Комментировать

22 Мар, 2017

Пĕчĕк ялсенче те хоккей вăй илтĕр

Ун чухне республика командине те хамăрăннисенченех йĕркелеме май килĕ

Хоккей — спортăн чи анлă сарăлнă тĕсĕ. Ку вăййа яшсем кăна мар, хĕрсем те килĕштереççĕ. Чăн та, кашни арçын çамрăк чухне хоккей лапамне тухса хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ, хастаррисем çÿç шуралсан та пăр çинчен тухма васкамаççĕ. Статистика кăтартăвĕ тăрăх — хоккейла 6-70 çулсенчи çынсем выляççĕ.

«Сокол» — пирĕн шанăç

Спортăн хĕллехи тĕсĕсене аталантарас тĕллевпе республикăра спорт объекчĕсем хута кайрĕç. 2015 çулта уçăлнă «Шупашкар-Арена» республикăри спорт мероприятийĕсен тĕп килĕ пулса тăчĕ. Унта çĕршыври пысăк ăмăртусем кăна мар, тĕрлĕ уяв-концерт та ирттереççĕ. Пăр керменĕнче хоккеистсем, фигуристсем, шорт-трекерсем хÿтлĕх тупрĕç. Конькипе ярăнма юратакансем те кунсерен унти каток çине васкаççĕ, хоккейпа кăсăкланакансем матчсене кăмăлласа çÿреççĕ.

Унччен маларах, 2013 çулта, Вăрнарта «Кристалл» кермен уçăлнă хыççăн ку районта хоккей вăй илчĕ, Вăрнар хоккеисчĕсем республика ăмăртăвĕсенче палăрма тытăнчĕç. Калăпăр, кăçал вĕсем «Ылтăн шайба» турнирăн республикăри тапхăрĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Шупашкарти «Çĕнĕ ăру» пăр керменĕ чылай çул «Спартак» хоккеисчĕсене çитĕнтерет. 1935 çулта йĕркеленнĕ «Спартак» спорт обществин ырă йăлисене паянхи кун та тытса пырать. Çамрăк спартаковецсем /8 команда, 200 çын/ республикăри тата Атăлçи тăрăхĕнчи турнирсенче лайăх результатсем кăтартаççĕ.

Çĕнĕ Шупашкарта 1975 çулта йĕркеленнĕ команда витĕр вун-вун ăста хоккеист тухнă. 1989 çулта спутник хулара пăр керменĕ уçăлсан Çĕнĕ Шупашкар хоккеистсене хатĕрлекен хула ятне тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра унта 460 ача /11 команда/ ăсталăха туптать. «Соколта» çунат сарнă Раççей чемпионĕ Константин Обрежа, çамрăксен Олимп вăййисен призерĕ Александр Протапович, Пĕтĕм тĕнче Универсиадин чемпионĕ Дмитрий Кириллов, Европа чемпионĕ Юрий Долгов тата ыттисем паянхи çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. «Кăйкăрсем» Чăваш Ен чысне Пĕтĕм Раççейри тата Атăлçи тăрăхĕнчи турнирсенче ăнăçлă хÿтĕлеççĕ. Вĕсем кашни çулах тĕрлĕ ăмăртуран медальпе таврăнаççĕ. Тĕслĕхрен, иртнĕ сезонта «Кăйкăрсем» 17 наградăна тивĕçнĕ. Арçынсен команди — Аслă лигăра, «Сокол-ЮХЛ» яшсен лигинче вăй виçнĕ. Иккĕшĕ те çиччĕмĕш кăтартупа палăрнă. «Сокол» спорт шкулне 5-6 çултанах илме пуçлаççĕ, клюшкăна тытас текенсен йышĕнче кĕçĕнреххисем те пур. Сăмахран, иртнĕ çул чи çамрăк хоккеист 4-ра пулнă. Кăçалхи сезонта 2010 çулта çуралнă ачасем пăр арени çине пĕрремĕш хут тухрĕç.

