Чĕкеç аппа кĕрĕвĕ
Чăваш халăх поэчĕ Александр Алка çуралнăранпа 100 çул çитрĕ
Эпĕ Комсомольски район хаçатĕнче 1967 çул вĕçĕнче, çартан таврăннă хыççăн, ĕçлеме пуçларăм. Редакцин ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Петĕр Эреверт /Петр Печников/, Юрий Скворцов корреспондент тата эпĕ, тĕп редактор çумĕ, район центрĕнче Митюкова Хвекля аппа патĕнче пурăнаттăмăр. 1969 çул пуçламăшĕнче Хвекля аппа пÿртне сутса Çĕнĕ Шупашкара ывăлĕ патне куçса кайрĕ. Пирĕн çĕнĕ хваттер шырамалла пулчĕ. Мана Дмитрий Артюшкинпа унăн мăшăрĕ Санюк аппа пурăнма кĕртрĕç. Петĕрпе Юркка ватăлнă Мария Самарина патĕнче кĕтес тупрĕç. Комсомольскинче /Аслă Каçалта/ çав хĕрарăма Чĕкеç аппа тесе чĕнетчĕç. Вăл тахçанах тăлăха тăрса юлнăччĕ. Петĕрпе Юрккана хваттере кĕртиччен карап пек пысăк пÿртре вăл пĕчченех пурăннă. Хăй каланă тăрăх, унта тахçан районти çыхăну уйрăмĕ ĕçленĕ.
Ĕçри юлташăмсен хваттерне тăтăшах çÿренипе эпĕ Чĕкеç аппапа хăвăрт паллашрăм. Пĕррехинче, утă уйăхĕн варринчи çутă ир, унăн алăкне шаккама тÿр килчĕ. Алăка вăтăр çулалла çитнĕ палламан пĕр арçын уçрĕ.
- Александр Бачков, - терĕ алă парса.
Вăл вырăсла пуплерĕ. Эпĕ унăн ыйтăвĕсене чăвашла хуравларăм. Ун çине тĕсесе пăхрăм.
- Александр Алка сăвăç пекех-çке эсир, - терĕм ăна.
- Эсир йăнăшмарăр. Эпĕ - Александр Егорович Алкан ывăлĕ, Мария Самаринăн мăнукĕ, - хуравларĕ вăл.
- Эсир Бачков хушаматлă-çке. Мĕншĕн Алка мар? - тĕлĕнтĕм унран.
- Эпĕ çуралнă чухне атте Бачков хушаматлă пулнă, каярахпа çеç вăл хушма ят илнĕ, - ăнлантарчĕ Саша.
Çакăн хыççăн ăна Чĕкеç аппа патĕнче темиçе хутчен те куртăм. Вăл кукамăшĕ патне Шупашкартан час-часах килсе çÿретчĕ. Унăн йăмăкĕпе Светланăпа та паллашма тÿр килчĕ. Сăн-пуçĕпе вăл пĕрре те пиччĕшĕ пек марччĕ. Каярахпа эпĕ Светланăн ашшĕ Александр Алка мар, урăх çын пулнине ăнкартăм. Чĕкеç аппапа юнашарти кирпĕч çуртра унăн кĕçĕн хĕрĕ Рита Северова пурăнатчĕ. Сашăпа, Светланăпа, Чĕкеç аппапа калаçса Алкан кил-йышĕн историне пĕлтĕм.
Александ Егорович Тутарстанăн хальхи Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче 1913 çулхи чÿкĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. Ача чухне, чи тертлĕ çулсенче, ашшĕсĕр тăрса юлнă. Амăшĕ ăна Хусанти ача çуртне леçнĕ. Александр ача çуртĕнче çитĕничченех пурăннă. Кунта вăл пуçламăш тата вăтам шкулсене пĕтернĕ. Чăваш педагогика техникумĕнчен вĕренсе тухса диплом илнĕ. Ун хыççăн вăл Чăваш Республикине килме кăмăл тунă, ялсенчи пуçламăш тата вăтам шкулсенче учительре ĕçленĕ. 25-ре чухне Чăваш педагогика институтне пĕтернĕ. Çакăнта вăл Аслă Каçал хĕрĕпе Елена Самаринăпа паллашнă. Лена çеçпĕл çеçки пек чипер, йăрăс пÿллĕ, йăваш пулнă. Александр та унран ÿксе юлман: каччă илемлĕхĕпе, хăюлăхĕпе, вĕри юратăвĕпе, çивĕч ăс-пуçĕпе палăрнă. Вĕсем институтра вĕреннĕ чухнех пĕрлешнĕ. Иккĕшне те Етĕрнери педагогика техникумне ĕçлеме янă.
