Комментировать

12 Апр, 2014

Кукăр алăллă аппасем

Сăпайлăх, ĕçченлĕх, тÿрĕ кăмăллăх - çак пахалăхсем чăваш хĕрарăмĕшĕн яланах кăтартуллă пулнă. Шел, юлашки вăхăтра кутăнла тĕслĕх те сайра мар.

Нумаях пулмасть 57 çулти Антонина Лукина тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе суда ярса патăмăр. Пĕлĕшĕ патĕнче вăл час-часах пулнă та - ăçта мĕн выртнине лайăх пĕлет. Çиес килнĕ-ши - ун патне кайнă. Алăк çинче - çăра. Антонина веранда чÿречин кантăкне ватнă та аллине чиксе ярса алăк çекĕлне вĕçертнĕ. Шала кĕрсен холодильникре мĕн пур - йăлтах хутаçа тултарнă: авăртнă аш, услам çу, майонез, помидор, çăмарта. Тухма тăнă та - ăна хирĕç икĕ хĕрарăм кĕнĕ. Курчĕç вĕт! Тепĕр тесен вĕсем Антонина кунта килнин сăлтавĕпе кăсăкланса тăман, хăйсемпе пĕрле чĕннĕ. Пĕлĕшĕ патне кайнă, анчах вăрланă апат-çимĕçпе сăйланса ĕлкĕреймен, ÿсĕр Лукина çывăрса кайнă.

Вăл вăрра кĕнĕ çурт хуçи килне таврăнсан холодильникри çимĕçсем çухалнине тÿрех асăрханă. Урама чупса тухнă, ун патĕнче Антонина пулнине пĕлнĕ... Халь хĕрарăмăн суд умне тăма тивет. Вăл маларах та уголовлă майпа айăпланнă, ун чухне те тăван ялĕнчи пĕр çуртран 1,5 литр сăмакун тата шăнтнă 3 пулă вăрланă. Çакăншăн ăна 2 çуллăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă. Хальхинче ял-йышпа сыв пуллашма тиветех пуль.

46 çулти Любовь Ивановăн приговорĕ вара паллă ĕнтĕ - 200 сехет обязательнăй йĕркепе ĕçлемелле. Вăл та кукăр алăллă пулнăшăнах суд умне тăчĕ.

Çав кун хĕрарăм темиçе çĕрте эрех ĕçнĕ. Килне таврăннă чух çула май кÿршĕ ялти хĕр тусĕ патне хăнана кĕнĕ. Тусĕ çук иккен, упăшкипе Мускава ĕçлеме тухса кайнă, анчах амăшĕпе пиччĕшĕ килтех, вĕсем те хăнана эрехпе сăйланă, çул çине сигарет, çăкăр панă. Иванова вара тав тăвас вырăнне диван çинчи компьютер планшетне вăрттăн илсе хутаçа чикнĕ.

Кил хуçи хĕрарăмĕн ачисем таврăнсан планшета шырама тытăннă - ниçта та çук. Кукамăшĕ çуртра хăна пулнине аса илнĕ: тем тесен те çавă! Мăнукĕсем Мускава ашшĕ-амăшĕ патне шăнкăравланă, вĕсем телефонпа Любăпа çыхăннă - компьютера тавăрса пама сĕннĕ. Лешĕ шалт та палт тунать. Преступлени пирки полицие евитлеме тивнĕ. Çакăн çинчен пĕлсен Иванова планшета тĕп сакайне пытарнă. Анчах пакунлисем ăна унта та тупнă.

Айăпĕ куç кĕрет пулин те хĕрарăм ют пурлăха вăрланине йышăнман. Хăй ăнлантарнă тăрăх - вăл хĕр тусĕн пĕчĕк ывăлне пÿрте таса мар атăпа кĕнĕшĕн, йĕркесĕр пулнăшăн çапла тавăрма тĕв тунă имĕш, планшета кайран тавăрса парасшăн пулнă-мĕн. Анчах компьютера темшĕн-çке пĕр эрне пырса паман. Çийĕнчен хăйĕнпе пулнă хĕрарăма унăн хутаçĕнче планшета курни çинчен ан шарла тесе шăнкăравласа асăрхаттарма та манман.

Суд унăн айăпне çирĕплетрĕ. Приговора пурнăçласа Ивановăн ял тăрăхĕн территорине тирпейлемелле. Ĕçрен пăрăнсан ирĕклĕхпе сыв пуллашма тивĕ.

 

 

Тăвай районĕн прокурорĕ,

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.