Комментировать

16 Фев, 2017

Пурнăç кукри – вуник кукăр

Киремет парни

Ĕлĕк чăвашсем Турра мар, киремете пуççапнă, ăна чĕрĕ парне панă. Тури Панкли ялĕ икĕ вар пĕрлешнĕ вырăнта, улăх-çаран çинче вырнаçнă. Ăна "Хĕр чÿк" ятпа асăнаççĕ.

Ялти Пракух мучи каланă тăрăх — кашни киреметĕн хăйĕн вырăнĕ пулнă. Унта пĕр пысăк юмана суйласа илнĕ. Ун умĕнче киремете асăнса пăтă, икшер вăкăр пусса пысăк хурансемпе яшка пĕçернĕ. Чи пысăк парне — хĕр. Ялсенчен черетпе пĕр пикене киремете парнеленĕ. Паллă пулăма палăртма хура халăх /язычество тĕнне ĕненекенсем\ йышлă пуçтарăннă. Хĕре юман çумне çыхнă. Унăн кĕске ĕмĕрĕ çакăнта татăлнă.

Çынсем параппансем çапса, кĕсле-шăпăр каласа вăл кăшкăрса йĕнине хупланă. Халăх киреметрен пулăшу ыйтса ĕçнĕ-çинĕ, савăннă. Унтан килĕсене саланнă. Йывăç çумне çыхнă хĕре никам та салтман, ăна шăна-пăван, кăткă, ытти хурт-кăпшанкă тапăннă. Çапла асапланса вилнĕ вăл.

Иртнĕ ĕмĕрте хуçалăхри пĕтĕм йывăр ĕçе — ака-суха, вырма, вăрман касни — лашапа пурнăçланă. Кашни хуçалăхра 2-3 лаша усранă. Ир-ирех ут кÿлсе уй-хире тухса кайнă. Каçпа вĕсене улăх-çарана кĕтĕве янă. Лашасем кунĕпе ĕçленĕ хыççăн çĕрле курăк çинĕ. Вĕсене черетпе хуçисем пăхнă. Пирĕн тăрăхри улăхсенче вăрман кашласа ларнă. Кĕтÿçсем пушă вăхăтра çăпата тунă. Çĕтĕлнине хывса киле çĕннипе таврăннă.

Пракух мучин лаша пăхма черет çитсен сăхман тăхăнса вăрмана, улăха çитнĕ. Утсем курăк çисе çÿренĕ. Вăл пушăт касса çăпата тума ларнă. Кунĕпе ĕçлесе ывăннăскере ыйхă пуснă. Сăхманне сарса пĕр юман айне çывăрма выртнă. Тĕлĕрсе кайнă кăна, ун тавра хĕрсен ушкăнĕ ташлама тытăннă. Хăраса вăранса кайнă вăл. Хăвăрт сиксе тăрса сăхманне пуçтарнă. Сасартăк ун айĕнче шăмăсем выртнине асăрханă. Мучи лашисем çинчен мансах ял еннелле чупнă.

Вăхăт иртнĕ, анчах чуна çÿçентернĕ ÿкерчĕк Пракух мучин асĕнчен тухман. Çав тĕле каярахпа тепĕр хут çаврăнса çитнĕ вăл. Юман çумĕнче çын шăм-шакĕ сапаланса выртнине курнă. Киремете асăнса хĕр парнеленĕ вырăн пулнине тинех ăнланнă. Халĕ те ăна "Хĕр чÿк" улăхĕ теççĕ.

 

Пĕчĕк ялăн нушаллă шăпи

Ĕлĕкрех Тури Панклире пурăнакансем Йÿçкассине тÿрĕ сукмакпа çÿренĕ. Халĕ те çак çулпа çынсем масар çине утаççĕ. Анчах каçхине, çил-тăманлă çанталăкра çула тухнисем аташса кайнă тĕслĕх сахал мар. 1970-2000 çулсенче кунти улăхсенче хресчен хуçалăхĕсем курăк çулса совхоза панă. Уншăн вĕсене укçа тÿленĕ, утă уйăрнă. 10-15 çул каялла ку ĕçе пăрахăçларĕç. Çавна май улăх-çарана йывăç-тĕм пусса илме тытăнчĕ. Вăрман сарăлсах пырать.

1989 çулхи халăх çыравĕнче Тури Панклире 110 çурт-йĕр шутланнă, пушă лараканнисем пулман. 2016 çулхи ял хуçалăх çыравĕнче 112 çурт-йĕр, çав шутра 28-ăшĕ хĕлле хупă тăни палăрнă. Ял ватăлать, пушанать. Хамăр та çулсерен ватăлса пыратпăр. Эпĕ астăвасса пирĕн ялти 20 хушма хуçалăх тĕпрен арканчĕ. Вĕсен вырăнĕнче вĕлтĕрен ашкăрать. Ялсен ĕмĕрĕ кĕске, уйрăмах пĕчĕккисен.

