Комментировать

16 Мар, 2017

Тăпра пулăхне пуянлатма

Çураки çывхарса килет. Çавна май хресченĕн ĕç палăрмаллах хушăнать. Тухăç çĕр пулăхĕнчен, технологие пăхăнса вăй хунинчен нумай килет. Хуçалăхсенче выльăх йышĕ чакса пынă май лаптăкра удобренипе ытларах усă курма тытăнчĕç. Анчах ăна та виçине пĕлсе хывмалла: сахалли те, ытлашши те тухăçа палăрмаллах чакарать.

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх — 2016 çулта республикăра уй-хире минерал удобренийĕ кăларасси ӳснĕ. Ял хуçалăх организацийĕсем 1 гектар çĕре 29,7 кг хывнă /2015 çулта — 27,7 кг/. Акакан-лартакан лаптăксем çинче /53,9 проценчĕ/ минерал удобренийĕпе усă курнă /2015 çулта — 48,9 процент/. Вăл ытларах азот /65 процент/, кали /18,1/, фосфор хутăшĕнчен /16,9/ пулнă.

Хуçалăхшăн чи йӳнĕ удобрени — органика. Шел, выльăх-чĕрлĕх йышĕ чакнипе унпа сахалрах усă куратпăр. Иртнĕ çул сухаласа акакан лаптăкăн 16,8 процентĕнче кăна органика хывнă /2015 çулта — 13,9/. Пĕр гектара 2,4 тонна тивнĕ /2015 çулта — 2,2/.

Специалистсем палăртнă тăрăх — пирĕн тăрăхри çĕр çинче 1 гектартан 150-200 центнер çĕрулми туса илмешкĕн 240-300 кг минерал удобренийĕ кирлĕ. Пĕлтĕр кăтарту 246, 8 кг çитнĕ. Пахчаçимĕç культурисен тухăçне хăпартма 1 гектар çине 20-40 тоннăран кая мар органика удобренийĕ кăлармалла. Ку енĕпе вара лару-тăру йывăртарах, пурĕ те 1,4 тонна çеç пулнă.

Çĕр пулăхне пуянлатассипе республикăри хуçалăхсем мĕнле ĕçлесе пыраççĕ-ха?

Роберт Петров, Вăрнар районĕнчи "Санары" агрофирма ертӳçи:

— Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усраманнипе органика çук. Кĕркунне сухалас умĕн 1 гектар çĕре 150 кг хлорлă кали хыватпăр. Çавăн пекех иртнĕ çул пусă çаврăнăшне çу çарăкне кĕртрĕмĕр. Вăл горчицăран та вăйлăрах çитĕнет. Çумкурăка сарăлма памасть, хупласа лартать, чир-чĕре, хурт-кăпшанкăна пĕтерет. Çавăнпа малашне ăна ытларах та акасшăн. Çуркунне эпир 1 гектара 300-350 кг диаммофоска удобренийĕ кăларатпăр. Унччен 500 кг хывнăччĕ. Халĕ чакартăмăр. Мĕншĕн тесен чĕртавар пахалăхне япăхлатать. Çĕрулми анине микроэлементсемпе пуянлататпăр, чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен сыхлатпăр. Наукăна пăхăнса ĕçлесе пыма тăрăшатпăр. Тухăçа ӳстерме 1 гектара 600-700 кг минерал удобренийĕ хыватпăр. Выльăх-чĕрлĕх усрасан та органикăпа кăна çĕр пулăхне хăпартаймăн. Çапах кирек мĕнле удобренипе, химикатпа пĕлсе, виçеллĕ усă курмалла. Иртнĕ çул пирĕн çĕрулмине Хусана хĕлĕпех турттарчĕç. Мĕншĕн тесен çимĕç экологи тĕлĕшпе паха.

Алексей Селиванов, Комсомольски районĕнчи "Слава картофелю" агрофирмăн тĕп директорĕн заместителĕ:

— Агрофирма пусă çаврăнăшне пăхăнса ĕçлесе пырать. Уй-хире тăватă пая уйăрнă. Халĕ ĕлĕкхи пек тислĕк сапаламастпăр. Ăна уй-хире кăларма тăкаклă. Ун вырăнне сидератпа усă куратпăр: донник, çу çарăкĕ. Вĕсем те çĕре лайăх пуянлатаççĕ. Кĕркунне уйхир пушансан сидерат культурине акатпăр. Кайран ешĕл курăка сухаласа çĕре хыватпăр. Çавăнпа минерал удобренийĕпе нумай усă курмастпăр, 1 гектара 150 кг каять. Сидерат экологи тĕлĕшпе таса, чир-чĕрсĕр çимĕç туса илме май парать. "Иккĕмĕш çăкăр" 1 гектартан 30-32 тонна тухать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.