Телей шăл çĕмĕрсе кĕме васкаман - Лена хăвăрт аталанакан ÿпке чирĕпе нушаланнă. Уяр кун аçа çиçĕм пек килсе çапнă çак инкек Бачковсене. Лена çемьепе пурăнма май çуккине ăнланнă, тăван ялне каялла таврăннă та Етĕрнене кайма килĕшмен. Çав вăхăталла Алка паллă сăвăçсен ретĕнче шутланнă. Пĕрремĕш сăввисем Хусанта тухса тăнă «Утăм» альманахра пичетленнĕ. 1938 çулта Александр Алка СССР Писательсен союзĕн членĕ пулса тăнă.
Сăр çинчи пĕчĕк хулара Бачков-Алка нумайлăха пĕччен тăрса юлнă. Лена пĕр уйăхран та Етĕрнене таврăнман. Кунта унăн йăмăкĕ Лючча çÿреме пуçланă. Сисмесĕрех Людмилăпа Александр пĕрлешнĕ. 1939 çулта вĕсен ывăл çуралнă. Ачана Саша ят хунă. Лена Алкана йăмăкĕпе çемьеллĕ пурăнма чăрмантарман. Часах вĕсем хут уйăрттарнă. Апла пулин те Люда Етĕрнене куçма васкаман. Аслă Каçалта /1939 çулта унăн ятне Комсомольски тесе улăштарнă, район центрĕ туса хунă/ ача садĕнче воспитательре ĕçленĕ.
Çав çулах кĕркунне Александр Алкана çара илнĕ. Салтак вăхăчĕ 1945 çулчченех тăсăлнă. Алка йывăр çак вăхăтра та литература ĕçне пăрахман. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланиччен 1940 çулта, Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Хĕвеллĕ ир» сăвăсен пуххи пичетленнĕ. Фронтра вăл саперсен ротин командирĕ пулнă, тăватă хутчен аманнă. Хĕрлĕ Çăлтăр, Хĕрлĕ Ялав, II степень Тăван çĕр-шыв вăрçин орденĕсене - икшер, «Паттăрлăхшăн», «Берлина илнĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ.
Тертлĕ те юнлă кунсенче вăл «Аса ил-ха, юлташăм!», «Аманнисене курсан», «Тăван тантăш тăпри çинче», «Хăюлăх», «Шухăшласан», «Ырă ят», «Атăл каччи», «Днепр», «Одăр çинчи çапăçу», «Çĕнтерÿ ялавĕ», «Вена вăрманĕ», «Дунай хумĕсем» сăвăсемпе поэмăсем çырнă, «Чăваш коммуни» хаçатпа «Илемлĕ литература» альманахра пичетленнĕ. Кайран «Тăватă çулталăк» /1947/, «Сăвăсемпе поэмăсем» кĕнекесем тухнă.
Мăшăрланнă пулсан та Александрпа Людмила хушшинче «пăтă пиçмен». Арăмĕ упăшки патне фронта çырусем çырнă. «Александр Егорович фронтра чухне арăмĕнчен илнĕ пĕр çырăва виличченех упрарĕ. «Пĕрех хут эсĕ пуç хурсан кун пек пĕчĕк укçа мар, пысăкрах илĕттĕм», - тенĕччĕ унта. Çак сăмахсем Алка чĕрине вут пек çунтарнă. Çыру икĕ çын хушшинчи çыхăнăва татнă. «Çакăн хыççăн манăн чун сивĕнчĕ», - тетчĕ Александр Егорович. Вăйсăррăн тĕлкĕшекен юрату кăварĕ сÿннĕ», - аса илетчĕ Чăваш халăх поэчĕ Георгий Ефимов.
Чĕкеç аппа сăвăçа икĕ хĕрне те качча парса та кĕрĕвне телейлĕ тăвайман. Эпир унпа Александр Алка пирки сахал мар калаçнă. «Кĕрĕве хурламастăп. Аван çынччĕ вăл. Хĕрĕмсем айăплă пулчĕç», - тетчĕ Мария Самарина.
