Комментировать

22 Фев, 2017

Шупашкар – çур миллион çынлă хула

«Хулара демографи лару-тăрăвĕ ырă еннелле улшăнать. Кăçал кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Шупашкарта пурăнакансен йышĕ 500 пин çынна çитрĕ», — Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕн Алексей Ладыковăн çак сăмахĕсене хула депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ 17-мĕш анлă ларăвне хутшăннисем алă çупса йышăнчĕç. Чăнласах та лайăх хыпар — Шупашкар чи пысăк хуласен йышне кĕрет.

Хальхи вăхăтра республикăри муниципалитетсенче иртнĕ çула пĕтĕмлетеççĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртаççĕ. Нарăсăн 20-мĕшĕнче Шупашкар хулин пуçлăхĕн — депутатсен Пухăвĕн председателĕн пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕлĕн, Чăваш Енĕн тĕп хулин 2016 çулти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене шăпах çак ларура тишкерсе хак пачĕç. Асăннă ыйтусемпе Шупашкар хулин пуçлăхĕ Ирина Клементьева тата Алексей Ладыков сити-менеджер доклад турĕç.

Ирина Клементьева 2016 çул Раççейпе Чăваш Еншĕн çеç мар, Шупашкаршăн та улшăнусем тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, суйлавсем пирки аса илчĕ. Шупашкар хулин пуçлăхĕнче 6 çул ĕçленĕ Леонид Черкесов, «Единая Россия» парти тăратнă кандидат, РФ Патшалăх Думине, Владимир Викторов депутат вара ЧР Патшалăх Канашне суйланнине пĕлтерчĕ. Докладçă хула бюджетне пуянлатас енĕпе тĕллевлĕн ĕçлемеллине каларĕ.

Кăçал Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнă май хулара ку енĕпе мĕн тума планланипе паллаштарчĕ. «Çемье институчĕн пĕлтерĕшне ÿстерме ăнтăлатпăр. Хула Пухăвĕн 20 депутачĕ çул çитмен çамрăксен общество воспитателĕ шутланать: вĕсем комиссисен ларăвĕсене хутшăнаççĕ, йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшаççĕ», — терĕ Ирина Всеволодовна. Вăл çавăн пекех кăçал Экологи çулталăкĕ пулнă май технологи процесĕсемпе экологи хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене çыхăнтарас тĕлĕшпе нумай ĕçлемелли çинче чарăнса тăчĕ. Кăçал И.Клементьева нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсас, граждансене авариллĕ çурт-йĕртен çĕнĕ çĕре куçарас, картишсене хăтлăх кĕртес ĕçсене малалла тăсмаллине палăртрĕ. Депутатсен суйлавçăсемпе тăтăшах тĕл пулмаллине те пусăм тусах каларĕ вăл.

Алексей Ладыков демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнăран хулари хăш микрорайонсенче çывăх вăхăтра çĕнĕ ача сачĕсемпе шкулсем хăпартма пуçласси пирки каласа кăтартрĕ. «Шупашкар çур миллион халăх пурăнакан хуласен йышне кĕни промышленноç аталанăвĕшĕн лайăх, вăл инвесторсен кăсăкланăвне те пысăклатĕ», — терĕ Алексей Олегович. Вăл каланă тăрăх — пĕлтĕр организацисен тавар çаврăнăшĕ ÿснĕ, 204 миллиард тенкĕпе танлашнă /2015 çулăн 107%/. Шупашкарти предприятисем 565 миллион тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне /субсидисене, налук çăмăллăхĕсене/ тивĕçнĕ. Хулара çĕнĕ производство лаптăкĕсем уçнă тата маларах хута янисене модернизациленĕ. 4 миллиарда яхăн тенкĕлĕх 9 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Сити-менеджер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тăрăшнипе «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсенчи лару-тăру ырă еннелле улшăнма пуçланине пĕлтерчĕ.

Шупашкар пысăклансах пырать: паянхи кун кунта çĕнĕ 16 микрорайон çĕкленет, çапла майпа 200 пин çынна хваттерпе тивĕçтерме çитет. Чăваш Енĕн тĕп хули федерацин «РФ субъекчĕсен пурăнмалли çурт-йĕр строительствин аталанăвĕн программисене пулăшасси» проектне кĕнĕ, çавна май федераци бюджетĕнчен — 307 миллион, республикăннинчен 140 миллион тенкĕ илнĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурăнмалли çурт-йĕр хăпартас ĕçĕн кăтартăвĕсем чакнине палăртрĕ, хваттер илес тесе черетре тăракансен шутне сахаллатас тесен эконом-класлă çуртсем ытларах тумаллине каларĕ. Вăл авариллĕ пÿртсенче пурăнакансене кăçалхи авăнăн 1-мĕшĕччен çĕнĕ çĕре куçармаллине аса илтерчĕ.

Регион Ертÿçи Шупашкарта муниципалитетăн 14 программи пурнăçа кĕнине, вĕсене граждансен ыйтăвĕсене тĕпе хурса вăйлатмаллине пĕлтерчĕ. 2016 çулта асăннă программăсем валли 9753,9 миллион тенкĕ уйăрнă, çав шутран 5611,8 миллион тенки — республика бюджетĕнчен. «Пысăк укçа-тенкĕ уйăратпăр, хула республика тата федераци программисене хутшăннине кура пĕтĕм обязательство туллин пурнăçланать», — терĕ Михаил Васильевич.

Ларура пысăк парăмсем пур организацисем пирки те нумай калаçрĕç. Вĕсенчен пĕтĕмпе 200 ытла миллион тенкĕ шыраса илмелле. Республика Пуçлăхĕн шухăшĕпе — çак укçана социаллă ыйтусене татса памашкăн яма май килĕччĕ. Вăл энергоресурссемпе тата газпа усă курнăшăн та парăмсем ÿссе пынăшăн пăшăрханнине палăртрĕ. Муниципалитет влаçĕсене вĕсене чакарас тĕлĕшпе мерăсем йышăнма хушрĕ.

Мероприятие пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев хула экономикине хушма инвестицисем явăçтарас тĕлĕшпе вăйсене пĕрлештерме сĕнчĕ. Ларурах хăйсен ĕçĕнче пысăк çитĕнÿ тунă çынсене — патшалăх наградисем, пултарулăхри ăнтăлушăн Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ çамрăксене çакна ĕнентерекен свидетельствăна парса чысларĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.