Комментировать

22 Мар, 2017

ПĔРНЕ КĂКЛАТĂН - ТЕПРИ ӲСЕТ

Çÿç кăвакарнипе çыхăннă темĕн тĕрлĕ халап та пур. Вĕсенчен хăшĕ тĕрĕс, хăшĕ йăнăш пулнине уçăмлатар-ха.

1. Çÿç ватăлсан кăвакарма пуçлать. Ку - халап. Çÿçĕн çутçанталăк тĕсĕшĕн меланин пигмент яваплă. Шурални вăл çитменнипе çыхăннă. Çÿç пĕрисен — 25 çултах, теприсен 50-ран иртсен кăвакарма тытăнать. Ку генетикăран килет. Час-часах йăхран куçать. Щит евĕрлĕ пар ĕçĕ пăсăлсан, япаласен ылмашăнăвĕ тĕрĕс мар пулсан та çÿç ир кăвакарать.

2. Кăвакарнă çÿç хăвăртрах çитĕнет. Хăшĕсен шуралнă çÿç чăнах та хăвăртрах ÿсет. Анчах тĕпрен илсен ÿсĕм пигментацирен килмест.

3. Кăклани вырăнне кăвак çÿç темиçе те ÿсет. Çак шухăш та йăнăш. Çÿç тымартан çитĕнет, ăна кăкланă хыççăн тымарĕ пĕтмест, ун вырăнне çĕнĕ тымарсем йĕркеленме пултараймаççĕ. Хăшĕсен çÿç ытла хăвăрт кăвакарса пынăран кăна кăклани вырăнне тĕссĕр çÿç ытларах ÿссе ларнăн туйăнать.

4. Стреса пула та çÿç шуралма пултарать. Паян пăлханмалли тупăнсан çÿç ыранах кăвакарма пуçламасть паллах. Хăшĕсем канлĕ пурăнсан та ирех кăвакараççĕ. Теприсен темĕнле йывăрлăх чăтса ирттерсен те кăвакарнă пĕр çÿç пĕрчи те курăнмасть. Стресс витĕм кÿме пултарать, анчах яланах мар.

5. Кăвакарнă çÿç тата çирĕпрех. Шуралнă çÿç ыттисенчен хулăнрах, çăрарах туйăнать. Анчах вăл вăйлăрах та, çирĕпрех те мар.

6. Витаминсем çитменнипе çÿç кăвакарать. Чăн та, организма В ушкăнри, уйрăмах пантотен йÿçекĕ /В5 витамин/, çитменнипе те çÿç ытла ир шуралма пултарать. Çÿç тĕссĕрленессине вăрахлатма пулать. Кирлĕ витаминсен çăлкуçĕсем — какай, выльăх ăш-чикĕ, çуллă тинĕс пулли, мăйăр, пăрçа йышшисем, техĕмлĕ ешĕл, сăра çĕпри.

7. Кăвак çÿç сăрă тĕслĕ. Çавăн пекрех курăннă пек туйăнать-ха. Анчах та кăвак çÿç сарăрах тĕслĕ. Вăл çутăрах е тĕксĕмрех пулма пултарать. Пĕтĕмпех çÿçĕн çутçанталăк тĕсĕнчен килет.

8. Сарă çÿç тĕксĕм çÿçрен иртерех кăвакарать. Ку тĕрĕс. Брюнеткăсемпе шатенкăсен кăвак çÿç пĕрчисем аллă çулсем тĕлнелле курăнма пуçлаççĕ, блондинкăсен — хĕрĕх çулсем тĕлнелле. Сăлтавĕ — каллех меланинра. Çулсем иртнĕ май вăл йĕркеленме пăрахать те çÿç кăвакарать. Сарă çÿçлĕ çынсен меланин çуралнăранпах сахал пулать. Çапах та çутă тĕслĕ çÿç кăвакарни ытлашши палăрсах каймасть.

9. Хĕвел çинче нумай пулсан та çÿç кăвакарать. Шел те, ку чăнах çапла. Ультрафиолет пайăркисем тÿрĕ лекни ÿте ватăлтарнине пурте пĕлетпĕр. Пирĕн çÿçпе те çаплах пулса иртет. Çавăнпа специалистсем хĕвеллĕ çанталăкра çÿçе хÿтĕлеме шлепке тăхăнма е тутăр çыхма сĕнеççĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.