм тăван Наврусра савăнать, эпир çеç каллех айккинче, çак уяв пĕлтерĕшне те тĕшмĕртместпĕр.
Паллах, тахçан пирĕн несĕлĕмĕрсем те “Çĕнĕ кун” уявне - перс чĕлхинчен шăпах çапла куçать ку - чунтанах паллă тунă. Çĕнĕ çулçă тухнине, пурнăç чĕрĕлнине, пурте чиперех, ыр-сывах хĕл каçнине кура епле савăнмăн-ха? Çак куна тахçан чăваш та уявланине çирĕплетекен паллă нумай сыхланса юлнă пирĕн. Уйăх ячĕсене аса илĕр-ха - пурте тенĕ пек вĕсем ĕçпе е ăнлантарупа çыхăннă, çапла мар-и-ха? Пуш уйăхĕ - уй-хирте пуш-пушă, ака - ака-суха ĕçĕ пуçланнă, юпа - йăла-йĕрке ирттернĕ тата ытти те... Нарăс уйăхĕ мĕне пĕлтерет-ши? Паллах, несĕлĕмĕрсем тахçан Навруса уявланине. Унсăр пуçне Вăрнар тата Патăрьел районĕсенчи Нурăс салисен ячĕсем те, ман шухăшпа, çав тапхăртанах сыхланса юлнă.
Наврус тĕрĕксен - Çĕнĕ çулĕ. Анчах та çак уяв йăли-йĕрки пирĕн Сурхурие тата Мăнкуна çывăх. Çак кун ача-пăча ир-ирех килĕрен тутлă кучченеç пухса çÿрет, аслисем пĕр тăванĕ патĕнчен теприн патне кайса хăналанаççĕ. Кашни килтех питĕ тулăх сĕтел хатĕрлеççĕ.
Каç пуличчен çамрăксем юмăç яраççĕ. Çак уявра вут чĕртсе ун урлă сиксе каçасси те йăлана кĕнĕ.
Çурçĕр Кавказ хăш-пĕр халăхĕн Наврусĕ “Яран Сувар” ятлă. Çемьере çак уяв тĕлне кашнинех çĕнĕ çи-пуç янтăласа панă. Çакăн пек тума май килмесен хăть тумтир çине çĕнĕ саплăк лартма хушнă.
Наврус историйĕ авалах пуçланнă - зороастр тапхăрĕнче /ытларах - Перс империйĕнче/ ăна тĕн уявĕ пек паллă тунă. Каярахпа, çав тăрăхра ислам сарăлса вăй илсен, уяв сĕмĕ улшăннă. Тĕрĕссипе, нумай турра пуç çапакансен Наврусĕ мăсăльмансен ĕненĕвĕпе пачах та килĕшсе тăман. Анчах та шăпах вĕсем сыхласа хăварнă Нарăса /чăвашла каласан чуна çывăхрах пек/. Халĕ, тĕлĕнмелле те, пирĕнтен нумайăшĕ ăна - мăн асатте-асанне сăвапланă куна - мăсăльмансен уявĕ пек кăна йышăнать /шăпах вĕсен тĕнĕ çакна хирĕçлет пулин те/.
Уяв тĕрлĕ çĕр-шывра тĕрлĕ ятпа упранса юлнă: Наурос, Навруз, Ноуруз, Нооруз, Наурыз, Наврез, Now ruz... Халĕ ăна Иранра, Азербайджанра, Албанире, Грузире, Афганистанра, Иракра /Курдистанра/, Индире, Кăркăсстанра, Македонире, Турцире, Туркменистанра, Узбекистанра, Казахстанра, Таджикистанра патшалăх шайĕнче паллă тăваççĕ. Пушкăрт тата Тутар республикисенче Наврус вырăнти уяв шайĕнче сыхланса юлнă.
Мĕншĕн тăрăшсах çыратăп-ха çак йĕркесене - Нарăса çĕнĕрен чĕртсе тăратмашкăн чăвашăн чун хавалĕ пур пĕр çитес çук... Тĕрĕссипе, вăл пĕр вăхăт тĕнчипех хавшанă. Йăла-йĕркене упраса хăварас тесе тĕрĕк чĕлхиллĕ çĕр-шывсем чан çапма пуçланă. 2009 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче ЮНЕСКО ăна тĕнче культурин уявĕсен шутне кĕртнĕ. 2010 çултанпа, ПНО генассамблейи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, Нарăса пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Халăхсен хушшинчи уяв пек паллă тăваççĕ.
Чăваш пирки сăмах хускатрăм-ха та, эпир Нарăса чĕртсе тăратма мар, ун пирки нимех те пĕлместпĕр иккен. Тен, ахаль çынна çакăншăн каçарма та юрать-тĕр, истори çапах та пуриншĕн те интереслех мар. Анчах та Нарăспа кăсăкланса чăваш официаллă çăл куçĕсенче чакаланкаларăм та - “Çапах, тен, мĕн те пулин,” - тесе, ЧР Культура министерствин сайтĕнчи хыпар сиксе тухрĕ. 2012 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче унта “Шупашкарта азербайджансен уявне Навруса паллă тăваççĕ” тесе çырса хунă. Пĕтĕм тĕрĕк тĕнчи паллă тăвакан уяв мĕншĕн пĕр халăхăн кăна пулса юлнă - çакна кăна ăнланаймарăм...