Комментировать

27 Фев, 2017

Шупашкартан тинĕс хĕрне 3 сехетре çитейĕн

Шупашкартан çулла кăнтăр енне каяс текенсем халех билет туянма пултараççĕ.

"Саратовские авиалинии" компани Шупашкартан Анапăна авиабилет малалла сутать. Ку рейспа кăçалхи çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнчен вырсарникунсерен турттарма тытăнĕç. Кунсăр пуçне самолет "Шупашкар — Симферополь" направленипе çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнчен вĕçме тытăнмалла. Унта шăматкунсерен хутлĕç. Рейса Як-42 тухĕ. Аса илтерер, Анапăна Чăваш Ен тĕп хулинчен самолет 22 çул вĕçмен.

Сăмах май, "Нордавиа" компани те Шупашкартан Симферополе билет сутать. Шупашкар аэропорчĕн билет кассинче пĕлтернĕ тăрăх, "Боинг-737" самолет çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнчен эрнекунсерен çула тухĕ. Çул çинче вăтамран 2 сехет те 45 минут иртĕ. Билета авиакомпанисен сайтĕнче е аэровокзал кассинче туянма май пур. 

Рубрика: