Комментировать

1 Мар, 2017

Сочи ĕçтешлĕхе çирĕплетет

 

«Трактор завочĕсем» концернăн Чăваш Енри предприятийĕсем Тулашэкономбанкран 2 миллиард тенкĕ патнелле илме пултараççĕ, çак укçана вĕсен парăмĕсене татма тата предприятисене аталантарма ярĕç.

Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сочире нарăсăн 27-28-мĕшĕсенче иртнĕ инвестици форумĕнче ТАСС информагентствăна панă интервьюра пĕлтернĕ. Михаил Васильевич каланă тăрăх — маларах ВЭБ концернăн парăмĕсене татма 3,7 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çапла вара унăн Чăваш Енри производство площадкисем кăçал ĕçлесе каймалла.

Çавăн пекех Михаил Игнатьев Шупашкарти индустри паркĕн иккĕмĕш черечĕ çĕнĕ 1,5 пин ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парассине çирĕплетнĕ: «Çак площадкăра пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарăпăр. Унта ĕçлекенсен шалăвĕ республикăри вăтам шайран чылай пысăкрах пулĕ». Иккĕмĕш черет территорийĕнче пĕтĕмпе 26 резидент вырнаçмалла. Паркăн пĕрремĕш тапхăрĕнче 23 гектар йышăнакан территорире 10 резидент ĕçлеме пуçланă.

Форум вăхăтĕнче Чăваш Ен делегацийĕ Римри Никколо Кузано ячĕллĕ телематика университечĕпе республикăра вăрлăх çитĕнтерекен селекци центрне уçассипе çыхăннă калаçусене малалла тăснă. Çак пуçарăва РФ ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев та ырланă. Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечĕпе Рим университечĕн килĕшĕвне, Сĕнтĕрвăрри районĕнче теплица комплексĕ тăвассине çирĕплетекенскере, алă пуснă. Инвестпроекта пурнăçлани асăннă районта çулталăк тăршшĕпех экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци çитĕнтерме май парĕ.

Сочире Чăваш Ен Раççей регионĕсемпе тытакан хутшăнусене çирĕплетекен килĕшÿсем те тунă. Саратов облаçĕн тата Чăваш Республикин правительствисен килĕшĕвĕнче икĕ регион промышленноç, АПК, суту-илÿпе строительство, сывлăх сыхлавĕ, вĕрентÿ, культура енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлессине палăртнă. Саратов облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Валерий Радаев палăртнă тăрăх — «республикăпа облаç хушшинчи тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ — миллиард тенке яхăн. Килĕшÿ пирĕн хутшăнусене анлăлатма май парĕ. Ман шухăшпа, пирĕн пĕр-пĕринчен вĕренмелли пур».

Ĕнерех çакнашкал килĕшĕве Михаил Игнатьев тата Чулхула кĕпĕрнаттăрĕ Валерий Шанцев алă пуснă. ЧР Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх — Чăваш Енпе Чулхула облаçне тухăçлă ĕçтешлĕх çыхăнтарать, çакна регионсен хушшинчи тавар çаврăнăшĕ çуллен пысăкланса пыни те кăтартать. Тĕллев вара — çак виçене 10 миллиард тенке çитересси. Валерий Шанцев та иккĕленмест: документ икĕ енлĕ хутшăнусене аталантарма май парать. «Чăваш Енре вăйлă аталаннă сферăсемпе паллашăпăр. Эпир ял хуçалăхне аталантарма Чăваш Енрен вĕренмелле тесе шутлатпăр. Çакă хăтлăхпа тирпейлĕхе те пырса тивет. Эпĕ нумай хулара пулнă. Шупашкар Чулхуларан пушшех тирпейлĕрех. Эпир Чăваш Енпе кÿршĕсем кăна мар — ырă ĕçтешсем те», — тенĕ вăл.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Сочири форумăн «Бюджетсен хутшăнăвĕсем. Пĕртанлăх шыраса» секцийĕн ĕçне хутшăннă. Унта бюджетсен хутшăнăвĕсене лайăхлатас ыйтусемпе РФ Правительствин вице-премьерĕ Дмитрий Козак, финанс министрĕ Антон Силуанов, Шутлав палатин председателĕ Татьяна Голикова тухса калаçнă. Секци хăйĕн ĕçне вĕçленĕ хыççăн журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Игнатьев çапла палăртнă: «Паян эпĕ федерацин регионсене панă полномочийĕсене пурнăçлама тĕрĕс укçа уйăрни çинчен илтмерĕм. Мускавран çав полномочисем валли укçа илмесен пирĕн тăкаксене республика бюджетĕнчен саплаштарма тивет. Ман шутпа, федераци полномочийĕсем валли 100 проценчĕпех федераци бюджетĕнчен укçа уйăрмалла».

Форумăн пĕрлехи «Раççей регионĕсене хывакан инвестицисем: регион политикин тĕп ыйтăвĕсем» ларăвне РФ Правительствин пуçлăхĕ Дмитрий Медведев ертсе пынă. Вăл палăртнă тăрăх — Раççей тĕнче экономикинчи çивĕчлĕх çуратнă кризис пулăмĕсене ăнăçлă тÿссе ирттернĕ, шалти пĕтĕмĕшле продукт калăпăшĕ чакма пăрахнă. Правительствăн паянхи тĕп тĕллевĕ — 2025 çулччен макроэкономика тата налук системин тăнăçлăхне тивĕçтересси. Çапла тумалли ресурссенчен пĕри — пĕчĕк бизнеса çăмăллăхлă кредитсемпе пулăшмалли программăна 50 миллиард тенкĕлĕх пысăклатмалли йышăну. Премьер-министр пĕчĕк тата вăтам бизнеса кредит памалли «улттă çурă» программăна анлăлатма сĕннĕ, çак инструментпа пысăк пĕлтерĕшлĕ отрасльсенче — сывлăх сыхлавĕнче, ял хуçалăхĕнче, ытти çĕрте — хăйсен проекчĕсене пурнăçлакан компанисене пулăшма усă курĕç.

«Кулленхи йывăрлăхсем пур пулин те Раççейре малашлăхсăр регионсем çук. Кашнин — çут çанталăкпа, отрасльсемпе, ресурссемпе, ĕç вăйĕпе çыхăннă хăйĕн уйрăмлăхĕ, вĕсемпе усă курмалла, ĕçлесе илмелле, ÿсĕмĕн кашни проценчĕшĕн кĕрешмелле», — пĕтĕмлетнĕ Дмитрий Медведев.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.