Иртнĕ çул пирĕн республикăра çĕнĕ хоккей клубĕ йĕркеленчĕ. «Шупашкар» команда ку сезонта Раççей чемпионачĕн аслă лигинче вăй виçет. Хальхи вăхăтра пирĕн ентешсем 54 вăйăра 74 очко пухнă, вĕсем турнирăн 7-мĕш картлашки çине хăпарнă. Командăра — 25 çын. Сергей Иванов, Дмитрий Обрежа тата Павел Жирнов — хамăрăннисем. Вĕсем Çĕнĕ Шупашкарти хоккей шкулĕнче çитĕннĕ, «Сокол» командишĕн вылянă. Çĕнĕ командăн капитанĕ — Игорь Кокунько. Пĕлтĕр те Белгород спортсменĕ пирĕн республикăн пĕрлештернĕ командинче чи асличчĕ. Питĕр каччи Михаил Фофанов, Сургутран килнĕ Антон Горбенко, Иркутскри Андрей Копылов иртнĕ сезонта «Сокол» чысне хÿтĕленĕ. Ыттисем те тĕрлĕ регионтан пухăннă. Иртнĕ сезонта та пирĕн командăра легионер ытларахчĕ. Чăннипе калас тăк, хамăр командăра хамăрăннисенех курас килет, ку пулăм — паянхи пурнăç палăрăмĕ. Çĕршыв командинче те «юттисем» пуррине хăнăхрăмăр ĕнтĕ.

Йыш пĕчĕк мар

Пирĕн республикăри тĕрлĕ район-хулара — 120 хоккей лапамĕ. Тĕслĕхрен, Шупашкарта — 20, Çĕнĕ Шупашкарта — 7. Районсен хушшинче ку енĕпе Елчĕк тăрăхĕ малта, унта 9 хоккей лапамĕ ĕçлет. Патăрьелпе Канаш районĕсенче — 7, Сĕнтĕрвăрринче — 5, Етĕрне хулинче — 4 лапам. Районсенче физкультурăпа спорт комплексĕсемпе юнашар хоккей лапамĕсем турĕç. Юлашки çулсенче те çĕнĕ обћектсем хута кайрĕç. Кăçал, калăпăр, Шупашкарсем валли икĕ лапам туса пачĕç, Шăмăршă хоккеисчĕсене çĕнĕ лапам парнелерĕç.

Йĕпреç районĕнчи Хурамалсем хоккей лапамне хăйсен вăйĕпе тунă. Пучинкесен спорт обћекчĕ çултан-çул кивелсе пырать пулин те ял команди темиçе çул ĕнтĕ республикăра пысăк çитĕнÿсем тăвать. Элĕкре те хоккей лапамĕ çĕнĕ, çапах Тавăтсен команди вăйлăрах теççĕ. Кашни районтах икшер-виçшер команда пур, хăшпĕр тăрăхра ытларах та. Калăпăр, Вăрмар тăрăхĕнче — 3 команда, анчах хальлĕхе вĕсем район шайĕнчен çÿлерех хăпараймарĕç. Куславкка районĕнчи Кунерти «Çамрăклăх» команда та чи вăйлисен йышне кĕреймерĕ. Сăмах май, вĕсем çулсерен кăçатă тăхăнса хоккейла выляссипе районта иртекен ăмăртура малти вырăнсене йышăнаççĕ. Патăрьелти «Олимп», Канашри «Гранит», Муркашри «Атăлçи хурчкисем», Шупашкарти «Спартак», Елчĕк районĕнчи «Елчĕк», Вăрнарти «Кристалл», Йĕпреçри «Факел» командăсене республикăра çитекенни çук.

Анчах пур район та ку енĕпе мухтанаймасть. Калăпăр, Улатăр тăрăхĕнчи «Спутник» тата «Локомотив» командăсем совет саманинче чи вăйлисем пулнă, анчах хальхи вăхăтра районпа хулара та хоккей лапамĕсем çук. Сăмах май, унти чиновниксем хоккейла вылямалли çĕнĕ кермен туса пама шантараççĕ. Улатăрти хастар хоккеистсем хальлĕхе кÿршĕ регионсене /Чулхула облаçне, Мордва Республикине/ çÿреççĕ.

2015 çулта Шупашкарта шкул лигине пуçарчĕç. Унăн программине шкул лигин чемпионатне тата Андриян Николаев кубокне кĕртнĕ. «Çак ăмăртусенче пĕрремĕш утăм тăвакансем выляççĕ. Çамрăк хоккеистсен хушшинче тренерсен пултаруллисене суйласа илме май пур», — пĕлтерчĕ «Чăваш Енри хоккейла выляма юратакансен лиги» общество организацийĕн ертÿçи Николай Пороскун. Сăмахран, шкул лигинче иртнĕ сезонра 16 шкул командисем хутшăннă.

