Комментировать

28 Фев, 2017

Пуçламăшĕ япăх та, лайăх та...

Япăххипе лайăххи пĕр çыхăра пулни, паллах, тĕлĕнмеллерех илтĕнет, çакна ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра Правительство Пуçлăхĕ Иван Моторин та палăртрĕ. Анчах республикăшăн çулталăк пуçламăшĕ чăннипех çак тĕлĕнтермĕше тÿрре кăларать — ыррипе пĕрлех пăшăрхантараканни те пур.

Малтан — япăххи пирки. Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова экономикăн кăрлачри лару-тăрăвне сăнлакан цифрăсене пĕлтерчĕ. Пĕлтĕрхи çак уйăхрипе танлаштарсан промышленноç производствин индексĕ 96,6% шайне аннă. Ял хуçалăхĕнче ку кăтарту 93,3% танлашнă. Аш-какай туса илесси пушшех нумай чакнă. Строительство та уксахлать: çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕнче пурăнмалли 16 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — çулталăк каяллахин 64,3% чухлĕ çеç. Уйăхри вăтам ĕç укçи, чăн та, ÿснĕ — 21,7 пин тенкĕрен иртнĕ /107%/. Предприятисемпе организацисенче вăхăтра тÿлемен ĕç укçин парăмĕ пĕчĕкленнĕ — тата 16 миллион тенкĕ юлнă.

Производствăпа çыхăннă кăтартусем савăнтармаççĕ пулин те Инна Николаевна вăхăт иртнĕ май лару-тăрăва йĕркелеме пултарассине иккĕленмесĕр çирĕплетрĕ. Хăй яваплă отрасль тĕлĕшпе ял хуçалăх министрĕн Сергей Артамоновăн шухăшĕ те çак позиципе килĕшсе тăрать. Аш-какай туса илессин кăтартăвĕсем чакнине ăнлантарнă май вăл чи малтанах иртнĕ çул вĕçĕнче "Акашевская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче пĕр чăх та хăварманнине асăнчĕ. Халь унта 56 пин чĕп çитĕнтерме пуçланă — лару-тăру лайăхланмалла. "Шупашкар бройлерĕ" те тулли хăватпа ĕçлеме пуçлать. Паян унта 720 пин пуç чăх-чĕп, çывăх вăхăтра çак йыша тата 20 пин чухлĕ ÿстерме палăртаççĕ. Паллах, кăтартусене уйрăм çынсем выльăх-чĕрлĕх сахалрах усрани те витĕм кÿрет — çакă республикăра туса илекен сысна ашĕн виçине 20% чакарнă. Министр фабрикăсем çĕнĕ хуçасен аллине куçнă май ĕç лайăхланасса шаннине çакăнпа та çыхăнтарнине пытармарĕ. "Акашевская" тата "Чăваш бройлерĕ" фабрикăсем çывăх вăхăтра проект хăвачĕпе ĕçлесе каймалла", — терĕ Сергей Геннадьевич.

"Хăçан чакма пăрахăпăр?" — ку ыйтăва Иван Моторин Строймин ертÿçине Владимир Михайлова пачĕ. Министр пĕрремĕш кварталтах иртнĕ çулхи шая тухма шантарчĕ, анчах унăн оптимизмĕ тÿрре тухасси пирки Правительство Пуçлăхĕ иккĕленнĕн туйăнчĕ. Вăл çулталăк пуçламăшĕнче уйрăм çынсем тăвакан çурт-йĕр лаптăкĕн виçи питĕ аяла анса ларни пирки асăрхаттарнă май ку енĕпе çине тăрса ĕçлеме сунчĕ.

