Вăрлăх туянма та пĕлмелле
Пахчаçимĕç епле пуласси вăрлăхран нумай килет. Мĕнле сорт, унăн пахалăхĕ т.ыт.
Вăрлăх туяннă чухне мĕн пĕлмелле-ха?
1. Кашни хутаç çинче вăрлăх туса кăларакан пĕрлешĕвĕн ятарласа штемпельпе çапни пулмалла. Унта парти номерĕ, вăрлăх виçи, хăçан хатĕрлени курăнмалла. Типографирех йăлтах çапнă хутаç час-часах ултавлă килсе тухать.
2. Пирĕн тăрăхра çитĕнтерме юрăхлă сортсене суйламалла. Ăшă тăрăхсенче вăйлă çимĕç çитĕнтерекенсем пирĕн тăрăхшăн пачах та юрăхсăр пулма пултараççĕ.
3. Хăçан пулса çитнине пăхăр. Хăш-пĕр пахчаçимĕç пирĕн тăрăхра пиçсе те çитеймест. Хăвăрт пулаканнисем вара хĕл валли управа хума юрăхсăртарах. Тĕслĕхрен, управа хума кишĕрĕн кĕрхи сортне туянмалла.
4. Им-çамланă вăрлăх. Хăшпĕр чухне ятарлă хутăшпа имçамланă вăрлăха пăхатпăр. Вĕсене тутлăхлă япаласемпе «тăрантарнă» тесе шухăшлатпăр. Кун пек вăрлăхăн пĕр çитменлĕх пур: питĕ типĕ. Вĕсене нÿрлĕ тăпрана акмалла, йăрана час-часах шăвармалла, мĕншĕн тесен вăйлă типĕтнĕ вăрлăх йывăррăн вăй илсе шăтса тухать.
5. Çĕнĕ сортсене асăрханса туянмалла, вăл пĕтĕм вăрлăхăн 20% ытлашши ан пултăр. Сăнав ăнăçлă иртсен тепĕр çул туянмашкăн палăртса пымалла.
Мĕнпур пахчаçимĕçĕн пахалăхĕсем çинчен ятарлă тетрадь çине паллă туса пымалла. Çакă малашне мĕнле вăрлăх туянассине çăмăллатать.