Куçусем, хура куçусем...
Вĕсен, япшар чĕлхе тыткăнне лексен çап-çара юласси те часах
«Адвокатсăр сирĕн пĕр ыйтăвăра та хуравламастăп!» — хаяр хура куçĕсемпе тинкерет оперативниксем çине тĕксĕм çÿçлĕ илемлĕ хĕрарăм. Çук, сăнĕнче ÿкĕнни-туни палăрмасть. Çак «халăх сиплевçи» вара Чăваш Енре пурăнакансене 4 миллион ытла тенкĕлĕх улталанă.
Раиса Рашидовна пурне те пулăшать!
ЧР Шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав управленийĕн пуçлăхĕ Павел Чесанов пĕлтернĕ тăрăх — Раиса Рашидовна /хăйĕнпе çак ятпа паллаштарнă/ Шупашкара Краснодартан килнĕ. Ют ятпа кунта Граждан урамĕнче хваттер тара илнĕ. Хаçатсене, ытти массăллă информаци хатĕрне пĕлтерÿсем панă: пур енĕпе те пулăшать, сиплет-мĕн — пăснине те сирет, ача çуратайманнисене те пулăшма хатĕр... МИХсене те чăн ятне пĕлтермен — ют хушаматпа килĕшÿсем тунă. Эппин, хăй ултавлă çул çине тăнине питĕ лайăх пĕлнĕ май пакунлисем шыраса тупасран сыхланнă. Хальлĕхе вăл пилĕк çынна улталани паллă. Тен, Чăваш Енре «сипленĕ» çынсен шучĕ пысăкрах та пуль — следстви ку ыйтăва та уçăмлатма тивĕç. Çав пилĕк çынран 4 миллион тенке яхăн пухма ĕлкĕрнĕ те — Шупашкартан тухса тарнă.
«Юмăç» малтан кашни сеансшăн 1 пин тенкĕ ыйтнă, унтан вара аппетит пысăкланса пынă — «чир шала кайнине» кура пуль... Шар курнисенчен пĕри ăна темиçе сеансшăн 3 миллион тенкĕ /!/ тÿленĕ. Тепри — 200 пин. Çийĕнчен хура куçлă «асамçа» шашкă тирĕнчен çĕленĕ чаплă кĕрĕк, хаклă кĕсье телефонĕ парнеленĕ. Сăмах май, ăна полици уйрăмĕнче куртăмăр та — шăпах çав кĕрĕкпе.
«Сипленнисенчен» хăшĕсем унăн пулăшăвĕ усă кÿчĕ тесе çирĕплетеççĕ-мĕн: «ыйхăсăр аптăрани иртрĕ», «куçа курăнакан шуйттансем çухалчĕç...» Çавна май, тен, Раиса Рашидовна ултавĕ шăв-шав çĕклеместчĕ пуль, анчах вăл тара илнĕ хваттершĕн тÿлесе татмасăр, темиçе çын «сиплевне» вĕçлемесĕр çухалнă та — унăн асамлăхĕн тыткăнне лекнĕ çынсем тинех полицирен пулăшу ыйтнă. «Ăна шыраса тупасси çăмăл пулмарĕ. Хăй пĕр регионта регистрациленнĕ, упăшки — тепĕр çĕрте. Краснодар тăрăхĕнче пĕр адреспа çитрĕмĕр — çук, иккĕмĕшĕнче те тупаймарăмăр. Виççĕмĕш адреспа тин тытса чарма май килчĕ. Ăна Шупашкара илсе килтĕмĕр», — каласа парать уголовлă шырав управленийĕн пай пуçлăхĕ Андрей Кириллов. Следстви пырать. Анчах хĕрарăмăн тăванĕсем вăл Шупашкар çыннисене кÿнĕ сиене саплаштарма тÿрех укçа пухнă-мĕн — вĕсене укçа тавăрса панă.
«Лексус» — ĕмĕтре кăна
Нумайăшĕ çакнашкал ултавçăсен мăшкăлĕ пулни пăшăрхантарать кăна мар, тĕлĕнтерет те. Массăллă информаци хатĕрĕсем вĕсен халăха улталакан пĕлтерĕвĕсене мĕншĕн пичетлеççĕ, эфира кăлараççĕ? Çак ыйту та вырăнлă. Анчах, тепĕр енчен, «реклама чăнлăхĕшĕн реклама паракан яваплă» тени те вăрттăнлăх мар. Тепĕр тесен центрти телекуравпах «экстрасенссен çапăçăвĕсене» рекламăлаççĕ те — мĕн тĕлĕнмелли? Эппин, МИХсен ку енĕпе яваплăх çук. Апла тăк çынсен хăйсен асăрхануллă пулмалла — суяна чăнлăхран уйăрма пĕлмелле.
