Уççăн тата тухăçлă
2016 çул кăтартăвĕсем тăрăх Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем сутăн илнин уççăнлăхĕн наци рейтингĕ Чăваш Республикине сутăн илессипе çыхăннă ĕç-хĕлĕн пысăк уççăнлăхĕн ушкăнне кĕртнĕ.
Çак рейтинга Электрон суту-илĕвне хутшăнакансен наци ассоциацийĕ çуллен хатĕрлет. Федераци, регионсен тата муниципалитетсен шайĕнчи патшалăх саккасçисен ĕç-хĕлне те, патшалăх корпорацийĕсем тата уйрăм çынсен коммерци тытăмĕсем сутăн илнине те хаклаççĕ.
Регионсен шайĕнчи патшалăх саккасçисене уççăнлăхăн 5 ушкăнне пайланă: гарантиленĕ, пысăк, вăтам, никĕс шайĕнчи тата пĕчĕк уççăнлăх. 2016 çул кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республики сутăн илес ĕç-хĕлĕн пысăк уççăнлăхĕн ушкăнне кĕртнĕ регионсен хушшинче 4483 балл пухса улттăмĕш вырăн йышăннă. Çак ушкăнра — икĕ теçеткене яхăн регион. 2015 çулта Чăваш Ен 3577 балпа уççăнлăхăн никĕс шайĕнчи ушкăнĕнче иккĕмĕш вырăнта пулнă.
«Чăваш Енре сутăн илессин тытăмĕн тухăçлăхне чи малтанах суту-илĕве централизациленĕ майпа йĕркелени — саккасçăсен пысăк йышне явăçтарса пĕрлехи аукционсем ирттерни — тивĕçтернĕ. Çакă контрактăн малтанхи чи пысăк хакне йĕркеленĕ чухнехи пĕрешкел хаклава çирĕплетме май панă. Калăпăр, 2016 çулта эмел препарачĕсем тĕлĕшпе пĕрлехи аукционсем ирттернĕ май бюджет тухăçлăхĕ 56,02 миллион тенкĕпе /12%/ танлашнă. Тĕслĕхрен, больницăсем тромбсем пулассине тата юн çывăрса ларассине чакаракан коагулянт вырăнне усă курса сиплеме туянакан гепарин препаратне туянмашкăн ирттернĕ пĕрлехи суту-илÿре малтанхи хак 6,2 миллион тенкĕ пулнă. Аукционра çав хак 65,5% чакнă, перекет 4,1 миллион тенкĕпе танлашнă. Е тата тепĕр тĕслĕх — диаогностика тĕллевĕсем валли медицина изделийĕсем туянни: малтанхи хака — 9,9 миллион тенке — 56,2% чакарнă, çапла майпа 5,5 миллион тенкĕ перекетленĕ», — терĕ Сывлăх сыхлавĕн патшалăх учрежденийĕсене ресурссемпе тивĕçтерекен центр директорĕ Ирина Луценко.
«Сутăн илнин уççăнлăхĕн наци рейтингĕ» проект никама пăхăнман тĕпчев центрĕ пулнă май Раççейри патшалăхăн тата корпорацисен сутăн илессин рынокне экономика тата право енĕпе тĕпчес енĕпе ĕçлет. Рейтинга хатĕрленĕ чух официаллă уçă кăтартусемпе, çавăн пекех суту-илĕве хутшăнакансем хатĕрлекен анкетăсемпе усă кураççĕ. Хаклавăн тĕп критерийĕсенчен пĕри — суту-илĕвĕн экономика тухăçлăхĕ. Бюджет укçипе тухăçлă усă курнине тĕпе хураççĕ. Тĕпчев саккассене вырнаçтарассине рынокпа çыхăнман сăлтавсем, çав шутра коррупци пулăмĕсем витĕм кÿресрен сыхланма пулăшать.