Комментировать

22 Мар, 2017

РАЦИОН ПУЯНРАХ ПУЛТĂР

Кăмпа. Сар кăмпапа /лисички/ çерем кăмпинче /шампиньон/ цинк нумай. Çак микроэлемент ар хăватне лайăх ÿстерет.

Техĕмлĕхсем. Вĕсем те кирлĕ витĕм кÿреççĕ. Тĕслĕхрен, чили пăрăç эндорфинсем туса кăларассине, чĕре таппине вăйлатать. Унри капсаицин япала хастарлăх кĕртет. Импĕрпе ыхра кутанари органсенчи юн çаврăнăшне лайăхлатаççĕ, эрекцие вăйлатаççĕ.

Шăккалат. Савăнăç туйăмне аталантарать. Унри кофеин хастарлăха ÿстерет. Унсăр пуçне шăккалат юн тымарĕсене сарать, чĕре таппине вăйлатать.

Пыл. Унри глюкозăпа фруктоза энергипе тивĕçтереççĕ. Бор тестостерон шайне йĕркелет, чечек тусанĕ ăна туса кăларма пулăшать.

Хĕрлĕ эрех. Унри кверцетин тестостеронăн пысăк шайне упрама пулăшать. Унсăр пуçне эрнере 4-7 бокал хĕрлĕ иçĕм эрехĕ ĕçекен арçынсен пачах ĕçменнисемпе танлаштарсан ар парĕн ракĕ аталанас хăрушлăх 52 процент чакать. Хĕрлĕ эрех инсульт хыççăн чĕрепе пуç мими сиенленесрен хÿтĕлет.

Банан. Çак çимĕçри углеводсем ар хăватне питĕ лайăх ÿстереççĕ. Бананра тата чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕшĕн яваплă магнипе кали пур.

Мăйăр. Кешью, миндаль, фун­­дук, кедр тата аçтăрхан мăйăрĕсем арлăх ĕçне паха витĕм кÿрекен Е, В витаминсемпе, цинкпа, магнипе пуян. Мă­йăрти аргинин аминойÿçек ар хăватне ырă витĕм кÿрекен азот оксидне туса кăларассине лайăхлатать.

Тинĕс çимĕçĕсем. Фосфорпа тата цинкпа пуян креветкăпа кальмар çинчен те ан манăр. Çак япаласем арçын гормонне тестостерона туса кăларма хутшăнаççĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.