Манăн тăван ялăм 200 çул каяллах йĕркеленнĕ. Виçĕ çемье куланай тÿлесрен тарса чăтлăх вăрмана, çырма-çатраллă вырăна килсе вырнаçнă. Малтанах çĕр пÿртре пурăннă. Унтан вăрман касса çурт-йĕр, хуралтăсем çĕкленĕ. Кунтах вут-шанкă хатĕрленĕ, пахчаçимĕç, тырă ÿстерме йывăç касса лаптăка пушатса пынă. Çырма-çатраллă вăрманта вырнаçнă яла ют çынсем килсе çÿремен. Ăнсăртран килсе тухнисем вĕсене таркăнсем вырăнне йышăнса пăрахса тарнă.

Ял витĕр Сурăм юханшывĕ тăсăлса выртать. Вăл Çавал шывĕпе пĕрлешсе Атăла юхса тухать. Юнашар шыв пурри çынсене выльăх-чĕрлĕх усрама, пахчаçимĕç ÿстерме май панă. Юханшыв Апаш тăрăхĕнчен /пирĕн ялтан 6-7 çухрăмран\ пуçланать. Хресчен шыва пĕвелесе арман лартнă, тырă авăртнă. Çурхи шыв пĕвене час-часах татса кайнă. Кун хыççăн çынсем хăйсен вăйĕпе çÿллĕ вырăнта çил арманĕсем туса лартнă. Вĕсем кашни ялтах пулнă. 1917 çулхи революци хыççăн пурнăç тепĕр майлă çаврăннă. Заводсемпе фабрикăсене, ура çинче çирĕп тăракан хресченсен пурлăхне туртса илсе кахал, пуш параппан çапакансен аллине панă. Çĕнĕ хуçасем йĕркеллĕ ертсе пыма, ĕçлеме пĕлмен. Пĕр кунпа пурăннă темелле. Вĕсем кантăр çăвĕ, кĕрпе хатĕрлекен, çăм таптаракан цехсене, çил арманĕсене аркатнă. Халăха текех кирлĕ пулмĕ тенĕ-ши?

Пĕррехинче мана, 10-ри ачана, анне çил арманĕ ĕçленине пĕлме ячĕ. Унта çынсене Ананий Максимович арманçă /80 çулти старикчĕ/ Тури Панкли ялĕн историне каласа паратчĕ. Унăн сăмахĕсене эпĕ те астуса юлтăм. "Мана, 3 çулти ачана, сĕм вăрмана, çĕр пÿрте илсе килчĕç", — терĕ вăл.

Арман çуртĕнче, кăвайт çинче çĕрулми пĕçеретчĕç. Мана та хăналарĕç. Çав тери тутлă пек туйăнчĕ. Ун чухне çимелли сахалччĕ. Çăкăр туянма Шупашкара çуран утнă. Унта та 2 çăкăртан ытлашши паман. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсем пире те самай нуша кăтартнă. Çимелли, тăхăнмалли çитсе пыман.

 

Малашлăха кăтартакан тĕлĕк

Пирĕн ял тавра тÿрем вырăн пулман. Çывăхри кашни улăх-çаранăн хăйĕн ячĕ пулнă. Ытларах вĕсем кунта тĕпленнĕ çынсемпе çыхăннă. Кукаç, Кирилл Гордеевич Гордеев, ячĕпе те сад /Кирилл сачĕ\, вăрман кукри, улăх пур. Паллах, ку хушма ятсем ахальтен тухман. Манăн кукаç патша çарĕнчен унтер-офицер пулса 400 тенкĕпе таврăннă. Ун чухне вăл пысăк укçа пулнă. Унпа кукаç Сурăм вăрманĕ çывăхĕнче 2 га çĕр илнĕ, сад ĕрчетнĕ. Туса илнĕ улма-çырлана Тутарстан тĕп хулине, Хусана, лавçăсем тара тытса турттарнă. Вĕсем Комсомольски районĕнчен пулнă. Сутса тунă укçапа садра икĕ хутлă çурт хăпартнă. Улма-çырла упрама аялти хутне кирпĕчрен тунă, иккĕмĕшне, пурăнмаллине, йывăçран. Унсăр пуçне кунтах часавай, пулă ĕрчетме пĕве пулнă. Анне, Анна Кирилловна, каланă тăрăх — 1921 çулхи нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче кукаçа çĕнĕ влаç тăшманĕ тесе Калинино /Вăрнар районĕ\ салине тытса кайнă. Вырăнти масар çинче хăйне валли шăтăк чавтарнă та персе пăрахнă. Тискерлĕ вилĕм умĕнхи каçа Кирилл Гордеевичпа манăн пулас маçак, Мирон Тимофеевич /ăна та çав кун тытса хупнă пулнă\, выльăх сарайĕнче пĕрле ирттернĕ. Тури Панкли ялĕнчен вĕсем иккĕн патша çарĕнче службăра тăнă. Кукаçа персе пăрахнă, маçак чĕрĕ юлнă. Çавăн чухне масар çинче маçак пулас хăтăшне тăпрапа витсе хăварнă. Ку хăрушла ĕç пирки эпĕ 15 çул тултарсан каласа пачĕç. Кукаçа персе пăрахма ялти куштансем, кĕвĕçекен тăванĕсем сĕнни паллă.

