Комментировать

15 Мар, 2017

ШĂЛАН ТЫМАРĔПЕ КУПĂСТА ТУНИ

Пӳрере, шăк çулĕсенче фосфат чулсем пухăнас хăрушлăх пулсан тата вĕсем пур чухне диетăна пăхăнмалла. Фосфат чулсем ытти тĕрлисенчен çемçерех. Çавăнпа вĕсене ирĕлтерсе кăлармалли рецептсемпе усă курни лайăх витĕм кӳрет.

  •  Шăланăн /шиповник/ вĕтетнĕ типĕ 100 грамм тымарне 40 процентлă çур литр шурă эрехе ямалла, хупăлчапа çăтă хупса тĕттĕм вырăна виçĕ эрнене лартмалла. Çак тапхăрта савăта пĕр хут силлесе илмелле. Сăрăхтармалла та хупă савăтпа сивĕ вырăна лартмалла. Кунне 4-5 хут апат умĕн 25-30-шар тумлам настойкăна шывпа сыпса ĕçмелле.
  •  Спиртлă эмел ĕçме юрамасть пулсан шывпа хатĕрлеме пулать. Шăланăн вĕтетнĕ типĕ 6 апат кашăкĕ тымарне вĕресе сивĕннĕ 3 стакан шыва ямалла. Вăйсăр çулăм çинче вĕреме кĕртмелле те 15 минут вĕретмелле. Илсен 30 минутран сăрăхтармалла. Холодильникре упрамалла. Шĕвеке кунне 3 хут апат хыççăн пĕр сехетрен 1-ер стакан ĕçмелле.

Ун хыççăн упа çырлин /толокнянка/ шĕвекне ĕçмелле. 3 апат кашăкĕ курăка пӳлĕм температуриллĕ вĕренĕ 3 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче шĕвекĕн пĕрре-виççĕмĕш пайĕ хухиччен тытмалла. Вĕриллех сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ — 3 эрне.

  •  Шурă купăстан туни-тымарне вĕтĕ вакламалла, типĕтмелле, кофе арманĕпе авăртмалла. Порошока типĕ çатма çине хурса кĕл пуличчен хĕртмелле. Пăрса хупмалли хупăлчаллă кĕленче банкăра упрамалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1 чей кашăкĕ порошока шывпа сыпса ĕçмелле.
  •  Хими им-çамĕ сапмасăр ӳстернĕ çĕрулмине лайăх çумалла, хуппине çӳхен шуратмалла. Тулли икĕ ывăç хуппа шыва ярса çемçеличчен пĕçермелле. Пусма татăкĕ витĕр сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ — 2 эрне.
  •  Вĕтетнĕ типĕ хурăн çырли /земляника/ çулçине 1 апат кашăкĕ илсе вĕресе сивĕннĕ 2 стакан шыва ямалла. Вăйсăр çулăм çинче вĕреме кĕртмелле те 15 минут вĕретмелле. Çулăм çинчен илсен савăта ăшă чĕркесе 3 сехет лартмалла. Сăрăхтармалла. Кашни кун çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ — 2 эрне.
  •  Эмальленĕ савăта вĕтетнĕ типĕ 3 апат кашăкĕ сысна курăкĕ /спорыш/ хумалла, тин вĕренĕ 1 стакан шыв ямалла. Хупăлчапа витсе 15 минута вĕрекен шыв мунчине лартмалла. Илсен 45 минутран сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Малтанхи виçине çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Шĕвеке холодильникре икĕ талăк упрама юрать. Кунне 2-3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле.

Шĕвек пӳре, шăк хăмпин чирĕсенчен, пӳрере чул пулсан, гипертонирен, тĕрлĕ сăлтава пула ӳт тăртаннинчен, геморрой чухне тата амалăхран юн кайнинчен пулăшать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.