Алка çапăçу хирĕнче чухне унăн пĕрремĕш арăмĕ Лена çĕре кĕнĕ, иккĕмĕшĕпе Люччапа çыхăну татăлнă. Вăрçă вутĕнче Александр Егорович Украина пикипе Марийăпа паллашнă, вĕсем пĕр-пĕрне савнă. Вăрçă пĕтсен Алка Марийăна Шупашкара илсе килнĕ, вĕсем арлă-арăмлă пурăнма пуçланă.
Чăваш литературинче, хаçат-журнал, кĕнеке кăларас ĕçре Александр Алка çĕнĕ çитĕнÿсем тунă. 1946 çулта вăрçа пула хупăннă «Сунтал» вырăнне «Ялав» журнал тухма пуçланă. Алкана тĕп редактора çирĕплетнĕ. Унăн «Çулăм витĕр çул курăнать», «Çуралнă çĕр-шывра» поэмăсемпе сăвăсен кĕнекисем кун çути курнă.
Лючча Комсомольскинче ĕçлесе пурăннă пулин те Алкана сыхлама пăрахман. Шупашкара кайса унпа тĕл пулма тăрăшнă, шăв-шав час-часах çĕкленĕ. «Алимент сахал», - тесе туллашнă. Хăйсем уйрăлни çинчен документ тутарасран вутран хăранă пек хăранă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Александрпа Марийăн хĕр çуралнă. Лючча Алкаран уйрăлма ирĕк паман пирки Верăна ашшĕн хушамачĕпе çырма май килмен. Алка Людмилăран уйрăлни çинчен хут тутарма тĕллев тытнă.
«1952 çулта Александр Егорович хăйне Людмилăран уйăрма ыйтса Комсомольски район судне ыйту çырчĕ. «Сашăна унта пĕччен ярсан темĕн тăвĕ. Тархасшăн, Комсомольскине эсĕ те пĕрле кай», - терĕ мана Мария. Алкапа иксĕмĕр кайрăмăр. Палăртнă вăхăта Людмила суда пымарĕ. Урама уçăлма тухрăмăр. Людмила çитрĕ. «Санăн укçупа пÿрт лартрăм. Çĕнĕ пÿрт ĕçкине пыратăн-и?» - терĕ вăл Алкана йыхăрса. Çыравçă нимĕн те хуравламарĕ. Шала кĕтĕмĕр, суд пуçланчĕ. Район прокурорĕ вĕсем уйрăлнин сăлтавне ыйтрĕ. Алка Людмила фронта янă çырăва тÿрех туртса кăларчĕ. Ăна вуласан прокурор чăтаймасăр: «Чунсăр хĕрарăм эсĕ», - терĕ. Суд вĕсене пĕр сăмахсăрах уйăрчĕ», - каласа кăтартнăччĕ Георгий Ефимов.
Çемье ыйтăвне татнă хыççăн Алка литература ани çинче тата та пултаруллăрах ĕçлеме пуçланă. Вăл критикăра, публицистикăра, прозăра ăсталăхне кăтартнă. 1954 çулта унăн «Юлташпа юнашар» калавсен пуххи тухнă. «Çамрăксем» ятпа повеçсем пичетленнĕ. Вулакансем патне сăвăсемпе поэмăсен темиçе кĕнеки çитнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче «Хурама та хурăн», «Хĕçпе çурла», «Пурнăçпа вилĕм» проза хайлавĕсен, «Пурнăç таппи», «Кунсем-çулсем», «Полк ялавĕ», «Атăл каччи», «Сăввăмçăм, сăввăм», «Çулăм витĕр çул выртать» сăвăсемпе поэмăсен кĕнекисем пичетленнĕ.
Александр Алка чылай кĕнекине вырăсла куçарнă. Мускавра унăн сăввисемпе поэмисем 1962 çулта «На новой Волге» ятпа тухнă, Шупашкарта «Мои друзья» /сăвăсем, 1950/, «Мои земляки» /поэма, 1959/, «Времена года» /сăвăсем, 1964/, «Вязы да березы» /повеç, 1965/ кĕнекисем пичетленнĕ. Поэт Юрий Збанацкин «Çеçпĕл» романне, Шекспирпа Пушкин трагедийĕсемпе сăввисене чăвашла куçарнă.
Чăваш çыравçисем Алкана акăш-макăш хисепленĕ, унран канаш ыйтсах тăнă, вăл каланă сăмахран иртмен. «Ялав» редакторĕнчен тухнă хыççăн вăл Чăваш Енри писательсен союзĕн правленийĕн яваплă секретарĕнче, председателĕнче нумай çул ĕçленĕ, Аслă Канаш депутачĕ пулнă. Ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата Хисеп палли орденĕсемпе чысланă.