Çак лару-тăрура бюджета иртнĕ çулхи пĕрремĕш уйăхринчен ытларах /нумай пысăкрах!/ укçа кĕни чăннипех тĕлĕнтерет. Ку хыпара финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова пĕлтерчĕ. 2016 çулхи кăрлачра, сăмахран, бюджета 2,6 миллиард тенкĕ кĕнĕ. Кăçал вара 3,7 миллиард тенкĕ ытла — 45,3% нумайрах! Çавна май пирвайхи уйăхра бюджета 1,9 миллиард тенкĕлĕх профицитпа пурнăçланă. Иван Моторин çакăн сăлтавне уçăмлатма ыйтнине хуравласа Фарида Халиковна кăрлачра Перекет банкĕ, ВТБ пысăк укçа хывнине палăртрĕ: "Çулталăк каялла вĕсем кăрлачра укçа хывман". "Банксем кăна ĕçлесе илеççĕ иккен", — те пăшăрханса, те савăнса сăмах хушрĕ премьер-министр. Çук, вĕсем кăна мар. "Элара", "Химпром", ыттисем хывнă тÿлевсем те ÿсĕмлĕ.

Çак туртăм кăрлачра кăна мар, нарăсра та палăрнă. Кунта чи малтанах «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсен тÿлевне асăнмалла — 600 миллион тенкĕ патнелле тÿленĕ. Çапах вĕсем парăма татман-ха — тÿлемелли налуксем тата 325 миллион тенкĕ. Федерацин налук службин республикăри управленийĕн ертÿçи Марина Петрова пĕлтернĕ тăрăх — ÿсĕмлĕ çак туртăм иккĕмĕш кварталта чакать-тĕр, анчах «çулталăк кăтартăвĕсемпе пурпĕр «плюспа» пулăпăр». Хайхи «плюс» питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен, Фарида Муратова палăртнă тăрăх, Мускав Чăваш Ене тĕрлĕ дотаци памашкăн услови палăртнă — хамăрăн тупăшсем 1,2% кая мар ÿсĕмлĕ пулмалла. «Паянхи ĕç-пуç эпир çак тĕллеве пурнăçлаяссине кăтартать», — çирĕплетрĕç канашлура.

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне уявланине пĕтĕмлетрĕç. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртнĕ, пăтăрмахсем пулман. Вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев оборонăпа спорт мероприятийĕсен уйăхлăхĕ мĕнле иртнипе паллаштарчĕ. Канашлу ял хуçалăх министрĕн йыхравĕпе вĕçленчĕ — Сергей Артамонов пурне те «Çĕрулми-2017» курава пырса курма чĕнчĕ. Çĕрулми уявĕ пуш уйăхĕн 2-3-мĕшĕсенче Шупашкарти «Контур» курав центрĕнче иртет. Иван Моторин курава мĕншĕн çĕнĕ çĕрте йĕркеленипе кăсăкланчĕ те — министр «Контурта» меллĕрех пулнине палăртрĕ. Малтан унта виççĕмĕш хутра йĕркелесшĕн пулнă, анчах «Посуда-центр» лавкка нумаях пулмасть çуртăн пĕрремĕш хутне пушатнă та — çĕрулми уявне шăпах унта ирттерĕç. Ку хутĕнче ăна йĕркелеме РФ Ял хуçалăх министерстви тата Раççейри Çĕрулми туса илекенсен союзĕ те хутшăнаççĕ. Раççейри 22 регионти 86 предприяти, хуçалăх хăйсен продукцийĕпе паллаштарĕ — иккĕмĕш çăкăрăн тухăçлă çĕнĕ сорчĕсенчен пуçласа технологисемпе техника таранах. Беларуçран та хăнасем килеççĕ.

Сăмах май министр çĕрулмин çĕнĕ сорчĕсемпе ĕçлекен центр туса хурасси çинчен те пĕлтерчĕ. Вăл «АСК-Елчĕк» ООО никĕсĕ çинче пулмалла. Çулталăкра 5 пин тонна элита вăрлăх хатĕрлеме палăртаççĕ. Ку — республикăна кирлин 150% чухлех.

Николай КОНОВАЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.