Комментировать

18 Мар, 2017

Иккĕмĕш анне

Элĕкри И.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта Валентина Михайлова 42 çул вырăс чĕлхипе литература вĕрентнĕ. Валентина Ивановна çут тĕнчене Элĕк районĕнчи Ярушка ялĕнче 1935 çулта килнĕ. Çемьере 6 ача пулнă. Валентина хыççăн 5 ывăл çуралнă. Асли пулнă май килти пĕтĕм ĕç хĕр çине тиеннĕ, кĕçĕннисене те куçран вĕçертмелле пулман.

1942 çултан пуçласа — Исванкăри пуçламăш, 1946 çултан Йăлкăшри çичĕ çул вĕренмелли шкулсенче ăс пухнă вăл. 1952 çулта Элĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухсан çулталăк Жданов ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ. Вунçиччĕри хĕр 4 уйăх Пăрачкав районĕнче вăрман касса тирпейленĕ. 1953 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн вырăс чĕлхипе литература уйрăмĕн студентки пулса тăнă. Ун чухнех ĕçченлĕхĕпе, çепĕçлĕхĕпе, хастарлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе палăрса тăнă. 1957 çулта çамрăксем пĕтĕм курсĕпех Алтая, çĕнĕ çерем çинче çитĕнтернĕ тырпула пухса кĕртме, тухса кайнă. Чăваш студенчĕсем унта ĕçри ăмăртура мала тухса куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялава çĕнсе илнĕ. 20 çулта хĕре Комсомол Тĕп Комитечĕн «Çамрăк çĕнĕ çĕр уçакан» паллăна тата «Çĕнĕ çĕрсем уçнăшăн» медальпе чысланă. Унсăр пуçне тăван килне 15 пăт Алтай тыррипе таврăннă.

Пединститутран ăнăçлă вĕренсе тухнă Валентина Ивановна малтанах Элĕк шкулĕ çумĕнчи интернатра воспитательницăра вăй хунă. Çав хушăрах ăна темиçе сехет урок панă. Çакăнтан пуçланнă та ĕнтĕ Валентина Ивановнăн пархатарлă кун-çулĕ. Часах классенче вырăс чĕлхипе литература вĕрентме тытăнать. Класс ертÿçи пулма та çирĕплетнĕ ăна. Çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ парас тĕлĕшпе вырăс чĕлхипе литературин кружокне йĕркеленĕ вĕрентекен. Ачасем унта хаваспах çÿренĕ. Филологи олимпиадисене, литература уявĕсене, сочинени конкурсĕсене час-часах хутшăннă. Районта, республикăра иртекен ăмăртусенче яланах малти вырăнсене йышăннă.

1964 çултан пуçласа 30 çул яхăн районти вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвне ертсе пынă Валентина Михайлова. Унăн уçă урокĕсенче учительсем пĕр-пĕрин сăнавлă ĕçлесе пухнă опычĕпе паллашнă, квалификацине ÿстернĕ, çĕнĕ меслетсемпе кăсăкланнă. Валентина Ивановна районти аслă пĕлÿсĕр учительсемпе семинарсем ирттернĕ. Районти çамрăк вĕрентекенсем валли лекцисем вуланă, педагогикăна тин килекенсене пысăк опытлă учительсем патне илсе çÿресе вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

1974-1985 çулсенче ачасен прависене сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен инспектор пулнă май хăй ертсе пыракан класри вĕренекенсен пурнăçĕ çеç мар, шкулти кашни шăпăрлан шăпи шухăшлаттарнă ăна. Уйрăмах тăлăх, çурма тăлăх ывăл-хĕрпе нумай ĕçлеме тивнĕ. Вĕсемшĕн вăл «амăшĕ» вырăнĕнчех пулнă. Кама хĕллехи пальто, атă, çăм атă... илсе памаллине лайăх пĕлсе тăнă. Ытти ялти ачасем патĕнче те час-часах пулнă Валентина Михайлова.

Хĕрарăм «Аликовский» совхозăн активлă агитаторĕсенчен пĕри те пулнă. Вăхăчĕ сахал пулин те çĕнĕ хаçат-журнал вуламасăр хăварман вăл. Унсăрăн халăх хушшине епле тухăн-ха, кружоксене мĕнле ертсе пырăн, ăслăлăхри çĕнĕлĕхсене, çĕршыври, тĕнчери хыпарсене пĕлмесĕр олимпиадăсем, конкурссем, диспутсем мĕнле йĕркелĕн? Çаксене асра тытса ĕçленĕ вĕрентекен.

