Комментировать

2 Мар, 2017

Калайкассинчен пуăласа Сочи таран

40-50 çул каялла Муркаш тăрăхĕнчи спортсменсем çинчен республикăра никамах та пĕлмен. 1970 çулсен вĕçĕнче Калайкассинчи А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен Виталий Моисеевпа Венера Пирусова, вĕсенчен темиçе çул каярах вара Юрий Федотов йĕлтĕрпе чупассипе, полиатлон енĕпе ăмăртса "Урожай" физкультурăпа спорт обществин тата Чăваш АССР чемпионачĕсенче çĕнтерме пуçларĕç. Аслă шкулсенче вĕренме пуçласан вĕсем пĕрремĕш разряд тата спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене пурнăçларĕç.

Виталий Тимофеевич 32-мĕш çул ĕнтĕ тăван шкулĕнче физкультура вĕрентет. Çак вăхăтра Калайкассинчи вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ 20 ытла яшпа хĕр спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртса республика чемпионачĕсенче тата Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче çĕнтернĕ, вуннăшĕ спорт мастерĕ пулса тăнă. Шел те, вĕсенчен чи пултаруллисенчен пĕри, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 20 çулти студенчĕ Юрий Федотов синкерлĕ шăпана пула 1984 çулта пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа Шупашкарти "Муркаш ен" ентешлĕх ертÿçисем тата Олимп вăййисен чемпионки Валентина Егорова ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕсем пуçарнипе Калайкассинче республика чемпионне Юрий Федотова асăнса йĕлтĕрçĕсен эстафетăлла ăмăртăвне йĕркелеççĕ. Кăçалхипе вăл 15-мĕш хут иртрĕ. Унта 58 командăран 250 яхăн йĕлтĕрçĕ хутшăнчĕ. Вĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Угасловпа Александр Федотов /вăлах "Муркаш ен" ентешлĕх ертÿçисенчен пĕри\, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, "Хыпар" хаçат тĕп редакторĕн заместителĕ Геннадий Максимов тата ытти хăна саламларĕ.

Спортсменсем миçе çултине кура виçĕ ушкăнра вăй виçрĕç. 14-16 çулсенчи вĕренекенсен ушкăнĕнче 20 ытла командăна хыçа хăварса пĕрремĕш вырăна Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкулта вĕренекенсем тухрĕç. Аслă классенчи яшсемпе хĕрсенчен тăракан командăсем хушшинче вара ăмăртусен хуçисене — Калайкассисене — çитекенни пулмарĕ.

Юлашкинчен старта учительсен 13 команди тухрĕ. Хăйсен ушкăнĕсенче пĕрремĕш вырăн йышăнса ăмăртăвăн тĕп парнисене Çĕнĕ Шупашкар хулинчи тата Муркашри вăтам шкулти вĕрентекенсен командисем çĕнсе илчĕç.

Ăмăртусен яланхи тĕп судйи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ В.Моисеев пĕлтернĕ тăрăх — Калайкассинче иртекен тупăшăва юлашки 15 çулта Чăваш тата Мари Эл республикисенчен 2 пин ытла йĕлтĕрçĕ хутшăннă. Çивĕч кĕрешÿре кунта ылтăн медальсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ 20 ытла каччăпа хĕр юлашки çулсенче Раççей тата Европа чемпионачĕсенчен тăван Чăваш Ене çĕнтерÿпе таврăннă. Калайкассинчи вăтам шкула 2008 çулта пĕтернĕ биатлон енĕпе тĕнче спорт мастерĕ Вячеслав Акимов тепĕр икĕ çултанах Раççей чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнса кĕмĕл медале тивĕçнĕ. 2011 çулта Европăри юниорсен чемпионатĕнче 10 км дистанцире виççĕмĕш вырăна тухнă. Юлашки пилĕк çулта Мускаври патшалăх университечĕн Шупашкарти политехника институчĕн студенчĕ Вячеслав Акимов çĕршыври тата Европăри чи пысăк ăмăртусенче 20 ытла медаль çĕнсе илнĕ. Унăн мăшăрĕ, Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ Татьяна Акимова-Семенова вара кăçалхи спорт сезонĕнче хăйĕн ăсталăхĕпе тата та пысăкрах çитĕнÿсем турĕ. Çĕнĕ çул умĕн вăл Словакире тĕнче Кубокне çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртусенче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. 2017 çул пуçлансан Австрире иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче Раççей командин чысне хÿтĕлесе хутăш эстафетăра кĕмĕл медале тивĕçрĕ.

Нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче Сочире Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи çар вăййисем пуçланнă. Биатлонисткăсен 7,5 км дистанцийĕнче Татьяна каллех кĕмĕл медальлĕ пулчĕ. Вăл Словени спортсменкине Тея Грегорина кăштах выляса янă.

Чăваш пикин ĕмĕчĕ — шăп тепĕр çулталăкран Кăнтăр Корейăра иртекен хĕллехи Олимп вăййисенче çĕнтересси.

Петр СИДОРОВ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.