Комментировать

25 Мар, 2017

Раççей те чăваш хĕрарăмĕнчен вĕренет

Чăваш хĕрарăмĕсем, черчен чиперуксен республикăри пур пĕрлĕхне те пĕр чăмăра пуçтарса, канашран союз йĕркелерĕç, унтан Раççей хĕрарăмĕсен союзĕн йышне кĕчĕç. Çакна палăртма кăмăллă, Ольга Зайцева ертсе пыракан пĕрлĕх çĕршыв шайĕнче çухалса каймарĕ. Хастарлăхĕпе, пултарулăхĕпе кĕçех малтисен йышне кĕчĕ, 7 регионти чи лайăх союзсенчен пĕри пулса тăчĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ — чи маттуррине çаврăнчĕ. Халĕ Раççей хĕрарăмĕсен союзĕ ытти регионти пĕрлĕхсене чăвашсенчен тĕслĕх илме сĕнет. Çак шухăша иртнĕ эрнекун Чăваш наци музейне пухăннă мероприятире палăртрĕç. Ăна республикăра иртекен Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш Енре хĕрарăм юхăмĕ вăй илнĕренпе 90 çул çитнине халалланă.

Хĕрарăмсен союзĕ — общество организацийĕ, хăйĕн ĕç-хĕлне грант пулăшăвĕпе усă курса аталантарса пырать. Республикăри куçса çÿрекен “Наци тата культура йăли-йĕркине упраса хăварса амăшĕнчен — хĕрне, ашшĕнчен ывăлне парса хăварасси” курав, “Килти килĕшÿ — çемье телейĕн чăн тÿпи” вĕрентÿ программи, “Тимлĕхпе сипле” — Чăваш Ен хĕрарăмĕсен онкочирсемпе асапланакансене социаллă пулăшупа тивĕçтерессине йĕркелес программи — пухăннисем çак проектсем епле пурнăçланса пынине тишкерчĕç.

Союз чăваш халăх йăли-йĕркине сыхласа хăварас енĕпе нумай ĕçлет. Сăмах май, çÿлерех асăннă курав республика чикки урлă тахçанах каçнă — унпа çĕршывăн тĕп хулинче те кăмăлласах паллашнă. Кăçал куравпа кашни районах çитме палăртнă. Унта халăх пултарулăхĕн тĕслĕхĕсемпе, вырăнти алă ăстисен ĕçĕсемпе паллашма пулĕ. Проект партнерĕ “Классика” академи капелли наци культурин чи паха ĕçĕсене куракан патне илсе çитерĕ. Çавăн пекех мероприятие пынисем вырăнтах маммографи тĕрĕслевĕ ирттерме, шăл сиплеме пултарĕç — куравпа пĕрле ятарлă оборудованипе тивĕçтернĕ транспорт çула тухĕ.

Юбилей çулне вара авăн уйăхĕнче пĕтĕмлетме палăртнă. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен хăнасем килессе кĕтеççĕ. Вĕсен йышĕнче — Раççей хĕрарăмĕсен союзĕн ертÿçисем.

Маргарита ИЛЬИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.