Комментировать

11 Мар, 2017

Капкăнран сыхланмалла

«Тĕлĕрсе кайнăччĕ. Смс-çыру килнĕ сасă вăратрĕ. Ыйхăллăскер ăна куçа аран уçса вуларăм. Унта банк карттине блокировка тăвасса систернĕ. Пулăшма шантарнă. Ыйтусемпе асăннă телефонпа шăнкăравламаллине каланă. Икĕ кунтан шалу килмелле-çке, укçасăр епле пурăнăп-ха? Çийĕнчех шăнкăравларăм. Çамрăк пулăшма шантарчĕ. Банк карттин номерĕсĕр пуçне умри-хыçри цифрăсене, паспорт номерĕсене тĕпчерĕ. Мĕн ыйтнине пĕтĕмпех пĕлтертĕм. Калаçу вĕçленсенех шартах вăранса кайрăм. Хам мĕн туса хунине ăнлантăм та хăвăртрах тумланса банкăн çывăхри уйрăмне чупрăм. Ара, куçăн улталаççĕ вĕт! Çаратаççĕ! Чăннипе банкран шăнкăравласан кун чухлĕ информаци нихăçан та ыйтман! Юрать-ха укçа «ураланайман». Ултавçăсем ĕлкĕриччен карттăсене хам хупса хутăм. Ĕç укçи куçаканнисĕр пуçне вара кивçенле пани — кредит картти — те пур. Ахаль те 30 пин тенкĕ таран хумалла. Тата 30-шне хырса кайсан мĕнле тÿлесе татăттăм? Ухмах та айван пулнишĕн хама-хам вăрçса пĕтерейместĕп. Чутах инкеке лекеттĕм вĕт!» — лăпланма пĕлмесĕр каласа кăтартрĕ тусăм.

Чăн та, ултавçăсен аллинчен вăхăтра тухма ĕлкĕрнĕ вăл. Юрать-ха капкăна çакланнине çийĕнчех тавçăрнă. Анчах çакна сиссе-ăнланса ĕлкĕрейменнисем те темĕн чухлех-çке. Ахальтен-и шăпах «контактсăр ултав» серепине лекекенсен йышĕ ÿссех пырать.

2016 çулта çеç вĕсен йышĕ 3 хутчен ÿснĕ. 2015 çулта кунашкал 644 тĕслĕхе шута илнĕ пулсан, пĕлтĕр — 1934. Пĕтĕмĕшле тăкак виçи — 60 млн пин тенкĕ ытла. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче çеç çынсем «контактсăр» мелпе 96 хутчен улталаннă. Шанма, ĕненме хăнăхнă çав эпир. Уçă кăмăлăмăр та иксĕлми. Çавна пулах инкеке лекетпĕр те.

Мĕнле кăна улталанмастпăр-ши! Нумайăшĕ Интернетра тавар сутасси-туянасси çинчен пĕлтерÿ вырнаçтарать. Ку та капкăна çакланмалли меслетсенчен пĕри. Чи анлă сарăлни темелле ăна. Укçа-тенке куçарма чылай чухне банк карттин номерне ыйтаççĕ-çке. Çакă сисчĕвлентермест те. Сăтăрçăсен аллине нумайăшĕ шăпах виртуаллă уçлăхри лавкка-пасарта лекет те. «Мобильнăй банкпа», сиенлĕ программăсемпе те анлă усă кураççĕ саккуна пăсакансем. Чылайăшĕ телефон çине «мобильнăй банк» вырнаçтарать вĕт. Ăна антивирус программипе тивĕçтермеллине вара аса та илмест. Тепĕр чухне «900» номерпе яракан иккĕленÿллĕ смс-çырусене те шансах пĕтермелле мар-мĕн. Ултавçăсем ăна «çăварлăхламалли» мел те тупаççĕ. Вĕсемех социаллă сетьсенчи страницăсене те çĕмĕреççĕ. Пĕр-пĕр хаклă парнене тивĕçни пирки пĕлтерсе савăнтараççĕ тата...

Хăпартланнă самантра халăх тÿлевсĕр сыр шăши капкăнĕнче çеç выртнине аса та илмест. «Хисеплĕ абонент! Эсир паян «Лексус» выляса илнĕ» е «Сирĕн çак самантра çеç вунă миллион тенкĕ выляса илме май пур. Пĕр ансат ыйтăва çеç хуравламалла» йышши çырусем, пытармăп, ман патăма та пĕрре мар килнĕ. Анчах вĕсене çийĕнчех хуратса тăкатăп. Тепĕр чухне тем пекех ĕненессĕм килет те — ара, тÿперен çумăр пек ÿкекен, хĕвел пайăркипе сăрхăнакан пулăшăва илме кам хирĕç пултăр — çук, кăмăлăма ирĕке ямастăп. Ухмаха тăратса хăварма хăтланнине пĕлетĕп. Çынсем вара шанаççĕ-ха, пĕлĕвне тĕрĕслесе укçаллă пуласса та, хаклă машинăшăн налук тÿлесен чаплă тимĕр урхамахпа катаччи чупасса та кĕтеççĕ.

Акă Çĕнĕ Шупашкар арçынни те шăнкăравласа вăл хаклă автомашинăна тивĕçнине пĕлтерсен ку ултав иккенне шухăшлама та пултарайман. 92 пин тенкĕ налука тÿлеме те çийĕнчех килĕшнĕ. Кĕсйинче кун чухлĕ нухрат пулманран пиччĕшĕ патне васканă. Анчах тахçанах тăватă урапаллă транспорт туянма ĕмĕтленекен шăллĕне тăванĕ нухрат парайман — енчĕкĕ пушă вĕт. Апла пулин те кивçенле пулăшма май тупнă — банкран 100 пин тенкĕ кредит илсе панă. Ăна асăннă счет çине куçарсан, паллах, «Лексус» шантаракансем çухалнă.

Ытти нумай мелпе те усă кураççĕ ултавçăсем. Кусем — анлă сарăлнисем темелле. Час-часах усă кураканнисен йышĕнче, паллах, çÿлерех асăннă евĕр тĕслĕх те нумай. «Банк карттине блокировка тунине сирме» сĕнекенсем — темĕн чухлех. Ваттисем çеç мар, çамрăксем те нумай улталаннине те асăнмалла. Вĕсен е кусен асăрхануллăрах пулмалла тени вырăнсăр. Сисчĕвлĕхе никамăн та çухатмалла мар.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.