Комментировать

16 Мар, 2017

Республикăра çурхи ĕçсем пуçланнă

Ака-суха çывхарса килнĕ май "хĕрӳ тапхăра" хатĕрленсе ирттерессипе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район-хула администрацийĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх — кăçал тĕрлĕ культурăна 585 пин гектар çинче акса-лартса хăвармалла. Ку иртнĕ çулхинчен 8,7 пин гектар ытларах /1,5 процент/. Патшалăх республикăри аграрисене пулăшма 2256,8 млн тенкĕ уйăрмалла /пĕлтĕрхинчен 6,7 процент нумайрах/.

Хальхи вăхăтра хуçалăхсене 220 млн тенкĕ куçарса панă е иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 8 хут ытларах. Çывăх вăхăтра субсиди илекенсем патне 47,6 млн тенкĕ çитмелле.

— Çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленесси планпа килĕшӳллĕн пулса пырать. Хăшпĕр муниципалитетăн вара ĕçе лайăхлатмалла. Лару-тăрăва куллен тĕрĕслесе тăратпăр. Çуркунне ир килнине пăхмасăр ака-суха йĕркеллĕ иртмелле, – тенĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

Çураки çывхарнă май ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси те çивĕч тăрать. Пĕлтĕр 27,3 пин гектар сухаласа акма май килнĕ. Анчах тепĕр 72,4 пин гектара "ĕçлеттермелле". Ку сухаламалли лаптăксен 9,6 проценчĕ. Канаш /9,9 пин гектар/, Сĕнтĕрвăрри /7,6 пин/, Улатăр /6,6 пин/, Элĕк /6,3 пин/, Муркаш /5 пин/ тăрăхĕсенче хуçасăр çĕр уйрăмах нумай. Çав хушăрах Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă районĕсенче кашни гектарĕпе туллин усă кураççĕ.

— Çĕр — халăх пурлăхĕ, унăн çынна усă кӳмелле. Юхăнса выртакан лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртессипе чăрмав пулмалла мар. Усă курман çĕрсене туртса илме ирĕк пур. Суд урлă илнĕ тĕслĕхсем Элĕк, Муркаш районĕсенче пур. Инвесторсем ĕçлеме килĕшеççĕ. Чăрмавĕ хамăртах, ĕçлес килменнинче, – палăртнă республика Пуçлăхĕ. Тĕрлĕ район ертӳçисен ĕçĕ-хĕлне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ кăтарту тăрăх хаклассине те каланă вăл.

Республикăра çурхи ĕçсем пуçланнă ĕнтĕ. Улатăр районĕнчи ял хуçалăх организацийĕсем кĕрхи культурăсене апатлантараççĕ. "Новь" пĕрлешӳпе Н. Назарова фермер хуçалăхĕн уй-хирĕнче ир-ирех техника кĕрлени илтĕнет. Вĕсем 450 гектар çинчи кĕрхи тулла удобрени сапаççĕ. Юр ытлашши ирĕлмен-ха, трактор çăмăллăнах чупать. Района 474 тонна удобрени, 334 тонна аммиак селитри кӳрсе килнĕ. Улатăр тăрăхĕнчи хуçалăхсен вăрлăх çителĕклех, 2803 тонна янтăланă. Çав шутра кондицилли 60 процент. Элита, репродукциллĕ вăрлăх та илме палăртнă.

Патăрьел районĕнчи "Батыревский" улма-çырла питомникĕнче 65 гектар çинче кĕрхи культурăсен лаптăкне удобрени сапнă. Районта 5057 гектар çинче кĕрхисене апатлантармалла. Хальлĕхе 400 тонна удобрени кӳрсе килнĕ.

Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне республикăри аграрисене çураки ирттерме вăрлăх 49 966 тонна /103 процент/ хывнă. Çав шутра кондицилли 38 202 тонна /78 процент/. Акма юрăхлă вăрлăх Вăрнар, Элĕк, Канаш, Комсомольски, Пăрачкав, Вăрмар, Шупашкар, Елчĕк районĕсенче самай. Куславкка енче вара çурри те çук.

Минерал удобренийĕ 20 пин тонна кирлĕ пулать. Анчах ăна 32,5 процент кăна хатĕрленĕ. Вăрнар районĕнче кăтарту 94,6 процентпа танлашнă. Элĕк тăрăхĕ хĕл ыйхинчен вăранайман курăнать, кунта ăна 7,7 процент чухлĕ кăна янтăланă.

Хуçалăхсенче дизтопливо — 42,8, бензин 34,4 процент пур. Канаш енче çунтармалли-сĕрмелли материалсене саппаслăх та хатĕрленĕ. Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Муркаш районĕсенче вара сахал.

Асăннă вăхăт тĕлне тракторсен — 91, сеялкăсен — 91, плугсен — 92, культиваторсен 89 проценчĕ юсавлă.

Лариса НИКИТИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.