«Арçыннăн икĕ йăнăш тума юрамасть»
Роман Андреевич Чепунов 1934 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Элшел ялĕнче çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче /халĕ педуниверситет/ пĕлÿ илнĕ. Чăваш Енри тĕрлĕ шкулта 40 çул ытла — учительте, завучра, директорта — ĕçленĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн «Приволжское» вĕренÿ хуçалăхĕн «Труженик сăл» хаçатăн редакторĕ пулнă.
Литература критикĕ, прозаик, очеркист пек палăрнă. Тĕрлĕ статья, очерк, калав, повеç çырнă. Вĕсем «Ялав», «Тăван Атăл» журналсенче, Чăваш Енре, Тутарстанра, Ульяновск облаçĕнче тухса тăракан хаçатсенче кун çути курнă. «Савăксăр шуçăмсем», «Рассказы» тата ытти кĕнеке те тухнă. Пултаруллă автор «Хыпар» хаçатра «Мĕншĕн çапла калатпăр?» ярăма чылай çул ертсе пынă.
Шупашкар ăçта ларнине пĕлмен
— Эсир Тутарстанра çуралнă, пурнăçăр вара Чăваш Енре иртет. Çакăншăн кулянмастăр-и?
— Чăваш Республикинче пурăнма пÿрнишĕн пăшăрханмаллах мар пулĕ. Хăй вăхăтĕнче пирĕн тăрăхрисем Шупашкара килсе çÿремен. Элшелти вăтам шкултан вĕренсе тухсан пĕр çул колхозра, тепĕр çул Хусанти заводра рабочире ĕçлерĕм. Унтан Чĕмпĕрти Иван Яковлев уçнă шкултан /И.Я.Яковлев ячĕллĕ педучилищĕччĕ вăл/ вĕренсе тухрăм. Хĕсмет хыççăн Шупашкара И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх пединститучĕн историпе филологи факультетне вĕренме килтĕм. Унччен Шупашкар ăçта ларнине те пĕлмен. Аслă шкула 25 ачана кăна илмеллеччĕ, 125-ĕн заявлени панăччĕ. Вĕренсе пĕтерсен мана хамăр тăрăха ямарĕç. «Чăваш Республикинче те вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем çитмеççĕ», — терĕç. Диплом илнĕ хыççăн Канаш районĕнчи Çÿлти Вăрманьялĕнчи 8 çул вĕренмелли шкула ячĕç. Тÿрех директора лартрĕç. Каярахпа Йĕпреç районĕнчи Эйпеç, Çĕрпÿ районĕнчи Виçикасси шкулĕсенче ĕçлерĕм. Çамрăк ăрăва 4 теçетке çул пĕлÿ панă хыççăн тивĕçлĕ канăва тухрăм. Тем те куртăм, пурнăçăмра ырри те, ырă марри те черетленсе пычĕç. Пурнăç çапла вăл: ÿкетпĕр те каллех тăрса малалла утатпăр, ыррине шыратпăр, ыррине кĕтетпĕр. Кирек епле пулсан та ырри пурнăçра ытларах. Чăваш Ен мана ĕлĕкех илĕртетчĕ. Кунта килсе курма ĕмĕтленеттĕм. Ку тăрăхри халăх та урăхларах. Ăслă-тăнлăрах темелле-и? Пирĕн енче кил-тĕрĕш культури, хутшăну питĕ лайăх аталаннă. Çынсем пĕр-пĕрин патне каяççĕ-килеççĕ, нимĕн те пытармаççĕ. Хăнана çав тери тарават, ăна сăйлама, кăмăлне тупма ăста. Кунта вара урăхларах.
— Роман Андреевич, мăшăрăра та эсир чăваш хĕрнех суйласа илнĕ пулас.
— Арçыннăн пурнăçра икĕ йăнăш тума юрамасть. Профессие чун ыйтнипе суйламалла. Пулас арăма хăвна юратаканнине, хисеплекеннине илмелле. Эпĕ 5-мĕш курсра вĕреннĕ чухне /28 çулта пулнă ĕнтĕ ун чухне/ авлантăм. Маньăна /Мария Егоровна/ Турă хушнипе ăнсăртран тупрăм. Ĕлĕк студентсемпе пир-авăр комбинатĕнче ĕçлекенсем кашни каç Атăл хĕррине пухăнатчĕç, купăс каласа ташлатчĕç. Пăхатăп та — пĕр хĕр манран куçне тартать... Пединститутра преподавательсем валли хваттер çитместчĕ. Пирĕн общежитие икĕ преподавателе пурăнма вырнаçтарчĕç. Упăшкипе арăмĕ иккĕшĕ те наука кандидачĕсемччĕ. Хайхисем ĕçеççĕ те çапăçма пикенеççĕ. Майри упăшкине витрепе яра паратчĕ. Унтан пÿлĕмĕнчен кăларса яратчĕ. «Манăн диплом пур», — тетчĕç пĕр-пĕрне. Иккĕшĕ те хуçа пуласшăнччĕ. Вĕсене пăхса намăсланаттăмăр. Ара, вĕсем пире вĕрентеççĕ-çке! «Ятарлă пĕлÿ илмен хĕре качча илĕп те хам вĕрентсе кăларăп, мана пăхăнса пурăнĕ», — шухăшларăм ун чухне. Маньăна курсанах: «Ак ку хĕр вăл!» — терĕм. Маня шкул хыççăн çĕвĕ фабрикине ĕçлеме вырнаçнăччĕ. 5 çул çÿренĕ хыççăн пĕрлешрĕмĕр. Ăна пединститутăн биологи факультетне куçăн мар мелпе вĕренме кĕртрĕм. Шел, 5-мĕш курса çитсен пăрахма тиврĕ. 5 ачана, мана, выльăх-чĕрлĕхе пăхмаллаччĕ... Йĕпреç районĕнчи Эйпеçре çурт лартсах 25 çул пурăнтăмăр. «Атте килне çухатас килмест манăн», — тесе Маня 4 ачапа кунта, Шупашкар районĕнчи Сопаккассине, куçса килчĕ. Мана лере пĕр ачине, Игоре, парса хăварчĕ. Çапла 5 çул уйрăм пурăнтăмăр. Каярахпа эпир те çурта сутсах таврăнтăмăр.