Шел те, шăпах çакăнпа, уйăрма пĕлменнипе, ултавçăсем усă кураççĕ те. Полици «контактсăр ултав» текен тĕслĕхсен шучĕ питĕ пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пынине палăртать. Сăмах преступниксем çынсене курăнмасăрах, Интернет урлă, телефонпа шăнкăравласа вĕсене улталани пирки пырать. Павел Чесанов цифрăсем асăнчĕ:
— 2016 çулта асăннă йышши преступленисене виçĕмçулхинчен 3 хут нумайрах регистрациленĕ. 644 пулнă — 1934-а çитнĕ. Пурлăх, укçа вăрланă тĕслĕхсен 30% яхăн — шăпах çакăн йышши преступленисем. Ултавçăсем çынсене кÿнĕ çухату иртнĕ çул 60 миллион тенкĕрен иртнĕ. Кăçал та ĕç-пуç çăмăл мар. Кăрлачра кăна хайхи «контактсăр ултавăн» 96 тĕслĕхне регистрациленĕ.
Мĕнле кăна улталамаççĕ! Нумай çын Интернет сетьне тавар сутасси-туянасси пирки пĕлтерÿ парса преступниксен капкăнне çакланать. Ултавçăсем «мобильнăй банкпа», сиенлĕ программăсемпе ăнăçлă усă кураççĕ, социаллă сетьсенчи страницăсене çĕмĕреççĕ, банк карточкине блокировка тунă тесе сехре хăпартаççĕ, пĕр-пĕр вылявра çĕнтерсе хаклă парнене тивĕçни пирки пĕлтерсе савăнтараççĕ, курьер пулăшăвĕ сĕнеççĕ тата ытти те.
Çынсем телефон урлă «мобильнăй банкпа» усă кураççĕ, анчах антивирус программине вырнаçтармаççĕ — карточка çинчи укçана çухатас хăрушлăх пысăк. Тепĕр чухне ултавçăсем яракан СМС-пĕлтерÿсем «900» номерпех килеççĕ. Нумайăшĕ çак номер Перекет банкĕн пулнине пĕлет, çавăнпа пĕлтерÿ чăнлăхĕ пирки иккĕленмест. Анчах преступниксем паян çав номере те «çăварлăхлама» мел тупнă.
Тепĕр енчен, нумайăшĕ ямăттине хапсăнни те инкек кÿрет. Ну, калăпăр, сире «Лексус» выляса илтĕр!» тесе пĕлтерсен линин тепĕр вĕçĕнчи çынна епле ĕненĕн-ха? «Тÿлевсĕр сыр капкăнра кăна пулнине» мĕншĕн аса илмелле мар? Аса илмеççĕ! Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан пĕр арçынна çапла шăнкăравласа пĕлтернĕ — вăл ултав пулма пултарасси пирки тĕлленмен те. Машина илмешкĕн налук тÿлемелле-мĕн — 92 пин тенкĕ. Арçыннăн хăйĕн укçи пулман, автомобиль пирки ĕмĕтленекенскер пиччĕшĕ патне васканă. Анчах унăн та енчĕкĕ пушă иккен. Çапах вăл шăллĕне пулăшасах тенĕ — банкран 100 пин тенкĕ кредит илсе ултавçăсене укçа куçарса панă. Çакăн хыççăн, паллах, парне сĕнекенсен телефонĕ шăпланнă — вĕсене шăнкăравласа тытайман.
«Контактра» — тыткăнра
Çамрăксенчен нумайăшĕ пушă вăхăта Интернетри социаллă сетьсенче ирттерет — унта та улталанасси часах. Преступниксем «Контактри» ют страницăсене çĕмĕреççĕ. Калăпăр, санăн страницуна юлташун е пĕлĕшÿн ячĕпе çыру килет — санран укçа ыйтать. Пысăк укçа мар — епле пулăшмăн? Кайран вара çакă палăрать: укçана пачах пĕлмен-туман çынсене куçарса панă иккен. Юлашки вăхăтра çакнашкал тĕслĕхсем те час-часах пулаççĕ.
