Комментировать

7 Мар, 2017

Тап, чĕреçĕм, тапма эс ан чарăн

Юрлама юратакан çын ĕмĕрĕпех юрлать. Юрă çынна йывăрлăхсене парăнтарма пулăшать, кăмăла çĕклет, хавхалану кÿрет. «Юрлакан çын ватăлмасть», — тет Елчĕк районĕнчи Энтепере пурăнакан Фекла Сапожникова.

Фекла Александровна сакăр теçетке çула хыçа хăварнă пулин те янкăр уçă сассине çухатман-ха. Феня аппа /ялта ăна çапла чĕнеççĕ, мăшăрĕ вара юратса Фая тенĕ/ ял çыннисене те савăнтарать хăйĕн пултарулăхĕпе. Ялти фольклор ушкăнĕпе пĕрле вĕсем ĕлĕкхи улаха, вăййа сцена çинче кăтартаççĕ. Феня аппа ĕлĕкхи юрăсене нумай пĕлет. Вĕсене çамрăксене вĕрентсе хăварма ĕмĕтленет. Вăл «Катюша» юрра чăвашла шăрантарни те ял çыннисен асăнчех-ха:

«Çĕмĕртсем ав çеçкеленчĕç ăшшăн,

Тĕтресем ÿкеççĕ шыв çине.

Уçăлма тухать-çке халь Катюша,

Кăмăллă та тулăх ирхине», — юрласа ячĕ çăм чавса ларакан кил хуçи хĕрарăмĕ.

«Ахаль ларас килмест, ачасемпе мăнуксем валли нуски çыхнă май юрлатăп. Хама йăпанма сурăхсем усратăп. Ирĕклĕрех вăхăтра Чăваш наци радиовне итлетĕп. Унта янăратакан юрăсене ятарлă тетраде çырса пыратăп. Çĕнĕ юрăсемпе интересленетĕп. Хушăран 93 çулти Анфис аппа патне каятăп та пĕрле юрлатпăр вара», — калаçăва тăсрĕ ватă.

Фекла Сапожникова ялти фермăра дояркăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Ĕçри хастарлăхĕпе пуçарулăхĕшĕн ăна нумай медальпе, Хисеп хучĕпе, парнесемпе, Ĕç Мухтавĕн орденĕпе чысланă. Лайăх ĕçленĕшĕн, дояркăсен ăмăртăвĕнче малта пынишĕн ăна санаторие темиçе хутчен те канма янă. «Ялан резина атăпа çÿренĕрен халĕ ура сурать, патакпа аран-аран çÿретĕп. Шăннă ĕнтĕ. Çамрăк чухне ватăлсан мĕн пуласси пирки кам шухăшлать? Хам çаплах пĕр хăнăхнă ĕçшĕн тунсăхлатăп. Телевизорпа фермăна кăтартсан ĕне сăвас килсе каять. Тĕлĕкре те ĕне сунине тăтăшах куратăп. Халĕ ватăлтăм та — килте те ĕне тытаймастăп. Паян фермăра питĕ ансат ĕçлеççĕ, дояркăсем ĕне сăваççĕ те каяççĕ. Эпир йăлт хамăр тунă: апатне те панă, айне те тасатнă, сунă та. Фермăра та шав юрланă. Ĕçе кайнă чухне чăваш юррисене шăрантарнă. Астăватăп: пĕчĕк чухне çĕрулмине теркăпа хырнă вăхăтра та умра юрă сăмахĕсен альбомĕччĕ», — аса илчĕ шураппа.

Феня аппа мăшăрĕпе Александр Артемьевичпа 4 ача пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, вăл 2009 çулта пурнăçран уйрăлнă. Феня аппан ачисем ялтах çурт-йĕр çавăрнă. Ывăлĕпе кинĕ юнашарах пурăнаççĕ. Вĕсем амăшне пăхса, пулăшса тăраççĕ. Мăнукĕсемпе йăпанать ватă, вĕсем тата «тутлăрах» тет. Кил хуçи чун нихăçан та ватăлманни пирки те сăмах пуçарчĕ. Вăл «Çамрăксен хаçатне» чылай çул çырăнса илет. Чи малтан унти «Юратупа наркăмăш» кăларăмпа паллашать.

«Нумаях пулмасть Чăваш наци радиовĕпе «Тап, чĕреçĕм» юррăн сăмахĕсене каласа çыртарса вĕрентрĕç. Ăна хамшăн вĕрентĕм. Эпĕ чĕре чирĕпе асапланатăп. Виççĕмĕш çул стимуляторпа пурăнатăп. Ку юррăн сăмахĕсем вара чуна тыткăнларĕç», — пытармарĕ ватă.

«Тап, чĕреçĕм, тапма эс ан чарăн,

Нимĕнле чăрмавсене эс ан парăн.

Вăйран кайсан та, хытă ывăнсан та

Тап, чĕреçĕм, тапма эс ан чарăн», — Феня аппа юрланипе куççуль тухса кайрĕ. Ку юрă ăна чире çĕнтерсе пыма, пурăнма хавхалантарать. «Тата пурăнасчĕ, ачасемпе мăнукăмсене вăй çитнĕ таран пулăшасчĕ. Хĕрарăм мĕн куçне хупичченех ачисемшĕн çунать», — палăртрĕ вăл. Çавăн пек вăл Феня, Фекла, Фая…

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.