Çывăрмасăр та ĕçленĕ
— Эсир мĕншĕн учителе кайнă?
— Манăн виçĕ кукка та учитель пулнă. Виççĕшĕ те Иван Яковлев шкулĕнчен вĕренсе тухнă. «Эпир начар пурăнмастпăр вĕт. Санăн та унта каймалла», — тетчĕç вĕсем. Учитель династине тăсас тесе сĕннĕ çулпах кайрăм. Эпĕ вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех статьясем çыраттăм. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче те литература кружокне çÿреттĕм. «Ульяновская правда», хамăр районти «Буденовец» /хальхи «Ялав»/, Хусанта чăвашла тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» редакцийĕсемпе çыхăну тытаттăм. Урташ, Дедушкин, Сатай, Ухли нумай пулăшса пычĕç мана. Учитель ĕçĕ те, литература та вăхăта çав тери нумай илеççĕ. Миçе пин тетрадь тĕрĕслемен-ши эпĕ хамăн ĕмĕрте? Çав тетрадьсене тĕрĕслес вырăнне хайлавсем çырнă пулсан эпĕ тата çÿле çĕкленĕттĕм. Çапла икĕ «лав» туртса пытăм. Çемье пысăк, çырма та вăхăт тупмалла. Хăй вăхăтĕнче çывăрмасăр ĕçленисем те пулнă. «Хыпар» хаçатра «Мĕншĕн çапла калатпăр?» ярăм 20 çул ытла пичетленчĕ. 750 статья тухрĕ. «Атя, вĕсене кĕнеке пек кăларатпăр», — сĕннĕччĕ Михаил Скворцов профессор. Пулăшасшăнччĕ вăл мана. Редакцие кайрăм та: «Кун пекки кирлĕ мар», — терĕç. Мĕнле кирлĕ ан пултăр? Вырăссен «Почему так говорим?» йышши кĕнекесем те пур. Чăвашли вара пĕрре те çук.
— «Мĕншĕн çапла калатпăр?» ярăм питĕ интереслĕччĕ. Калăр-ха: ун валли материалне ăçтан тупаттăр?
— Ватă çынсенчен ыйтса пĕлсе, кĕнекесем тăрăх тĕпчесе пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтартăм. Тутарстанри тата Чăваш Енри йăла-йĕркене танлаштарса, тишкерсе çыраттăм. Илемлĕ литературăра, прессăра ятăм юлчĕ. «Шăпчăксем шăпланнă каç», «Хумсемшĕн канăç çук», «Чунăм сан патнах туртăнатчĕ», «Каçĕ мĕншĕн кĕске-ши?», «Куççульпе çăвăннă пурнăç», «Телейрен тармаççĕ», «Вĕлтрен кайăкĕ», «Иван Иванч пурнăçĕпе вилĕмĕ» повеçсене, «Савăксăр шуçăмсем» калавсен пуххин кĕнекине вулакансем ăшшăн кĕтсе илни çырма хал-хавал хушать.
«Чун тени кăкшăм пăкки мар»
— Халĕ çыратăр-и?
— Халĕ те çырас килет, анчах сывлăх куллен-кун чакса пыни ура хурать. Нумаях пулмасть «Эсех-и ку, шăллăм?» повеç хайлама пуçларăм. Тĕп сăнарсенчен пĕри бизнесмен. Тепри бомжа çаврăннă, Мускав тăрăх çапкаланса çÿрет. Усламçи така пуссан, шÿрпе пĕçерсен шăллĕ патне чĕнме ямасть. Пуçлăх патне вара çумăр витĕрех хăнана йыхравлама каять. Ĕçсе çинĕ вăхăтра вĕсем мĕнле тата мĕн вăрламаллине сÿтсе яваççĕ. Ку чухне вĕсене ытлашши хăлха кирлĕ мар. Халĕ халăх пурăнма вĕреннĕ.
