Комментировать

10 Мар, 2017

Парăм арăм мар – каçармасть

2016 çулта суд приставĕсем республикăра пĕтĕмпе 4,6 миллиард тенкĕлĕх парăмсене шыраса илнĕ. Çулталăк маларах ку кăтарту самай пĕчĕкрех, 4,1 миллиард тенкĕ, пулнине шута илсен приставсем çине тăрса ĕçлени куçкĕрет.

Штрафсем, алиментсем...

Çак цифрăсене Федерацин суд приставĕсен службин республикăри управленийĕн ертÿçи Анатолий Иванов иртнĕ çула пĕтĕмлетме пухнă пресс-конференцире пĕлтерчĕ. Шыраса илнĕ парăм виçи чылай пысăкланнă пулин те пĕлтĕр суд приставĕсем суд йышăнăвĕсене пурнăçлас енĕпе ĕçленĕ производствăсен шучĕ нумай улшăнман — 819 пин ытларах. Çак кăтарту енĕпе тăнăçлăх пуррине Анатолий Юрьевич лайăх тесе хаклать.

Производствăсен тĕп пайĕ — административлă штрафсем. Урăхла каласан ку тĕслĕхсенче шыраса илмелли укçан пысăк мар виçи пирки сăмах пырать — 500-2000 тенкĕ. Унччен ПАИ штрафĕсем ытла та нумай пулнă, халь вĕсен тÿпи те пĕчĕкленни палăрать. Калăпăр, 2010 çулта çул-йĕр правилисене пăснăшăн шыраса илмелли штрафсем мĕнпур тÿлевĕн çуррипе танлашнă, пĕлтĕр вара ку кăтарту 42% таран пĕчĕкленнĕ. Çакăнта, тĕп пристав шучĕпе, ПАИ штрафĕсем тĕлĕшпе хăйнеевĕр дисконтпа усă курнин витĕмĕ пысăк. Штрафа протокол çырнă хыççăн 20 кун иртиччен тÿлесен çуррине кăна хывмалла вĕт. Çавăнпа айăпа кĕнисем асăннă тапхăрта тÿлесе ĕлкĕресшĕн — перекетлеме тăрăшаççĕ.

Суд приставĕсен служби социаллă тÿлевсемпе çыхăннă парăмсене шыраса илес тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ. Чи малтанах — алиментсем. Унашкал производствăсем пĕлтĕр 13 пине яхăн пулнă — халь чылай сахалрах. Эппин, çĕр-çĕр ача хайхи тÿлевсене илме пултарнă. Ку енĕпе те çĕнĕлĕхпе усă курма пуçлани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унччен приставсен вăл е ку çынран алимент шыраса илмешкĕн унпа икĕ хут курнăçма тивнĕ. Халь ансатрах: уведомлени параççĕ те — çын икĕ уйăхран алимент тÿлемесен малтан административлă майпа явап тыттараççĕ. Тата икĕ уйăх тÿлемесен уголовлă майпа айăплама пултараççĕ.

"Трактористсем" тÿлеççĕ

Социаллă тÿлевсен шутĕнче çавăн пекех — ĕç укçин парăмĕсем. Шалупа çыхăннă производствăсем иртнĕ çул 4 пин ытла пулнă. Çапах ку парăмсене нумай шыраса илейменнине Анатолий Иванов хăй те йышăнать. 64 миллион тенкĕ — питĕ пысăк кăтарту тееймĕн.

ЖКХпа çыхăннă производство питĕ нумай — 30,7 пин ытла. Чăн та, ку енĕпе те ырă улшăнусем пур. Çакăнта та парăмсене шыраса илмелли йĕрке ансатланни пулăшать. Халь управляющи компани хваттершĕн тÿлемен çынран парăма шыраса илмешкĕн суда тавăç тăратать те — çав çын хăй суда пымасăрах ыйтăва татса параççĕ. Унччен ăна суда чĕнмелле пулнă. Çапла вара кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче кăна судсем çавнашкал 2 пин ытла хушу кăларнă.

Топливăпа энергетика комп¬лек­сĕнчи парăмсем пирки те сăмах пулчĕ. Приставсем пĕтĕмпе 700 мил­лион тенкĕ ытла шыраса илнĕ. Юлашки уйăхсем ку енĕпе уйрăмах кăтартуллă. "Трактор завочĕсем" кон­цернăн Чăваш Енри предприятийĕсем Чăваш энергосбыт компанине 300 миллион тенкĕ тÿленĕ, "Т Плюс" компание ăшă энергийĕшĕн 100 миллион тенкĕ ытла тÿлесе татнă. Бюджет умĕнчи парăмсемпе туллин татăлнă теме те юрать — 800 миллион тенкĕ патнелле хывнă.

Журналистсем "Чăвашавто­транс­ри" лару-тăрупа та кăсăклан¬чĕç. Ун тĕлĕшпе суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли производствăсем çук-мĕн, анчах тĕп пристав ĕç укçипе çыхăннă парăмсене предприяти пурлăхĕн шучĕпе те тÿлес енĕпе ĕçленине пĕлет.