Маçак аса илнĕ тăрăх – çав каçхине вĕсем сарайĕнче самай вăхăт калаçса выртнă. Ир енне тин тĕлĕрсе кайнă. Кукаç тĕлĕкĕнче малашлăхне курнă. Ун чухне унăн 4 ывăл ÿснĕ. Кукамай тепĕр ача кĕтнĕ.

— Манăн хĕр çуралать. Эпĕ пурăннă вырăнта малашне хуçа мăнукăм /хĕрĕн ывăлĕ — авт.\ пулĕ. Ывăлăмсене аркатаççĕ, вĕсен аякка кайма тивет. Унтан арăм урăх çынна качча тухать. Мана паян персе вĕлереççĕ, — тесе каласа панă вăл ирхине хăй мĕн тĕлленнине палăртса.

Чăн та, тĕлĕкре курни чăна килнĕ. Кукаçа персе пăрахнă хыççăн темиçе уйăхран кукамай аннене, Анна Кирилловнăна, çуратнă. Вăл ÿссе çитсен Мирон Тимофеевич ывăлĕпе, Тихăнпа, çемье çавăрнă. Кĕçех эпĕ кун çути курнă. Кукаçăн икĕ ывăлĕ Çĕпĕре тухса кайнă. Виççĕшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Кукамай тепĕр хут качча тухсан анне Варсонофий пиччĕшĕ патĕнче пурăннă. Кукаçăн садне, часавайне, пĕвине тĕпрен аркатнă. 1941 çулхи шартлама сивĕре улмуççисем те /пурĕ 700 йывăç\ шăнса пĕтнĕ.

Ахăр самана тапхăрĕнче анне ача-пăча кăна пулнă. Анчах вăл синкерлĕ вăхăта лайăх астуса юлнă. Пĕррехинче çĕнĕ влаçшăн кĕрешекенсем çуртран 17 лавпа мул тиесе тухнă иккен. Малти урапа çине хĕрлĕ ялав çакса тата пысăк кĕмĕл сăмавара лартса кайнине час-часах аса илетчĕ вăл. Юрать, пÿртпе ампара, выльăх сарайне тĕкĕнмен. Пирĕн çурт пысăк пулнă. Колхозра ака-суха ирттернĕ хыççăн мероприятисене унта йĕркелетчĕç. Эпĕ çуралнă çурта 1965 çулта Элĕк районĕнчи Какаç ялĕнчи пĕр кинемее сутрĕç. Çав çурт халĕ те ларать. Ăна хуçисем дача вырăнне усă кураççĕ.

Маçак каланине аса илсе е шăпа çапла çаврăнса тухрĕ-ши, 1970 çулта хулари хăтлă хваттере, лайăх ĕç вырăнне пăрахса хам çуралса ÿснĕ яла, атте-анне çурт-йĕрне таврăнтăм. Тăван тăрăха, Сурăм вăрманне те ытараймарăм пулас. Çĕр çинче тырă, пахчаçимĕç ÿстерсе хуçалăха малти вырăна кăларас тесе хамăн ăса, вăй-хала шеллемерĕм темелле. 33 çул "Ударник" хуçалăхра агрономра тăрăшрăм. Çак Сурăм çĕрĕ çинче /кунта 13 ял кĕрет\ вырнаçнă ялсенче мăнаçлăн утма пултаратăп.

Пурнăç яланах пĕр шайра тăрать тесе шухăшланă. Ĕмĕтленни, шанни чăл-пар арканасса, çĕршыв саланасса ĕненмен. Патшалăх, халăх вăйĕпе тунă завод-фабрикăсем каллех уйрăм çынсен аллине куçрĕç. Чылай хуçалăх юхăнса саланчĕ. Ĕçченсем вăрăм укçа шыраса инçете çÿреççĕ. Анчах çапла пулса иртнĕ кун-çулăмпа ирĕксĕрех килĕшме тивет. Иртнĕ тапхăр пурнăçăмра тепĕр хут çаврăнса çитнĕн туйăнать.

Иван ТИХОНОВ.

Муркаш районĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.