Шупашкар варри мĕнле пулĕ?
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче строительство организацийĕсен ертÿçисемпе, архитекторсемпе канашлу ирттерчĕ.
Унта хутшăннисем Шупашкар хулине никĕсленĕренпе - 550, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитиччен тĕп хула варрине, çав шутра Хĕрлĕ лапама çĕнетессипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе яврĕç. Ăна пĕлтĕр Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕнче, ытти канашлу-пухура пĕрре çеç мар сÿтсе явнă, лапама тĕпрен юсамалли проекта кĕртме сĕнÿ чылай панă. Çывăх вăхăтра ăна хатĕрлеме пуçлĕç. Ку ĕçе пурнăçлама пурĕ 34 млн, вăл шутра кăçал 8 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.
Чи малтан Испани архитекторне Хосе Асебильо Марин профессора итлерĕç. Вăл хула варрине мĕнле курать-ха. Пушă выртакан лаптăксенче социаллă пурнăç, культура, спорт, кану об.екчĕсем çĕклеме, çулсем хывма, Мускав тата Ленин районĕсенчи «Шупашкар, 500 çул» паркпа Лакрей вăрманне тата хула варринчи кÿлмекпе унăн таврашĕнчи тÿреме пĕрлештерсе парк комплексĕ йĕркелеме сĕнет. Çак тĕллеве пурнăçлама темиçе млрд тенкĕ кирли куç кĕрет.
Вăл Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умĕнчи лапам мĕнле пулассине электрон проектпа кăтартрĕ. Керменĕн икĕ енне те уяв концерчĕ пынă вăхăтра çынсене кĕрсе ларма павильон ларттарасшăн. Схемăра К.В.Иванов палăкне асăрхамарăм. Ăна хăйĕн вырăнĕнчех хăварĕç-и, урăх çĕре куçарĕç-и - ыйтăва хуравламарĕ.
«Театр умĕнче нимле павильон та тумалла мар», - терĕ хулан тĕп архитекторĕ пулнă Сергей Лукианов. «Монолитстрой» общество директорĕ Алексей Палькин проектра кăтартнă çурт-йĕр Испани архитектурине кĕреттĕнех аса илтернине палăртрĕ. Унăн шухăшĕпе килĕшмесĕр тăма çук. Автор акăш-макăш çÿллĕ çуртсем çĕклеме сĕнет. Хаклă хăна асăрхаттарăва ытлашши сăмах вакламасăрах йышăнчĕ. Вăл проект хатĕрленĕ чух Шупашкар варрин хăй евĕрлĕхне - кÿлмеке, чиркÿсемпе мăнастирсене - упраса хăварма, Атăл çыранне çĕнĕ тĕс кĕртме шантарчĕ.
Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков та, Испани архитекторĕ те Шупашкар Чăваш Республикин тĕп хули пулнă май унăн варрине чăваш халăхĕн архитектурипе культурине тĕпе хурса çĕнетесси çинчен каламарĕç. С.Лукианов, «Проекта хатĕрлеме вырăнти архитекторсене те явăçтармалла» - терĕ.
«ТУС» строительство компанийĕн генеральнăй директорĕ Николай Угаслов шухăшĕ, «Кÿлмек йĕри-тавра, шывран 50 метр таран, нимле çурт та тумалла мар. Çынсем сарлака картлаçпа çыран хĕррине анма пултарччăр, çулла çарран шывра шăмпăлтаттарса утса çÿреччĕр. Кÿлмек çывăхĕнче апатлантару çурчĕ пулмаллах, мĕншĕн тесен паян унта уçăлса çÿресен шыв та тупса ĕçейместĕн. Калăпăшлă проекта хула варринчи çырмасенче коллектор хывас ĕçе кĕртсен тем пекехчĕ».
«Эверест» общество ертÿçи Николай Герасимов кÿлмек таврашĕнче автотранспорт лартмалли вырăн пирки пĕлесшĕн пулчĕ. Хула мэрĕ вăл Коммуналлă слобода урамĕнчен инçе мар пулассине пĕлтерчĕ.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хула влаçне 2014 çул вĕçлениччен хула варрин проектне экспертиза витĕр кăлармашкăн хатĕрлемеллине терĕ. Апла пулсан тивĕçлĕ органсен çанă тавăрсах ĕçе пикенмелле. Канашлура хула администрацийĕ хальлĕхе проектăн тĕп архитекторĕпе тата вăл ертсе пыракан ушкăнпа килĕшÿ çирĕплетнине пĕлтермерĕç. Апла пулсан Хосе Марин проектăн тĕп архитекторĕ мар. Вăл Министрсен Кабинечĕн членĕсене, хула влаçне хăйĕн сĕнĕвĕсемпе паллаштарма килнĕ. Кам тĕп архитектор пуласси çывăх вăхăтрах уçăмланĕ.
«Хула варри, вăл шутра Хĕрлĕ лапам еплерех пулĕ. Ыйтăва сÿтсе явмашкăн Шупашкарта пурăнакан кашни çын хутшăнма, хальтерех усăллă сĕнÿсем пама пултарать, - терĕ республика Пуçлăхĕ. - Раççей Президенчĕ 2012 çулта «Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитессине уявласси çинчен» Указ, Раççей Правительстви унпа килĕшÿллĕн 2013 çулта хушу кăларнине лайăх пĕлетĕр. Çавна май хула администрацийĕн проект документне хатĕрлессишĕн çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн ĕçлемелле».
ЧР ПА пресс-службин сăн ÿкерчӗкӗ