Комментировать

12 Апр, 2014

Министрсен ĕçне çапла хаклаççĕ

Халăх шухăшне тĕпчекен Пĕтĕм Раççейри центр /ВЦИОМ/ çак кунсенче Раççей Правительствин министрĕсен ĕçĕсен пахалăхне хаклакан рейтингпа паллаштарнă.

Ăна тишкернĕ май - çапларах пĕтĕмлетÿ, Раççейре пурăнакансем юлашки уйăхсенче РФ Правительствин пĕтĕм членĕн ĕçне пысăка хурса хаклама пуçланă. Нумайăшĕн рейтингĕ çулталăк çурăра самаях ÿснĕ. Çакă министрсен ят-сумĕ хăвăрт ÿссе пынă май аутсайдерсен позицийĕсем те чакнă.

Çапах малтан лайăххи пирки. Халăх ырлакан министрсенчен пĕри - Сергей Шойгу. Унăн рейтингĕ виçĕ уйăхра 4,06-ран 4,42 бала çитнĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Сергей Лавров, Раççейре пурăнакансем унăн ĕçне пуçласа "тăваттăран” пысăкрах хак панă /4,24/. Виççĕмĕш йĕркере - Владимир Пучков /3,76/.

Рейтингăн малтанхи вунă вырăнĕнче - Виталий Мутко /3,67/, Дмитрий Козак /3,61/, Дмитрий Рогозин /3,55/, Николай Никифоров /3,54/, Владимир Колокольцев /3,46/, Игорь Шувалов /3,45/, Александр Хлопонин /3,44/.

Список варринче - Александр Коновалов /3,32/, Владимир Мединский, Александр Новак /3,26-шар/, Александр Галушка, Максим Соколов /3,24-шар/, Сергей Приходько /3,23/, Юрий Трутнев /3,22/, Аркадий Дворкович /3,20/, Михаил Абызов /3,15/, Ольга Голодец /3,13/, Антон Силуанов /3,10/, Сергей Донской /3,09/, Игорь Слюняев, Денис Мантуров /3,07-шер/.

Рейтингăн юлашки йĕркисем пирки калас тăк - çÿлти позицисем савăнтарнипе танлаштарсан вĕсем тата ытларах пăшăрхантараççĕ. Пĕчĕк рейтинглă министрсен йышĕнче - Чăваш Ен Президенчĕ пулнă Николай Федоров, паянхи кун Раççей Ял хуçалăх министерствине ертсе пырать. Вăл 2,89 кăтартупа аялтан виççĕмĕш вырăнта. Раççей гражданĕсем Ял хуçалăх министерствин ертÿçин ĕçĕ пирки пĕлни-пĕлменнине çирĕплетекен цифрăсем те ырă шанăç кÿмеççĕ. Респондентсен 63 проценчĕ "Унăн ĕçĕ çинчен нимĕн те илтмен" тенĕ.

ВЦИОМ Пĕтĕм Раççейри ыйтăмсене 2014 çулхи пуш уйăхĕн 22-23 тата 29-30-мĕшĕсенче ирттернĕ. Раççейĕн 42 облаçĕнчи, крайĕсемпе республикисенчи 130 ял-хулинчи 1600 çынран ыйтса пĕлнĕ. Статистика йăнăшĕ 3,4 процентран пысăк мар.

 

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.