Комментировать

25 Мар, 2017

Ригăра тĕвĕленнĕ юлташлăх

Пĕлÿ илес тесе ăçта кăна çитмест-ши çын? Хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартнă çамрăка инçе çул та, ют хулара пĕлĕш çукки те хăратмасть. Хальхи çамрăксен пĕлÿ илме çăмăлрах. Ĕмĕте пурнăçламашкăн тăрăшса кăна вĕренмелле. 30-40 çул каяллахипе танлаштарсан аслă шкул та, техникум та ытларах. Кăмăла каякан профессие çывăхрах алла илме пулать. Малтан вара шкултан вĕренсе тухнă çамрăксем Совет Союзĕн тĕрлĕ хули тăрăх саланнă. Диплом илсен пĕри çавăнтах тĕпленнĕ, тепри тăван ене таврăннă. Кашнин — хăйĕн пурнăç шăпи...

Сăнÿкерчĕкри чăваш каччисене вĕренес ĕмĕт 1983 çулта аякри Рига хулине /Латви/ илсе çитернĕ. Вĕсем граждан авиацийĕн вĕçевпе техника училищинче пĕлÿ илнĕ. Шухăшласан, таçти инçетри хулара пĕр курсра икĕ чăваш пулни те — тĕлĕнмелле пулăм. Кунта вара — пиллĕкĕн! Тĕрĕссипе, пĕр вăхăтра вĕреннĕ чăвашсем тата ытларах пулнă-ха унта, вĕсем пĕр-пĕринпе çывăхрах туслашнă. Сăмах май, училищĕри пĕр ротăн командирĕ Г.Назаров та чăвашах пулнă. Унпа курсантсем тăван чĕлхепех калаçнă...

Вĕренме кĕни, йăхташсемпе паллашни çинчен Аксу районĕнчи Унтакшă ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий Александров каласа парать:

— Икĕ пичче те çар çынниччĕ. Манăн та вĕсенчен тĕслĕх илес килетчĕ. Анчах эпĕ пурнăçа авиаципе çыхăнтарас терĕм. Хамăр тăрăхра Валерий Портнов, Александр Андреев летчиксем çуралса ÿсни те хавхалантарнă мана. Кÿршĕ ачисемпе Александрпа Валерий Филипповсемпе ял çийĕн вĕçсе иртекен АН-2 самолетсене пĕрмай сăнаттăмăр. Урăх нимĕн те кирлĕ марччĕ пире çав самантра. Александрпа Валерий, чăнах та, самолетпа вĕçес ĕмĕтне пурнăçларĕç. Эпĕ те Емелькинăри вăтам шкул хыççăн Бугурусланти авиаци училищине вĕренме кĕмешкĕн Самар хулине вĕçтертĕм. Граждан авиацийĕн Атăлçи управленийĕн йышăну комиссийĕ шăпах унтаччĕ. Анчах справка çителĕксĕррине пула мана пилота мар, авиадиспетчера вĕренме йышăнчĕç. Киле таврăнса документсем çĕнĕрен пуçтарма вăхăт юлманччĕ ĕнтĕ. Йышăну комиссийĕ мана Ригăри авиаци училищине ячĕ. Ку шăпа пуль ĕнтĕ, паянхи кун та çак тĕлĕнмелле илемлĕ хулара пурăнатăп. Ригăра вĕренме пуçласан чăвашсемпе паллашрăм. Пĕррехинче курсантсем пирки пуçтарнă хутсемпе паллашма май пулчĕ. Ентешсене шыраса пăхса ларнă чухне сасартăк «Анатолий Александров» тесе çырнă папка куç тĕлне пулчĕ. Ячĕпе хушамачĕ — манăн, сăнÿкерчĕкре вара урăх каччă. Мĕнле япала ку? Тĕплĕнрех вуласан йăлтах уçăмланчĕ. Вăл Чăваш Республикинчен килнине пĕлтĕм. Ăна тупма йывăр пулмарĕ. Анатолий урлă ытти чăвашпа паллашрăм. Валерий Павлов, Владимир Данилов, Иван Павлов Чăваш Енрен килнĕччĕ.