— Эсир вара мĕнле пурăнатăр? Пĕччен кичем мар-и?
— Савăнмалли çукрах. Арăм вилнĕ хыççăн иккĕмĕш çул пĕр-пĕччен пĕтĕм хуçалăха тытса пурăнатăп. Пуç çаврăнать, вăй çук. Пĕрех халех парăнмастăп-ха. Чăхсем усратăп. Çăва тухсан чĕпсем те илĕп-ха. Йăпанмалăх Джек йытăпа Пĕçук кушак пур. Çулла пахчара тăрмашатăп, тĕрлĕ пахчаçимĕç туса илетĕп. Калчисене хамах тăватăп: шăваратăп, çумлатăп. Яшка-шаркку та хамах пĕçеретĕп. Кÿршĕсем Аленăпа Владик Лукинсем нумай пулăшаççĕ. Вĕсен ывăлĕ Егор шыв кÿрсе, урай çуса парать. Тавах вĕсене. «Чун тени кăкшăм пăкки мар, туртса кăлараймастăн», — тетчĕ анне. Вăт çапла пурăнатпăр «ялта пурăнать писатель» тенисем.
— Ачăрсем килсе çÿреççĕ-и? Ахăртнех, вĕсем сире хулана илсе каясшăн пулĕ-ха.
— Ачасем ÿссе çитиччен, килтен кайиччен кăна ачасем. Кайран вĕсем çемье çавăраççĕ, хăйсен хуçалăхне тытма пуçлаççĕ. Пилĕк ачаран пĕри сарăмсăр вилчĕ. Игорь çар институтне пĕтернĕччĕ. Ăна Чечняна ячĕç. Тан мар çапăçура вăл юлташĕсене çăлса хăварнă, хăй вилмеллех аманнă. Чăнкă çырантан 80 метр тарăнăшне ÿкнĕ. Икĕ эрнерен кăна тупнă ăна. Паттăрлăх орденне тивĕçнĕ ывăлăмăр ятне асăнса хăй вĕреннĕ шкулта Асăну хăми çакрĕç. Хĕрĕм Валентина Тольяттире пурăнать, истори вĕрентет. Роза Мускавра тĕпленнĕ. Шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Галя та — Мускаврах. Вăл — программист. Манăн тăватă мăнук. Валентина пенсие тухнă ĕнтĕ. «Çитет сана ĕçлесе, кил. Санпа пурăнса юлас килет», — тетĕп. Ывăлне авлантарсан килесшĕн пек-ха. «Унччен чăткала, атте», — тет. Çулла килкелесе каяççĕ-ха вĕсем.
— Роман Андреевич, эсир паçăр çыннăн икĕ йăнăш тумалла марри пирки каларăр. Хăвăр çав йăнăшсене туман-и?
— Специальноç илсе тĕрĕс тунă. Çак çула суйласа йăнăшман. Учитель ĕçĕпе литература пĕр çыхăра пулни тĕрĕс тесе шухăшлатăп. Арăмпа вара картнех лараймарĕ. 52 çул пĕрле пурăнтăмăр унпа. Çав тапхăрта 23 хутчен больницăра выртрĕ. Телее, сывă ачасемех парнелерĕ мана. Пурте аслă пĕлÿ илчĕç, йĕркеллĕ çынсем пулчĕç. «Авлан тепре», — теççĕ мана хăшĕсем. Халь тин манăн мĕн тума авланмалла? Хĕрĕм яла пурăнма килессе кĕтетĕп-çке.
— Сухала миçе çул ÿстеретĕр?
— «Эрех ĕçтеретпĕр, анчах сухална хыр тархасшăн. Сана пула пире аван мар, Роман Андреевич ватăлса кайнă теççĕ», — кăмăлсăрланаççĕ хĕрĕмсем. Эпĕ ватă мар-ха. Иван Яковлевич Яковлев çине пăхатăп та пирĕнте пĕрпеклĕх пур пек туйăнать. «Эсĕ каснă лартнă Иван Яковлевич», — тет мана нумай çын. Ватăлнă çын сухаллă пулни лайăх. Манăн халĕ кама илĕртмелле? Сухал çынна сăн кĕртет. Ун пек сумлăрах та пек.
— Эсир сывă пурнăç йĕркине пăхăнатăр...
— Пилĕк çул ĕнтĕ эрех-сăра, кофе пачах ĕçместĕп. «Сирĕн хăрушă чир. Тăрук çапса хуçма пултарать. Эрех ĕçмесен тата пурăнатăр-ха», — тенĕччĕ мана тухтăр. Çавăн хыççăн пач та ĕçмен. Квас астиветĕп. «Манăн «редкий» старик мĕнле пурăнать-ха?» — тет пенси пама килсен Альбина почтальонка. «Халĕ карчăксем те эрех ĕçсе вилеççĕ, эсĕ хăвна çирĕп тытатăн, маттур», — хавхалантарать вăл мана.
Роза ВЛАСОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