Александ Егорович мĕн виличченех аслă ывăлĕпе Сашăпа çыхăну тытрĕ. Шупашкартан тухса кайиччен Саша хулари коммуналлă хуçалăхра ĕçлерĕ. Комсомольскине кукамăшĕ патне кайсан Сашăпа сахал мар калаçаттăмăр. Уявсене вăл ашшĕпе пĕрле ирттерни, пĕр-пĕринпе час-часах тĕл пулни çинчен калатчĕ. Ашшĕ виличчен темиçе çул маларах вăл тĕп хуларан Каçпи-Кавказ тăрăхне тухса кайса тĕпленчĕ. Унăн малашнехи пурнăçĕ пирки эпĕ нимĕн те пĕлместĕп.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен варринче Александр Алка «Шывармань» халап çырнă. Çав тапхăрта вăл институтра пĕрле вĕренекен хĕре Ленăна юратса унпа çывăхланнă ĕнтĕ. Вĕсем Аслă Каçала хĕрĕн амăшĕ патне тăтăшах кайса çÿренĕ. Чĕкеç аппан килĕнчен çур çухрăмра, Кĕтне çинче, шыв арманĕ пулнă. 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче арман çурчĕ ишĕлменччĕ-ха. «Элексантăр кĕрÿ пирĕн пата килмессерен Кĕтне çинчи армана кайса çÿретчĕ. Мельник ăна халап каласа панă», - терĕ пĕррехинче Чĕкеç аппа. Саша чăвашла калаçмастчĕ, çапах ашшĕн чĕлхине лайăх ăнланатчĕ. «Атя-ха, çав арман патне кайса килер», - терĕ пĕррехинче. Кайрăмăр. Ишĕлме пуçланă çуртсăр пуçне нимĕн те çукчĕ. Кĕтнене тÿррĕн юхтăр тесе экскаваторпа чавса урăх çулпа янă. Кайран вăл хăйĕн кивĕ çулне тупрĕ, унчченхи пекех юхма пуçларĕ. Кичемленсе таврăнтăмăр ишĕлсе ларакан арман патĕнчен Сашăпа иксĕмĕр.
Алка хайлавĕнче Кĕтне çук, Сĕве пур. Кăнна Кушкинчен Александр пĕчĕк чухнех тухса кайнă. Сĕви те çав ялтан аякра. Кайса çÿренĕ-ши вăл унта? Алка - халап авторĕ. Фабулăна вăл апла та, капла та туйма пултарать. «Шывармань» легенда çеç мар, вăл - чăвашсен пĕрремĕш опери. Алка опера либреттине хывас енĕпе те сахал мар тăрмашнă.
Алка хĕрĕ Вера пирки каларăм ĕнтĕ. Вăл ырă-сывă пурăнать-ха. Ĕмĕрĕпе вăтам шкулсенче, кайран гимназире ачасене вĕрентрĕ. Шупашкарти литература музейĕнче ирттернĕ Алкан çуралнă кунĕсене пĕрре те сиктерместчĕ. Вера Александровна Ходарченко ашшĕ çинчен ялан тухса калаçатчĕ. Мария Вера хыççăн ывăл та çуратнă. Вăл лайăх ÿссе çитĕннĕ, анчах çарти радиацие пула ир вилнĕ.
Халĕ Алка таврашĕнче пулнă çынсенчен Вера Александровнăсăр пуçне никам та çук ĕнтĕ. Пурте вĕсем ĕмĕрхи ыйхăпа çывăраççĕ. Александр Алка 63-ре чухне 1977 çулта вилчĕ. «Александ Егорович йывăр чирпе, чĕлхе парĕн усал шыççипе хытă асапланчĕ. Метистазăсем ытти органа часах куçмарĕç пулмалла. Онкологи больницинче нумай выртрĕ. Çулла вилчĕ. Питĕ хурланса пытартăмăр. Пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ-ха унăн», - аса илет чăваш çыравçи Хветĕр Агивер.
Александр Алка писатель пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа вăтăр ултă çул иртрĕ. Унăн кĕнекисем, сăввисемпе поэмисем пурăнаççĕ-ха. «Шывармань» оперăпа балет театрĕн сцени çинчен каймасть. Çакă савăнтарать те.
Геннадий УТКИН.