Вĕсем пушă вăхăта яланах пĕрле ирттернĕ: хул-çурăма çирĕплетнĕ, хула курса çÿренĕ, каннă... Çапла виçĕ çул сисĕнмесĕрех иртсе кайнă. Ĕнерхи курсантсене направленипе СССР аэропорчĕсене ĕçлеме янă. Унтакшă каччи — Волгограда, Павловсем иккĕшĕ те — Саранска, Данилов — Воркутана, тепĕр Александров Шупашкара лекнĕ.

Пурте пурнăçне авиаципе çыхăнтарасшăн пулнă, анчах та самана улшăнни вĕсен кун-çулне витĕм кÿнĕ. Совет Союзĕ арканнă хыççăн çĕршыври аэропортсем юхăнса кайнă, тытса тăма укçа-тенкĕ çитменнипе нумайăшĕ хупăннă. Виçĕ çул хушшинче каччăсем пурте тенĕ пекех çемьеленнĕ, урăх çĕре куçса çĕнĕ ĕç шырама пуçланă. Кашнин шăпи тĕрлĕрен килсе тухнă.

Иван Павлов иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Шупашкарта милици тытăмĕнче ĕçлеме пуçланă, Чечняри çапăçусене хутшăннă. 25 çул шалти ĕçсен органĕсенче ĕçленĕ хыççăн подполковник званийĕпе тивĕçлĕ канăва тухнă.

Владимир Данилов, училищĕне вĕренме кĕриччен Тула сывлăш-десант дивизийĕнче хĕсметре тăнăскер, Афганистанра пулнăскер, Воркутари аэропортра нумай çул аслă авиадиспетчерта тăрăшнă. Халĕ тивĕçлĕ канура.

Анатолий Александров тăван тăрăха таврăннăранпах Шупашкар аэропортĕнче тăрăшать, тахçантанпах — вĕçев ĕçне йĕркелекен ертÿçĕ.

Валерий Павлов Саранскра виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн Шупашкара куçнă, пĕр предприятире ертÿçĕ-инженерта тăрăшать.

Балти тинĕсĕ хĕрринчи хулара вĕреннĕ чăваш каччисем çинчен каласа паракан Анатолий Александров Волгоград аэропортĕнчен Ригăна таврăннă, шалти ĕçсен тытăмне ĕçе вырнаçнă. Полици подполковникĕн званийĕпе тухнă вăл тивĕçлĕ канăва. Халĕ пĕр предприятире хăрушсăрлăх службин пуçлăхĕнче тăрăшать.

Ригăри юлташсем /пĕр ялти Павловсемсĕр пуçне/ училищĕрен вĕренсе тухнăранпах пĕр-пĕринпе тĕл пулман. Юрать халь самани улшăннă та, çыхăну хатĕрĕсем пулăшнипе тĕнчен тепĕр вĕçĕнчи çынна та тупма пулать. Анатолий Иванович юлташĕсене тĕрлĕ майпа шыранă. Тăрăшни харама кайман. Малтан Валерий Павлов «тупăннă», вăл пулăшнипе вара — ыттисем. Пĕлтĕр çĕртме уйăхĕнче, Ригăри авиаци училищинче диплом илнĕренпе 30 çул иртсен, тинех юлташсем Шупашкарта тĕл пулса пĕр-пĕрин аллине чăмăртанă, курсант пурнăçне аса илнĕ.

- Малашне тăтăш тĕл пулма калаçса килĕшрĕмĕр. Эпĕ йыхравласан пурте хăвăрт кăна пухăнма шантарчĕç, - тет Ригăра пурăнакан чăваш.

Вера АЛЕКСАНДРОВА.

Тутарстан.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.