1984 çулхи пуш уйăхĕнче Валентина Михайловăна СССР Аслă Канашĕн депутатне суйлаççĕ те унăн пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланать. Чылай чухне депутатăн ĕçĕ суйлавçăсене туллин курăнмасть те. Валентина Ивановна пуринчен ытла наказсене пурнăçлама тăрăшнă.

Сахал пулман унăн вĕсем: Элĕкри, Хирлеппуçĕнчи, Йăлкăшри шкул çурчĕсене хута ярассишĕн нумай тăрăшнă; Элĕкри культура çурчĕн проектне тума укçа-тенкĕ шыраса тупнă; Элĕкри вăтам шкулăн планпа пăхман икшер хваттерлĕ пурăнмалли 3 çурчĕ хăпарнă, кивĕ корпуссене юсама 20 пин тенкĕ, автобус илме пулăшнă; райбольницăн, РАПОн, ветлабораторин пурлăхпа техникине тĕреклетес тĕлĕшпе тивĕçлĕ организацисем умне ыйту лартнă — вĕсем пурнăçа кĕнĕ; çут çанталăк газĕ кĕртессипе, Шупашкар-Писĕп, Шупашкар-Ураскилт, Шупашкар-Элеккĕнушкăнь автобус маршручĕсем уçассипе тимленĕ; Вырăс Сурăмĕнче, Мăн Вылăра, Чăваш Сурăмĕнче, Крымсарайкăра шкул çĕнĕ çурчĕсем çĕклес ыйтăва хускатнă... Вăрнар районĕнчи суйлавçăсен ыйтăвĕсене те туллин тивĕçтерме тăрăшнă. «Самолет» колхозра 150 сысна усрамалăх вите хута янă, 90 вырăнлă ача садне проектлама пулăшнă. Вăрманкас çумĕнче Çавал урлă тимĕр кĕпер хывассине депутат тимленипе хăвăртлатма май килнĕ. Вăрманкасрах вăтам шкулта спортзал тума тивĕçлĕ пулăшу панă. Вăрнарти иккĕмĕш вăтам шкулта тăватă класс валли çурт туса лартнă. Йĕпреç районĕнчен те наказсем сахал мар пулнă. Электровиçев приборĕсен заводĕнче ĕçлекенсем валли 42 хваттерлĕ пурăнмалли çурт тумалли наказа пурнăçланă. Çут çанталăк газĕпе те депутат пулăшăвĕпе усă курса тивĕçтернĕ.

Депутат суйлавçăсемпе уйрăммăн та ĕçленĕ. Кашни ыйтăва май килнĕ таран татса пама тăрăшнă: пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси, хваттер илесси, вутă-шанкă, строительство материалĕсем тупасси... Ватлăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕлĕшпе те пайтах вăй хума тивнĕ. Паянхи ĕçе ырана хăварма юраман, мĕншĕн тесен каярах урăх ĕç тупăнать.

Тĕрлĕ шайри ыйтусене татса пама министерствăсен, организацисен алăкĕсене уçма тивнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинетĕнчен тухма та пĕлмен. Çав хушăрах шкултан та пăрахман. Пурнăçĕн 42 çулне çамрăк ăрăва вырăс чĕлхипе литератури вĕрентес ĕçе халалланă вăл. Вĕренекенĕсенчен вăтăр ытлашĕ учитель çулне суйланă. Паянхи кун виççĕшĕ тăван шкулĕнчех ĕçлеççĕ.

Валентина Ивановнăн мăшăрĕ Леонид Михайлович та — вĕрентекен. Икĕ ача çуратса çитĕнтернĕ вĕсем. Ывăлĕ те — истори учителĕ. Хĕрĕ Мускаври инженерипе физика институтĕнчен вĕренсе тухнă, ăслăлăх академийĕн инженер-математикĕ пулнă, халĕ Америкăра пурăнать. Валентина Михайловăн тăватă мăнукĕ те аслă пĕлÿ илнĕ.

Валентина Михайлова 8 теçетке урлă каçнă пулин те пурнăç таппинчен юлмасть. Ăна час-часах район библиотекинче курма пулать. Шкул ачисемпе тĕлпулусем ирттерет. Ваттисен шкулĕн хастар членĕ тавра пĕлÿ музейĕнче те — кĕтнĕ хăна.

Мария СОКОЛОВА,

Элĕкри И.Яковлев ячĕллĕ шкулăн 11-мĕш класс вĕренекенĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.