Е тата çамрăксем хăйсен интимлă сăнÿкерчĕкĕсене лайăх упраманнипе шар кураççĕ. Хайхи «хакерсем» çав ÿкерчĕксене виртуаллă страницăсене кĕрсе илеççĕ те — кайран «вăрттăннине» пурне те кăтартатпăр тесе хăратаççĕ, укçа ыйтаççĕ. Скайппа çыхăннă «çарамас юрату вăййисем» те çакнашкалли патне илсе çитерес хăрушлăх пысăк. Çапла вара «контактсăр ултав» мелĕсемпе ватă, çулланнă çынсем кăна мар, яш-кĕрĕм те шар курать.
«Курьер пулăшăвĕ» текен ултав та хăйнеевĕрлĕ. Сăмахран, пĕр-пĕр лавккана е фирмăна шăнкăравлаççĕ. Прокуратурăран /е ПАИрен, е полицирен/ имĕш. Прокурора çуралнă кунĕ ячĕпе саламласшăн — ĕçме-çиме илсе килме ыйтаççĕ, тÿлевне курьера алăран тыттарма шантараççĕ. Çийĕнчен çула май тенĕ пек хăйсен телефон номерĕ çине укçа хума ыйтаççĕ. Мĕнешкел ведомствăран шăнкăравлаççĕ те — ыйтнине пурнăçлаççĕ. Курьер прокуратурăна çитет те — унта ăна никам та кĕтмест иккен, ултав çиеле тухать. Пĕлтĕр кăна республикăра курьерсемпе çыхăннă 42 ултав тĕслĕхне шута илнĕ.
Чăваш полицейскийĕсем нумаях пулмасть Самар облаçĕнчен судпа айăпланнă 34 çулти арçынна илсе килнĕ. Унти юсанмалли колонире приговор вăхăтне ирттернĕскер Чăваш Енре пурăнакан нумай çынна вĕсен çывăх çыннисем авари тунă, яваплăхран хăтармашкăн укçа тÿлемелле тесе улталанă. Çакнашкал çынсем ÿркенменнине ăмсанма та пулать: сыщиксем Г. кĕсье телефонĕн номерĕн юлашки цифрине улăштарса пырса çур сехетре 7 пин таран СМС яма пултарнине палăртнă. Паллах, пин-пин адресатран пĕри те пулин вăлтана çакланатех.
Ах, Самар хули...
Самар тенĕрен, унти колонисенче ларакансем чăваш полицейскийĕсемшĕн тахçантанпах чăн-чăн пуç ыратăвĕ пулса тăнă ĕнтĕ. Халь те Самарта чăваш сыщикĕсен икĕ бригади ĕçлет — ултавçăсене тăрă шыв çине кăлараççĕ: «Пĕр ушкăна ятăмăр — ĕçлесе ĕлкĕреймеççĕ. Тепĕр ушкăн яма тиврĕ».
Тĕрĕссипе, «контактсăр ултав» тĕслĕхĕсем ытла та нумаййине кура ЧР ШĔМĕн уголовлă шырав ĕçченĕсенчен чылайăшĕн темиçешер уйăх килтен аякра ирттерме тивет. Командировкăсем тепĕр чух 2-3 уйăха тăсăлаççĕ. «Самартан, авă, хăçантанпа таврăнаймаççĕ. Унти ĕçтешĕмсемпе калаçнă май шÿтлетĕп те: «Ют хулара вăрах пурăннине кура унта авланса ямарăр-и, иккĕмĕш çемье çавăрмарăр-и?» — ĕç çăмăл маррине палăртса каларĕ Павел Валерьевич.
Самар кăна пулсан юрĕччĕ-ха, анчах вăл кăна мар çав! Чăваш Ен оперативникĕсен вăрахлăх командировка адресĕсен списокĕ паян вăрăм: Тутарстан, Пушкăртстан, Мускав, Челябинск... Пĕлтĕр сыщиксем ултавçăсене шыраса Раççейĕн 78 регионне çитнĕ!
Ĕç-пуç чăннипех çивĕч пулин те уголовлă шырав управленийĕн ĕçченĕсемпе калаçнă май ырă самант пурри палăрни савăнтарчĕ. Пакунлисем тытса чарнă ултавçăсемпе «чуна уçса» калаçаççĕ вĕт — вĕсем ÿпкелешеççĕ-мĕн: юлашки вăхăтра Чăваш Енре пурăнакансене йăпăр-япăр улталама çук — телефонпа шăнкăравлакансене нумайăшĕ шанмасть...
Николай КОНОВАЛОВ