Уяв икерчи
Сарлака çăварни çитрĕ. Икерчĕ-пĕлĕмпе сăйланмалли эрне вăл. Ун хыççăн Мăнкун типпи пуçланать. Унччен çуллă пĕлĕмпе киленер-ха.
Çÿхе икерчĕне сĕтпе пĕçереççĕ. Кефирпа çÿхе икерчĕ пĕçерме йывăртарах, вăл таткаланса пĕтĕ.
Икерчĕ пĕçерме кирлĕ: çур литр сĕт, икĕ çăмарта, икĕ стакана яхăн çăнăх, пĕр апат кашăкĕ сахăр песукĕ, чĕптĕм сода, тăвар, икĕ апат кашăкĕ тип çу тата — ăшаламалăх.
Çăмартана сахăрпа, тăварпа хутăштаратпăр, унтан ăшă сĕт хушатпăр та каллех пăтрататпăр, алласа хатĕрленĕ çăнăха çуррине ярса лăкатпăр, унтан юлнă сĕте, çăнăха хушатпăр, татах пăтрататпăр. Чуста çăра мар, кефир евĕрлĕрех пултăр. Тип çу хушса пăтрататпăр та хĕртнĕ çатма çинче пĕçеретпĕр. Чуста шĕвĕ пулнипе çатмаран уйăрма кансĕртерех тĕк тепĕртак çăнăх хушмалла.
Хăпартнă икерчĕ, хăймапа.
Кирлĕ пулать: 1 çăмарта, 1 стакан хăйма, 2 апат кашăкĕ сахăр песукĕ, 0,5 кашăкĕ сода, чĕптĕм тăвар, 1 стакан çăнăх, 4-5 апат кашăкĕ — ăшаламалăх — тип çу, килĕшнине кура ванилин хушма юрать.
Малтан мĕнпур япалана, çăнăхсăр пуçне, пĕрле хутăштаратпăр, пăтратнăçемĕн çăнăх хушса пыратпăр. Чуста çăра, çатма çине кашăкпа илсе хума меллĕ пултăр. Вĕри çатма çине тип çу яратпăр, пĕчĕк икерчĕсене малтан пĕр енне, унтан тепĕр енне çавăрса ăшалатпăр.
Иркерчĕне варенипе, çăратнă сĕтпе е хăймапа çиме аван.
Пĕçернĕ çăмартапа
Кирлĕ пулать: 1 стакан турăх, 6 апат кашăкĕ çăнăх, пĕр çыхă ешĕл сухан, пĕçернĕ 3 çăмарта, тăвар, сода — чĕптĕмшер, сахăр /килĕшнипе/, ăшаламалăх тип çу. Содăна турăха ярса сÿнтеретпĕр, тăвар, сахăр ярса пăтрататпăр, унтан пăтратнăçемĕн çăнăх яратпăр.
Сухана, çăмартана вĕттĕн тураса чустана яратпăр, пăтрататпăр та 7-8 минут тутă кĕмешкĕн лартатпăр. Кашăкпа çуллă вĕри çатма çине ăсса хуратпăр, икĕ енчен ăшалатпăр. Кунашкал икерчĕсем вĕтĕ кукăль тутиллĕ пулаççĕ.