Комментировать

11 Апр, 2014

Эпир кунта хăнара

Çын ĕмĕрĕ хăналăх. Шутлă çулсене тирпейлĕ те сăпайлă, ăс-тăнпа та вăй-хăватпа пурăнсан ватлăхра ÿкĕн-мелле пулмĕ.

Пĕлтĕрхи кăтартусем тăрăх – Шăмăршă районĕнче арçынсен вăтам ĕмĕрĕ 63 çулпа, хĕрарăмсен 77 çулпа танлашнă. Пурнăçран уйрăлса кайнисен 25,6 проценчĕ ĕçлеме пултаракан вăй питти çынсем пулнă. Нумайăшĕ ĕçкĕпе иртĕхнĕ. 17-шĕ вара çакăнса вилнĕ.

Мĕн сăлтавпа ăссăрла çак утăма тунă-ха вĕсем? Пурнăçĕ çав таран хĕсĕнсе çитнĕрен-ши е эрех-сăмакун тыткăнĕнчен хăтăлаймасăр ăс-тăнĕ арпашăннăран-ши?

Çын хăй çине алă хунине Православи тĕнĕ чи пысăк çылăх шутне кĕртет. Халăхра вĕсем çинчен «шуйттанĕ аташтарнă», – теççĕ. Çак «шуйттан» шутне эрех-сăмакун ĕçсе е наркотикпе ухмахланни те кĕрет. Ӳсĕр çыншăн тинĕс те чĕркуççи таран пулсан, вăл хăйĕн пурнăçне те ним вырăнне хумасть ĕнтĕ.

Психологсем пурнăçра яланах лайăххине асăрхама, темле йывăр лару-тăрура та çут хĕвелрен хакли урăх нимĕн те çуккине ăнлантарма чĕнсе калаççĕ. Хăвна шеллеместĕн пулсан ачусем, мăнукусем, çывăх тăванусем çинчен шухăшла. Усал ĕç туни тăвансен ырă ятне те варалать-çке. Ĕлĕкрех çын çакăнса, чикĕнсе е шыва сиксе вилсен чиркÿ унăн виллине масар çине те пытарттарман, масар тулашне кăна кайса чикнĕ.

Тĕнчипех паллă врач, Нобель премийĕн лауреачĕ Алексис Каррель чун-чĕрере çав тери йывăр чухне Турра кĕлĕ тума сĕннĕ. «Нимĕнле терапи сиплевĕ те пулăшайман хамăн пациентсене сăнани çакна çирĕплетсе парать: вĕсем кĕлĕ туса чунĕсене çăмăллăх кÿнипе сывалас шанăç çуралать, организм чир-чĕрпе вăйлăрах кĕрешме пуçлать».

Ĕçлемесĕр ларни, хăвна ху мĕскене хуни, çухалса кайни, пусăрăнчăк кăмăлпа çÿрени – çаксем пурте пурнăçна ним хака та хуманни патне илсе çитерме пултараççĕ.

Пурнăçа юратмалла, çут тĕнче илемĕпе савăнмалла, ыранхи куна шанса пурăнмалла. Чунпа вăйсăр пулар мар, ята ярар мар, ахаль те хăналăх ĕмĕре тивĕçлипе пурăнса ирттерер.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.