Хоккее шкул ачисен спартакиадин программине кĕртни те спорта аталанма пулăшрĕ. Республикăри çарпа патриотизм воспитанийĕн «Юнитэкс» центрĕн директорĕ Игорь Волков каланă тăрăх — 2015-2016 çулсенче спартакиадăра 22 районпа хула командисем тупăшнă. Патăрьел, Елчĕк, Муркаш, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш хоккеисчĕсем — чи вăйлисем. Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче Чăваш Ен чысне «Олимп» /Патăрьел/, «Факел» /Йĕпреç/, «Спартак» /Шупашкар/ хÿтĕленĕ. Пирĕн хоккеистсем вĕсенче малти вырăнсене тухайман пулин те чи лайăх 10 команда йышне кĕнĕ.

2015 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра студентсен командине пĕрремĕш хут йĕркеленĕ. Ăна «Мамонтсем» ят панă. Иртнĕ сезонра вĕсем туслăх матчĕсем ирттерчĕç, кăçалтан республика ăмăртăвĕсене хутшăнма пуçларĕç. Пирĕн ентешсем çĕршыври студентсен хоккей лигинче «Бакалавр» дивизионра ăмăртаççĕ. Сăмахран, çак кунсенче Чăваш патшалăх университечĕн команди Кирово-Чепецк хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Ырă пуçару

Çĕнĕ ĕмĕрте совет саманинчи командăсене тепĕр хут чĕртсе тăратма тытăнчĕç. Калăпăр, 2015 çулта «Волга» /Чăваш Енри пĕрремĕш профессионал команда/ йĕркеленчĕ. Предприятисемпе организацисем те хăйсен командисене пухаççĕ. Калăпăр, «Тус» строительство фирмин хоккеисчĕсем «Университет» микрорайонти хоккей лапамĕнче кашни кун хатĕрленсе темиçе çул ĕнтĕ республика турнирĕсенче ăнăçлă тупăшаççĕ.

Командăсен йышĕ çултан-çул нумайланнă май республика чемпионатне хутшăнакансен шучĕ те ÿсрĕ. Сăмахран, унччен тĕрлĕ дивизионра 5-6-шар команда вылянă тăк хальхи вăхăтра вĕсен йышĕ 10 яхăн. Пирĕн республикăра Аслă лига тата Каçхи лига ăмăртăвĕсем иртеççĕ, Чăваш Ен кубокĕсемпе чемпионачĕсем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Ветерансем те пуçаруллă, командăсен хушшинче çулсерен чылай турнир ирттереççĕ. Çак кунсенче Каçхи лига ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи паллă пулчĕ. Чемпион ятне «Энергия. 20 век» çĕнсе илчĕ. Финалта «Динамăна» 3:1 шутпа парăнтарчĕ. Шупашкар команди Каçхи лигăн фестивалĕнче /вăл Сочире иртет/ республика чысне хÿтĕлĕ.

Чăваш Ен чемпионатĕнче тăватă дивизионра — «Хоккее юратакансем», «Корпоративлă» /предприятисемпе организацисен командисем хушшинче/, «Ветерансем», «Ялтисем» /ял командисен ушкăнĕ/ — 38 команда тупăшать. Сăмах май, «Хоккее юратакансем» дивизионра кăçал чемпион ятне «Тус» команда çĕнсе илчĕ.

Пирĕн республикăра хоккее аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен общество организацийĕ те сахал мар. «Хоккей ветеранĕсем» клуб вун-вун ăста спортсмена пĕрлештерет, темиçе çул каялла ачасемпе çамрăксен хоккейĕн уйрăм федерацине йĕркеленĕ. Патшалăх тата вырăнти влаç органĕсем те пуçаруллă. Тĕслĕхрен, Шупашкар хулин администрацийĕ тата ЧР Правительстви уйрăм командăсем йĕркеленĕ. Çулсерен вĕсем хăйсен хушшинче туслăх матчĕсем ирттереççĕ.

ЧР хоккей федерацийĕн ертÿçи Алексей Протапович каланă тăрăх — хоккей тусĕсен йышĕ çулсерен ÿсет, çавăнпа ăна хоккей лапамĕсем çитменни пăшăрхантарать. Спорта аталантармашкăн пăр керменсемпе пултаруллă хоккеистсем кирли куç кĕрет.

Олимп чемпионĕ Владислав Третьяк 2015 çулта Шупашкара хăнана килсен калани аса килчĕ. «Хоккей — сывă пурнăç никĕсĕ. Вăл çынна вăйлатать, сывлăха тĕреклетет. Хоккейла вылякан хастар та хăюллă, йывăрлăхран хăрамасть. Çитĕнекен ăру пирĕн спорта юратса ÿстĕр тесен кашни хулапа поселокра — спорт керменĕсем, пĕчĕк ялсенче хоккей лапамĕсем кирлĕ», — тенĕччĕ вăл.

Андрей МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.