Коллекторсене иртĕхтермĕç

Пурлăх тенĕрен, ăна арестленинчен пĕлтĕр парăмсене татма 150 миллион тенкĕ илнĕ. Анатолий Иванов пусăм тусах палăртрĕ: "Парăмлисен пурлăхне арестле­нĕ хыççăн ăна сутас енĕпе эпир ĕçлеместпĕр. Росимущество конкурс мелĕпе суйласа илнĕ компанисем ĕçлеççĕ. Çийĕнчен приставсем хăйсем тĕллĕн 30 пин тенкĕ таран тăракан пурлăха кăна хаклама пултараççĕ. Пысăкрах пурлăх хакне приставсен службине пăхăнман хаклавçăсем палăртаççĕ. Енчен те хуçи çав хакпа килĕшмесен суда çăхав çырма пултарать".

Нумаях пулмасть Суд приставĕсен службин ĕçĕ анлăланчĕ — коллектор агентствисен ĕçне те сăнаса тăмалла. Анатолий Иванов палăртнă тăрăх — Раççейре хальлĕхе коллектор ĕçĕпе ĕçлекен 70 яхăн организацие регистрациленĕ. Чăваш Енре пĕрне те шута илмен-ха. Эппин, кунта паян Раççей шайĕнче регистрациленисен филиалĕсем кăна ĕçлеме пултараççĕ. Вĕсем йĕркене пăснине хальлĕхе тупса палăртман, анчах икĕ çăхав пур — вĕсене тĕрĕслеççĕ. Халь саккун коллекторсен ĕçне çирĕп регламентсен картине кĕртнĕ — парăмлă çынна хăш вăхăтра тата миçе хут шăнкăравлама юрани таранах. Йĕркене пăсаççĕ тĕк — Суд приставĕсен службине евитлеме май пур, мерăсем йышăнĕç. Сăмах май, яваплăх çирĕп — пысăк штрафсем палăртнă.

Тĕп пристав кредит парăмĕсемпе çыхăннă производствăсен шучĕ ÿссех пынине çирĕплетрĕ — пĕлтĕр 35,8 пине яхăн производство пулнă. Чылай чухне вăхăтра тÿлемен кредитсен виçи питĕ-питĕ пысăк — вун-вун миллион тенкĕлĕх. Ытларах тĕслĕхсенче директор поручитель пулса предприяти валли кредит илнĕ, предприяти йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ — кивçене татаймасть, хайхи пысăк парăм вара пуçлăх çине тиенет.

"Мерседеслă", анчах... "чухăн"

Парăмлă çынсене витĕм кÿмелли çĕнĕ мелсемпе усă курни чăннипех пысăк пулăшу кÿрет. Халь приставсен 10 пин тенкĕрен пысăкрах парăмлă çынсен водитель правине чикĕлемелли ирĕк пур. Хăшĕсем çак мерăран хăраççĕ — çуран çÿрес килмест. Пĕр çамрăк çын, сăмахран, пысăк парăма татма васкаман. Хăй вара "Мерседеспа" çÿренĕ. Чăн та, машинăна асламăшĕн ячĕпе регистрациленĕ. Приставсем парăма татма хистесен ним именмесĕр хуравланă-мĕн: "Укçа çук. Ку "Мерседеса" вара асанне мана хăйĕн валли эмел туянмашкăн çÿреме панă..." Приставсем унăн водитель правине чикĕленĕ хыççăн хайхискер пысăк парăма вăраха ямасăр татнă — укçа самантрах тупăннă. Парăмлă водительсене палăртмашкăн вара паян приставсен вăрах нушаланмалла мар: "Мобильнăй шырав" ятлă сервис пур, пристав кĕсье телефонĕпе автомобилĕн номерĕ çине тĕллет те — водитель парăмĕсене çийĕнчех тĕрĕслеме пулать.

Калаçăва вĕçленĕ май Анатолий Иванов автомобилистсене пайăррăн чĕнсе каларĕ: "Кашни водитель çула тухас умĕн бакра бензин пурри-çуккине тĕрĕслет. Анчах парăм пурри-çукки нумайăшне интереслентермест. Пирĕн суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли производствăсен банкĕ пур — унта кашниех кĕрсе интересленме пултарать. Çавăн пекех парăмсем пирки информаци телефон çине килсе тăмалли йĕркепе усă курма май пур — пĕрре кăна çырăнмалла, кайран информаци хăй тĕллĕнех килсе тăрĕ".

Отпусксен тапхăрĕ çывхарать. Чылайăшĕ чикĕ леш енне канма каяс тейĕ. Анчах çак ĕмĕте парăмсем пурри татма пултарать. Акă мĕншĕн хайхи банка кĕрсе пăхма ÿркенмелле мар. Тепĕр тесен парăма вăхăтра татни çав производствăсене пурнăçламалли тÿлеврен кăна мар, штрафсене вăхăтра тÿлеменшĕн палăртакан икĕ хут пысăклатнă штрафран та хăтарать — çакна манас марччĕ.

Николай КОНОВАЛОВ.

Управлени сайтĕнчи сăнÿкерчĕк

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.